Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарса (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Моляков, ҫамрӑк чухнехи пекех пӑлханма пуҫланӑскер, пӗр вырӑнта ларма тӳсӗм ҫитереймерӗ — хӑйӑр сарса такӑрлатнӑ аллейӑпа пӗрмаях калла-малла утӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ун вырӑнне килнӗ ҫамрӑк священник Рекеев ҫинчен суя сӑмахсем сарса ял халӑхне ватӑ ҫынна хирӗҫ тӑратнӑ, ҫавна май Алексей аттен ялтан тухса кайма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Ҫамрӑк Исаев, писатель тата критик, комсомолец ҫулӗнчех ҫӗре кӗнӗскер, хӑйӗн пултарулӑхне ҫителӗклӗ таран сарса ярайман, ҫапах та самана шухӑш-кӑмӑлӗпе пурӑннӑ, халӑхпа парти писательсене мӗн тума хушнине тӗрес ӑнланса ӗҫленӗ, ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӑш-пӗр реакцилле писательсем, этемӗн пурнӑҫри, обществӑри ролӗ пирки киревсӗр шухӑш сарса, пурнӑҫшӑн этем — лӑкӑр-лакӑр ҫеҫ, вӑл ним те тума пултарайман чӗрчун, тесе сӳпӗлтетнӗ пулсан, Иванов, материалистла философин хӑш-пӗр идейисене ӑнланса илнӗскер, урӑхла шухӑшланӑ: эпир пурӑнакан тӗнчере чи вӑйли этем, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хуралтисем пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ те васан хӗрринчи ватӑ юман айне кӑвайт чӗртрӗҫ, чаппанӗсене курӑк ҫине сарса хучӗҫ, урасене тутарла хуҫлатса ларчӗҫ, калаҫу пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун умӗнче, аллисене сарса, ӑна кӗтсе выртаканни, — ама.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗркеллӗ сарнӑ тӗк тӳшек ҫинче, такама кӗтнӗ пек, аллисене ик еннелле сарса, хӗрарӑм ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Халӗ ӗнтӗ ҫывӑрма та юрать», — терӗ те хӳшӗре улӑмран сарса тунӑ вырӑнӗ ҫине лайӑхрах майлашӑнса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусанкка кӳпчек тутине ик еннелле сарса кӑмӑллӑн кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс ҫапла паян ик аллуна ик еннелле сарса тӑма пултараймастӑн! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Шӑхаль.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗтӗк кӗрӗк сарса хунӑ путмар ҫинче — чӗп-чӗрӗ юнлӑ ютенӗ ватӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Окопра ларма ҫемҫе пултӑр тесе, ку вырӑнтан кӑштах аяккарах кайса, курӑк татрӑм та лармалли ҫӗре тирпейлӗ сарса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Сирӗн ҫула кавир сарса хуман.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Елена Максимовна вӗсене кӗтсех тӑнӑ: Санюк валли вырӑн сарса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук ӑна хӑйӗн пиншакне сарса парса вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗлтӗр вырӑнти пуҫару программи пулӑшнипе Кӑшнаруй ялӗнчи Колхоз урамӗ хушшине вакӑ чул сарса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Анчах та ҫула сарса пӗтериччен пурӑнаймарӗ, йывӑр чире пула 1973 ҫулта ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ҫав лаптӑка Павел Прокопьевич Казаковпа Анна Ильинична Базян сарса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

1972-1975 ҫулсенче Сиккасси салин чи вӑрӑм урамне чул сарса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Вӑрӑм шывӗн сулахай енчи урама 1939 ҫулта чул сарса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех