Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерсе (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл шӑшисене пӗтермен пулсан, вӗсем ҫитес ҫул тата ытларах ӗрчесе тата виҫ-тӑватӑ тонна тырӑ ҫисе пӗтерсе сиен кӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Палюк мучи те: — Карчӑк, эс ӑнлан-ха, утар ҫеҫ мар, уйри клевер та, тырӑ та хамӑр колхоз пурлӑхӗ, Твиккапа Квикка унти шӑшисене тытса пӗтерсе колхоз пурлӑхне сыхласа хӑварни иксӗмӗрӗн тупрана сыхласа хӑварниех пулать, — тесе ӳкӗтлесен тин килӗшес енне пычӗ Настаҫ кинеми.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ытти кайӑксем пек хурт-кӑпшанкӑна пӗтерсе усӑ тӑвать-и?..

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Кӑткӑсем вӑрмана сиен тӑвакан хурт-кӑпшанкӑсене ҫисе пӗтерсе пысӑк усӑ кӳреҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Тӑшман снарячӗсем пӗтӗм расчета пӗтерсе тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ваҫлипе Петӗр сыпӑласа пӗтерсе Виктор Андреевич патне куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Рабочисем касса пӗтерсе кайрӗҫ те тепӗр эрнесӗр килес ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Маюкпа Ҫинук вырӑнне ӗне сума юлнӑ Галя ӗҫ пӗтерсе кайнӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫынна вӑл ҫунат хушма та, пӗтерсе лартма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Ӗҫ пӗтерсе апат ҫиме кайнӑ пулмалла, — шухӑшларӗ вӑл тӳпенелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Каялла таврӑниччен хӗрсем кӗлте ҫыхса пӗтерсе лагерелле кайнӑ та иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӗсем те колхозниксене тата хӗрӳллӗрех ӗҫлеме, ку таранччен пулнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерсе пыма чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Анне, каҫхи ӗҫсене пӗтерсе, ман пата пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗтӳ яла кӗриччен шӑтӑк чавакансем ӗҫ пӗтерсе таврӑнчӗҫ, витрери шыва куркапа ӑсса ҫӑвӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне кӗпене сапласа пӗтерсе кӗлетум кашти ҫине ҫакрӗ те унтан тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыраш вырса пӗтерсе ҫуртри вырма тытӑнсан, пӗр каҫхине пурте лаҫра яшка ҫисе ларнӑ чух, атте аннерен ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫулла вӑл ытла пӗҫертсе хӑй ӑшшине пӗтерсе пӑрахать, хӗлле валли унӑн ӑшши юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй лашине ана ҫине каялла чуптарнӑ, сӗлле вырса пӗтерсе турттарсах килесшӗн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Григорьевӑн ҫывӑх тусӗ пулна Иванов Дементий, хӑй те салтак хӗсметне пӗтерсе киле таврӑннӑ ҫын, унтер-офицер, Тепте ялне Мерлин исправник пырсан ӑна Григорьев Ваҫук ҫинчен вӑрттӑн элеклесе парать.

Близкий друг Григорьева — Дементий Иванов донес на него, сообщив исправнику Мерлину, что он собирается ехать в Питер к царю с просьбой запретить общественную запашку под магазейный хлеб.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьев Ваҫуках халь вырӑс сӑмахӗсене аран-аран тупкаласа, вӗсене те пулин хуҫкаласа пӗтерсе калаҫать.

Если сейчас Григорьев Васюк еле-еле подбирает русские слова и коверкает их безбожно,

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех