Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла вара ют ҫӗршыври меньшевиксен вучахӗ шав хӗмленсе пынӑ, Российӑра та, пӗр вӑхӑтра, ватӑ искровецсем тӑрӑшнипе, ертсе пыракан вырӑнсенчен сирпӗтсе кӑларнӑ меньшевиксем комитетсенче хӑйсем ытларах пулассишӗн кӗрешӳ пуҫласа янӑ, чылай ҫӗрте вара вӗсем — ӑнӑҫсӑрах та ӗҫлемен, Питӗрти комитетра та меньшевиксем большевиксенчен ытларах пулса тӑнӑ.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тепӗр задача пирӗн — самодержавие сирпӗтсе антарасси ҫеҫ мар, тата сирпӗтсе антарнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне революцие малалла илсе пырасси те пулса тӑрать.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пирӗн задача шӑпах ҫакӑн пек: хӗҫ-пӑшалпа сирпӗтсе антарассине хатӗрлесси.Во-первых, задача наша именно в этом: готовить вооруженное свержение.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпир хӗҫ-пӑшалпа сирпӗтсе антарассине те, вӑл хӑйне хӑех тухать пулсан, хирӗҫлеместпӗр, мӗншӗн тесен ӑна хатӗрлесси, паллах, пирӗн ӗҫ мар.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫав тӗлӗшпе вара эпир — самодержавине сирпӗтсе антарассишӗн тӑратпӑр.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кун йӗркинче царизма сирпӗтсе антарас ыйту тӑрать, эсир ҫак ыйтӑва каялла сӗтӗрме хӑтлансан та, сӗтӗрме пултараймастӑр..
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Новицкий ӗнтӗ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, урӑхла каласан, каторгӑна ямалли приговора тума законри пур статьясене те тупса хатӗрленӗ: величествӑна тӑрӑхлани те, «тытӑнса тӑракан строя ирӗксӗрлесе сирпӗтсе антарас тенӗ ӗҫе» хатӗрленни те, «законсӑр пӗрлешсе, хӑйсем ҫине ят илни» те…
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
«Вырӑссен рабочи партин чи ҫывӑхри задачи — самодержавие сирпӗтсе антарасси, политикӑллӑ ирӗклӗхсем кӗрешсе илесси пулать, тесе Российӑри социал-демократи пӗр хутчен ҫеҫ мар каласа пӗлтерчӗ…»
ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Патшана сирпӗтсе антармасӑр, эпир хуҫа патне те пыраймастпӑр…
XVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Йӗпе юра вӑл инҫете сирпӗтсе, сиккипе вӗҫтерет.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Канистра йӑтнӑ салтак, ҫуртсем умне ҫитсен, лешӗнчен мала чупса иртсе каять, пӳрт кӗтессине е хапха ҫине бензин сирпӗтсе хӑварать, Альберт тени вара унта факел пырса тӗкет, ҫурт ҫинче ҫулӑм ялкӑшма тытӑнсан, татах малалла каять.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
1917 ҫулта ССР Союзӗн халӑхӗсем бржуазине сирпӗтсе антарчӗҫ те, пролетариат диктатури туса хучӗҫ, Совет влаҫӗ туса хучӗҫ.
IV // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Тепӗр чухне чаплӑ сунарҫӑ вӗслетсе ярать те, йытӑ вара, урисемпе карӑнса ӳксе, пӗтӗм кӳлепипе айӑккинелле тайӑнса тата юр сирпӗтсе, хӗрсе кайнипе мулкачран вунӑ хут хӑвӑртрах малалла ыткӑнать.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Сывлӑшра ҫав тери хӑрушшӑн шӑхӑрса, вӗсем табор тӑррипе вӗҫсе иртрӗҫ те, сывлӑшалла хура тӑпра сирпӗтсе ҫӗре тарӑнӑн кӗрсе ларчӗҫ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кӑштах шыв сирпӗтсе ҫунӑ аллисене алшӑллипе шӑлса типӗтрӗ те, хӗрачасем тав тума пӗлменни пирки шухӑшларӗ: сӑмахран, Лидӑнах илес акӑ: ӑна ҫыран хӗрринче арҫын ачасемпе пӗрле ларма та ирӗк панӑччӗ, ҫапах та вӑл хӑйӗннех тӑвать.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ытти чухне пулсан, ачасем, ҫав пӗренесене утланса, вӗсенчен шыв ҫийӗн ҫӳремелли лашасем тӑвӗччӗҫ, пӗр-пӗрне шывпа сирпӗтсе, вӗҫкӗнленсе ҫӳренӗ пулӗччӗҫ.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ыттисем пурте, шыври вӗтӗ пулӑсене шывпа сирпӗтсе, ҫыранпа сӑмсах хушшинчи пӗчӗкҫӗ шыв кукӑрне хӑваласа кӗртме хӑтланчӗҫ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ӗмӗтсӗрленни козака ырӑ япала патне илсе пымарӗ: унӑн хӑватлӑ пуҫӗ ыткӑнса кайрӗ, пуҫсӑр юлнӑ кӳлепи вара таҫта аякка юн сирпӗтсе ҫӗрелле йӑванчӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ку вӑл чӑнах та халиччен никам курман вырӑс вӑйӗ пулнӑ: ӑна халӑх кӑкӑрӗнчен инкек-синкек вут-чулӗ сирпӗтсе кӑларнӑ.Это было, точно, необыкновенное явленье русской силы: его вышибло из народной груди огниво бед.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пире патшана сирпӗтсе антарнипех ҫитмест-ха, — ҫавӑнтах тата помещиксене, капиталистсене сирпӗтсе антармалла, унсӑрӑн пӗр сӑнчӑр вырӑнне тепӗр сӑнчӑр пулӗ — ҫавӑ ҫеҫ.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.