Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑнса (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тахҫан ҫак пӳлӗмре Ивановпа Пазухин, Павловпа Шупуҫҫынни пухӑнса ларнӑ, халӗ эпӗ, вӗсене лайӑх пӗлнӗ ҫын, суранланса пӗтнӗ салтак, выртатӑп…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каҫсерен шкул стурӑшӗ Чалтун Иванӗ коридорта кӑмака хутса яратчӗ те, эпир ун тавра пухӑнса лараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Пуху мар пуль-ҫке кунта е ҫынсем ахаль талпас ҫапма пухӑнса ларнӑ-ши?» — шухӑшларӗ те Пазухин Кӗсле Матви хӑш тӗлерех пурӑнни ҫинчен камран та пулин ыйтса пӗлес терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑшри темӗнле хӑват туртнипе, туссем поэт тавра пухӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунта пуринчен ытларах тӑваттӑн пухӑнса ларма юратаҫҫӗ: Силпи чӑвашӗ Константин Иванов, Шупашкар енчи Шупуҫ ҫынни Николай Васильев, Ҫӗрпӳ патӗнчи Патӑръел каччи Федор Павлов, Аслӑ Арапуҫ таврашӗ Петр Пазухин.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

…Вӗсем шкул картишӗнчи ватӑ хурамасем айӗнче пӗрле уҫӑлса ҫӳреме е Константин Ивановӑн пӳлӗмӗнче пухӑнса ларма юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эпир кӗҫӗр, хамӑр хӗр-туссем пухӑнса, пӗчӗк уяв пекки тӑвас тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унта ман сурӑхсемпе путеккисем пурте пӗр ҫӗре пухӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӗрарӑмсем хӗлле пурте пӗрле пухӑнса чӑпта ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чӗннӗ пеккисем пухӑнса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Тепӗр ҫур сехетрен, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн, каллех ҫӗмӗрт айӗнчи сӗтел тавра пухӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Аптранӑ енне, рабочисем ҫав сӗнӳпе килӗшеҫҫӗ те чӑн та йышлӑн пухӑнса Надеждинский приискри халӑх ҫурчӗ патне каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Йӑли-йӗрки хушнӑ пек, хутран-ситрен, хурӑнташ-тӑванӗсемпе, кӳрши-аршисемпе пӗрле пухӑнса, ӗҫки-ҫикине ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче иртекен культура мероприятине пухӑнса поэтсем иртнӗ ҫула пӗтӗмлетӗҫ, хӑйсен сӑввисене вулӗҫ.

На культурном мероприятии, которое пройдет в Национальной библиотеке Чувашской Республики, поэты подведут итоги ушедшего года, а также прочтут свои стихи.

Литература ёлкинче чи лайӑх поэта палӑртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33911.html

Община пухӑвне хальчченхи карма ҫӑварсемех пухӑнса ирттерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑл патӗнче, вӑл шухӑшланӑ пекех, пӗр ушкӑн хӗрарӑм пухӑнса тӑнӑ та халапа ҫаптараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ак, паян та Енел ҫӗр общинине кӗрекен сакӑр ялтан аннӑ сакӑр уполномоченнӑй, чи малтанах пӗтӗм улӑха урлӑ та, тӑрӑх та ҫӳресе, утӑ ӑҫта мӗнле ӳснине сӑнаса тухрӗҫ те, пурте пӗр ҫӗре пухӑнса, кашни ҫаран пахалӑхне хакласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Темиҫен пухӑнса, алӑранах илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашниех ӑна хӑй куҫӗпе курма ӗмӗтленсе, Ҫтаппансем тавра ҫапса хӗстернӗ пек пухӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чиркӗвӗн хурал пӳрчӗ патне ҫулланнӑ арҫынсем пухӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех