Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫламӑшӗнче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Уйӑх пуҫламӑшӗнче ҫак тӗрӗслевсем пуҫланнӑ, паянхи кун вӗсем пыраҫҫӗ.

«Эти проверки начались в начале месяца, и на сегодняшний день они продолжаются.

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Март уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мария Михайловна Прохорова 80 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Иван Яковлев ҫине тӑрса ӗҫленине кура 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш интеллигенцийӗ аталанма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Пӗлтӗрхи сентябрь пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ҫӗрле ҫеҫ мар, кӑнтӑрла та илемлӗ тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Пӗлтӗрхи сентябрь пуҫламӑшӗнче каҫхи ҫанталӑк илемлӗ тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Шӑпах пилӗк ҫул каялла, июль пуҫламӑшӗнче, эпир — атте, пичче тата эпӗ — вӑрмана тухса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Огаревӑн маларахри философилле лирики ытларах романтикӑлла пулнӑ пулсан, 40-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче поэт крепостла ял пурнӑҫӗ пирки чӑн-чӑн реализмла произведенисем ҫырма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

1941 ҫул пуҫламӑшӗнче вӗсен чаҫне ҫӗршывӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ чиккине, Бессарабие куҫарса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пурташран анатарах юхан шыва ҫырансене шӑварма вӑхӑтлӑх пӗвеленӗ-мӗн, анчах авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра пӗвене татса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Декабрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкара кайсан Аркаш патне больницӑна кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Апрель пуҫламӑшӗнче редакцие Аркашран ҫыру персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Колхозра уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсен октябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче туй тӑвӑпӑр», — сӑмах татрӗҫ вӗсем, анчах ӗҫ-пуҫ урӑхларах пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ноябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, тавралӑха кӑчӑр ҫӳхе юр шуратсан, пире виҫсӗмӗре тырӑ йышӑнакан пункт кантурне — директор пӳлӗмне — чӗнтерчӗҫ те хӗрсе кайнӑ урпана (ҫав тырӑ улмури пысӑкӑш икӗ купаччӗ) склада куҫарма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Казахстан ҫӗрӗ маншӑн хурланса йӗчӗ тейӗн — октябрь пуҫламӑшӗнче эрнене яхӑн ҫумӑр куҫҫуль пек шӑпӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Август пуҫламӑшӗнче вунӑ куна яхӑн ҫумӑр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче амӑшӗ чирленӗ пирки Ира эрнене яхӑн тӑван ялӗнче пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Эрне пуҫламӑшӗнче тахҫанхи туссемпе тӗл пулни ҫӗнӗ майсем уҫса пурӗ.

Встреча со старыми друзьями в первой половине недели откроет перед вами новые перспективы.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Яланхиллех, кашни эрне пуҫламӑшӗнче кадетсемпе ирттерекен линейкӑра пулнӑ вӑл, «Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу» урокӗнче «Тӗнчере Раҫҫей» темӑна ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе пӗрле уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

2023 ҫул пуҫламӑшӗнче асӑннӑ федераци программипе Карӑклӑ, Вӑрӑмпуҫ, Ямаш, Вӑтакас Кипеч, Катек, Ӑвӑспӳрт Кипеч тата Вӑтапуҫ шкулӗсенче капиталлӑ юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%88%d0% ... %d0%b0cce/

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче анне ывӑлне ҫар операцийӗнчен иккӗмӗш хут кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех