Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туятӑн-и, епле ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ таврара?
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чаплӑ та паллӑ вуник ял хушшинче Сившури Урхан сарлака килкарти; Туссем, пӗлӗшсем — нумай ял тенинче, Сарӑлнӑ йӗри-тавра ун ӑратти.
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пур ҫӗре те Урхан чапӗ сарӑлнӑ, Пур ҫӗрте те Урхана асӑннӑ: Сӑр хӗрӗнчи Етӗрне хулинчен Атӑл ҫинчи Шупашкара ҫитиччен Янрать Урхан ячӗ ҫӗкленсе, Курайман тӑшмансен кӑмӑлне хистесе.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайса уй-хирте сарӑлнӑ, асфальт ҫул патне ҫывхарма пуҫланӑ.Большой Цивиль вышел из берегов и раскинулся по полям, начал приближаться к асфальтированной дороге.
Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34582.html
Вӑхӑт кун хыҫҫӑн кун «ҫӑмхаланӑ» май ӑшра «лӗпӗш хурчӗн ҫӑвӑрӗ те йӑшӑлтатма» пуҫларӗ: ҫуни-ҫунми тӗлкӗшнипех, чӗлтӗр-чӗлтӗр «шӑкӑртатса юхнипех» юлташӑмсен кӑмӑл картне лараймӑп, вӗсен ӑшӑ, ыр сунӑмлӑ куҫӗсене хам ҫине ҫавӑраймӑп — епле те пулсан хатара та сехре хӑппине таптаса хӑварса манӑн пӗрре ялтӑрт! ялтлатса, чанк! чанклатса илмеллех (ун чухне ҫитӗннисем хушшинче анлӑн, халлӑн сарӑлнӑ «хӑрушлӑха пӑхмасӑр тунӑ ӗҫ — теветкеллӗх — пархатарлӑ» текен каларӑша ӑша хывма мар, хӑлхана кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха)!
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Паллах, вӑйӑра ҫӗнтернисен ҫуначӗсем ытларах сарӑлнӑ.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Ыттисен куҫӗсем те, сар хӑймана ҫӑткӑнланнӑ кушакӑнни пек ҫивӗчленсе, йывӑҫ ҫӑвӗ таптарса, ялтах ҫиҫсе илчӗҫ, чусталанса сарӑлнӑ е пӗрӗнсе ҫавракаланнӑ тутисене чӗлхисемпе япӑлттарса илекенсем те пулчӗҫ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Пӗтӗм ӳссе сарӑлнӑ йывӑҫ-курӑк, уйрӑмах тӑртанакан, чӑмӑртанакан ҫимӗҫлӗ улма-ҫырла йывӑҫҫисем-тӗммисем, пӗве кӗнӗ яш-кӗрӗм пекех, вӑй-халлӑ, илӗртӳллӗ, сӑпай; ҫут хӗвелпе ӑшӑнса, ҫӑра симӗсленсе ҫуталнӑскерсем, нарланса ҫиҫекенскерсем, сӑмсана тутлӑн-тутлӑн, шерпетлӗн-ароматлӑн кӑтӑклаҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
— Кунта халӑхра анлӑ сарӑлнӑ урӑхла каларӑш та — кисӗпӗн икӗ вӗҫӗ те шӗвӗр тени те — аса килет.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Кариес — анлӑ сарӑлнӑ чирсенчен пӗри.
Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/
Юрӗ-ха, ӑна-кӑна тӑвасси лешӗн ирӗкӗ, анчах хӑйӗн, ӗнтӗ вӗчи пӗтӗмпех сарӑлнӑ Пурисӑн мӗн тумалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗмӗрӗ тухнипе типсе ҫӗр ҫине ярӑнса-явӑнса ӳкнӗ пӗрремӗш ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, чӑшӑлл ларакан чечексен (пыл чечекӗн ҫӑра шӑрши, чӗрӗ тӗнчене ырлӑх та сиплӗх сапаласа, йӗри-тавраллах сарӑлнӑ) газонӗсем хушшипе вӑтам пӳллӗ каччӑ пырать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Эсӗ ҫитӗнсе сарӑлнӑ вара.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ирпе вара Вӑрмар ялӗ тӑрӑх «МТСа ҫаратнӑ» текен хыпар сарӑлнӑ.
Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.
Ленина амантни ҫинчен хыпар ҫӗршывӗпех хӑвӑрт сарӑлнӑ.
Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.
Уйра ҫитӗннӗ пуянлӑха алла илессишӗн, фермӑсенчи ӗҫе тухӑҫлӑ йӗркелессишӗн сарӑлнӑ ӑмӑртура, паллах, комбайнерсемпе водительсем, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем, хӑйсен тивӗҫлӗ тӳпине хывнӑ.
Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/
Эсир дирекцие хирӗҫ кӗрешни ҫинчен хыпар ытти предприятисенче те, салтака илме ҫул ҫитнӗ ҫамрӑксене ҫар ӗҫне вӗрентекен пунктсенче те сарӑлнӑ.Весть о вашем столкновении с дирекцией дошла до предприятий, до пунктов обучения допризывников.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫак ватӑ каччӑ пуян лесник хӗрне куҫ хывни ҫинчен халӑхра сӑмах сарӑлнӑ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ун вырӑнне пӗр питӗ сиенлӗ шухӑш анлӑ сарӑлнӑ: выльӑх апатне химилле майсемпе хатӗрлесси кӑҫалхи йывӑр ҫул ҫеҫ кирлӗ, теҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫавӑнтан вара хура халӑхра: «Шуйттан хӑй пултарайман ӗҫе хӗрарӑма хушса ярать», — тесе сӑмах сарӑлнӑ…
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.