Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасӑпах (тĕпĕ: сасӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чух сасӑпах калать: «Чарӑнӑр. Тархаслатӑп, лартсамӑр мана».

«Стойте. Прошу вас, посадите меня».

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

«Малалла мӗн тумалла-ха?» — шухӑшларӗ вӑл, хӑй сасӑпах, шӑппӑн, анчах уҫӑмлӑн каланине те асӑрхамарӗ.

«Что же делать дальше?» — думал он, не замечая, что говорит вслух, хоть тихо, но ясно.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

«Вӑт ку аван», — сасӑпах каларӗ Давенант; ун ҫине иртен-ҫӳрен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.

«Вот это хорошо», — сказал Давенант вслух, обратив на себя внимание прохожих.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Мана, чӑннипех те, шутсӑр ӑнмасть, — сасӑпах сӳтсе яврӗ ҫапкаланчӑк, — кур-ха: тырӑ миххи е сысна тушки вырӑнне куҫ умне лекнӗ пӗрремӗш карма ҫӑвара, тӑманана сӗтӗрсе пыратӑп, хам вара ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан икӗ урасӑр та юлма сунатӑп.

Решительно мне не везет, — рассуждал он вслух, — тащить вместо мешка хлеба или свинины первого попавшегося ротозея, которому я от души желаю лишиться обеих ног.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Вӑл сире сасӑпах хӑямата ячӗ — шӑпах унта ҫитсе лекрӗр те.

Он послал вас к черту вслух — к черту вы и приехали.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Нок пӗр еннелле сӗнкелтетрӗ, хӑй сисмесӗрех — пӗрре Гутанпа, тепре Геллипе е ӑсӗнче сӑнарланнӑ, юнашар пыракан паллӑ мар ҫулташӗпе сасӑпах темӗн калаҫать.

Нок, машинально, придерживаясь одного направления, брел, разговаривая вслух то с Гутаном, то с Гелли, то с воображаемым, неизвестным спутником, шагающим рядом.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Полладиу шкипер, комплимент ӑсти, хӗр пахалӑхӗсене сасӑпах мухтама пикенчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн чиперкке палӑрмаллах хӑюлланчӗ, шкипер ҫине мӑйӑр пек хуп-хура, эрнери чӑх чӗппи пек айван пӗр куҫӗпе пӑхса илме кӑмӑл турӗ.

Шкипер Полладиу, мастер на комплименты, стал громко восхвалять ее качества, отчего она заметно приободрилась и соблаговолила посмотреть на него одним глазом, черным, как орех, и наивным, как недельный цыпленок.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Сигби ҫыххине вӗлтрен хушшине кӗмсӗртеттерсе ӳкерчӗ те хут татки туртса кӑларчӗ, сасӑпах вулама пикенчӗ:

Сигби вытащил из кармана листок и стал читать вслух, выронив загремевший узелок в крапиву.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫакна пӗтӗмпех сасӑпах макӑрса парсан, унта кӑштах, тен, кулӑшла, ҫапах таса туйӑмлӑ хуйхӑ та пулчӗ-тӗр, Дюк капитан йӑрӑм-йӑрӑм сӑмса тутри кӑларчӗ те хыттӑн шӑнкарчӗ.

Выплакав это вслух, с немного, может быть, смешной, но искренней скорбью, капитан Дюк вытащил полосатый платок и громко, решительно высморкался.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Кӗсменӗсене хурать те вӑл — карланкӑран тухакан хулӑн нотӑсемпе сасӑпах шухӑшлать.

Он складывает весла и думает вслух низкими, гортанными нотами.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сасартӑк вӑл чӗтренсе илчӗ, пуҫне Антун кӑкӑрӗ ҫине хучӗ те сасӑпах макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чӗрех, сывах! — терӗ те Ванькка, тӗшӗрӗлсе анса, чӗркуҫленсе ларчӗ, ҫӗре чӑмӑрӗпе ҫапа-ҫапа, сасӑпах йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй шухӑшласа кӑларнӑ ҫак одеколон Гоп капитана пуринчен те ытларах хӗпӗртеттерет, вара вӑл хатӗрленӗ вирлӗ хуравне ӑсӗнче вӗҫленӗ май сасӑпах каласа хурать:

Этот выдуманный Гопом одеколон более всего радовал капитана и, закончив воображенную отповедь, он вслух повторял:

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ун чӗрҫийӗ ҫинече эпӗ те, ачасем те мар, кулма-ахӑрма, вырӑн ҫинче ҫывӑрма пӗлекен хӗр е хӗрарӑм пулӗ, — сасӑпах калаҫса ӗсӗклерӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Мӗншӗн каччӑсем качча иличчен анчах ҫапла япшар-ши? — шухӑшне сасӑпах вӗҫлерӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

«Ав епле пике иккен эс, — сасӑпах калаҫрӗ вӑл, — вӗрентӗп сана чипер каччӑсен чӗрисене ҫунтарма.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Епле телей пулнӑ пулӗччӗ, — савӑннипе сасӑпах калаҫрӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Унтри, — сасӑпах вуларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Ҫук, татмастӑп, хӑв илемӳпе мана ҫеҫ мар, ыттисене те савӑнтар, — сасӑпах калаҫрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

«Кашни минута тӗплӗн тишкермелле, кашни хусканӑва шута илмелле», — шухӑшне сасӑпах вӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех