Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӑхтӑр-ха, Соломон Егорович, — самантлӑха чарса тӑратрӑм ӑна.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Уншӑн эпӗ чунсӑр тунката кӑна пултӑм пулӗ — каялла самантлӑха та пулин ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чимха, — самантлӑха чарӑнса тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл, ҫынсене асӑрхаса сасартӑк хӑраса ӳкнӗскер, самантлӑха кукленсех ларчӗ, вӑрӑм хӑлхисене канӑҫсӑррӑн выляткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Илюш кам иккенне пӗлсен кӑна ҫӳхе тутине самантлӑха тенӗ пек йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерчӗ, хӑй ҫав-ҫавах кӑмӑллӑн, ӑшшӑн чӗвӗлтетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Хӑйне самантлӑха та канӑҫ паман вӗри туйӑмсене чӗре варринче вӑл вӑрттӑн, никама систермесӗр усрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Самантлӑха пурте ҫапӑҫу шӑв-шавӗнче ҫухалнӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр самантлӑха иккӗшӗ те чӗнмесӗр ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав пӗр самантлӑха ним хускалмасӑр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав самантлӑха Устина Петровна ҫинчен маннӑ пек пулчӗ, пуҫне урӑх шухӑш пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлелле ҫӗкленӗ ҫурлаллӑ аллине, сулма хӑранӑн, самантлӑха пӗр вырӑнта тытрӗ, унтан, мӗнпур вӑйне пухса Шӑхале мӑйӗнчен ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, самантлӑха ҫеҫ ӑна пӗччен хӑварасчӗ вӗсен!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах самантлӑха ҫеҫ, ҫава каллех каялла васкать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак вырӑнта «чӑштӑр-чӑштӑр чӑштӑртакан хӑмӑшри» тайлӑк-тайлӑк икӗ арҫын калаҫӑвӗ самантлӑха ҫӗрӗк пӗренесем хушшине хӗсӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лена ятлӑ «пирӗшти» хӑш-пӗр арҫыннӑн е каччӑн чун-чӗрине, юрату вучӗ хыптарса, сахал мар ҫунтарчӗ, анчах вӑл хӑйне нихӑҫан та пӗтӗмпех ирӗклӗ хӗрарӑм шутне кӗртмерӗ, нимӗнле «вӑкӑра» та хӑй ҫывӑхне ямарӗ, мӗншӗн тесен Павӑл ун чӗринчен самантлӑха та тухмарӗ, шалти сасси упӑшки умӗнчи яваплӑхӗ ҫинчен асӑрхаттарсах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хуҫалӑхри юсав мастерскойӗнче ӗҫ шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Анчах самантлӑха та кӑтӑшпа алӑ ҫапма юрамасть: выртан каскана шыв сурать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тинех вӑл мухмӑр-сухмӑртан пачах уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, тинех вӑл, самантлӑха ӑншӑртне те ӑша ҫӑтанҫи туса, хӑй ҫине те шеллӗ, ӳпкевлӗ куҫпа пӑхса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑх! — хӑй тӗллӗн чӑхлатса илчӗ ҫак вӑхӑтра виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен пулас филолог Чижиков Андрей, ӑшӗнчен яланах чӗрӗ пурнӑҫ тапса тӑнипе самантлӑха та хӑйне «сӳнме паман кӑвайт».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫурла уйӑхӗнче, ачаранах картӑннӑ, пӗр самантлӑха та тӗксӗм ҫапман «пурнӑҫ маякӗ» еннелле татӑклӑ утӑм турӗ — экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса, тинех пединститута химипе биологи факультетне вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех