Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмасть (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, пулмасть.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тутар АССР НКВД Следстви управленийӗн пуҫлӑхне Дорфман подполковника мӑшӑрне «халӑх тӑшманӗ» тесе сасартӑках арестленӗ хыҫҫӑн ырӑ хӗрсемпе ӳсӗрле аскӑнланса ҫӳренӗшӗн — «за аморальное поведение» нумай пулмасть званине чакарса Мускавран Хусана куҫарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумаях пулмасть упӑшкин, Макарӑн «вилнӗ хутне» илнӗ хыҫҫӑн вӑл пилӗк ачипе тӑлӑха юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кӗҫӗн Йӑмраллӑра мӗнпурӗ ҫӗр ҫурт та пулмасть, ҫавах Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вун виҫӗ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ, — Нюҫҫа ку инкеке хӑйӗнни пекех йышӑнни паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пулмасть ун пек!

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑйлӑ ҫапнипе, Тур ан хуштӑр, минтер ҫурӑлса кайсан, тӗкӗсем саланса вӗҫсен ҫамрӑксен телей пулмасть имӗш.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та вилмелле хӑрушӑ ҫавраҫил те вӗҫсӗр пулмасть, ҫак пылчӑклӑ элек те ялӑн тусанлӑ урамӗсем тӑрӑх тӑраниччен ҫаврӑнса ҫӳрерӗ те вӑйсӑрланса чакса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Килнӗ пулсан тӗтӗм ҫулӑмсӑр пулмасть ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахальтен мар вӑл нумаях пулмасть хӗр ҫинчен ӗмӗтленсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумаях пулмасть Ваҫилен чи ҫывӑх тантӑшӗ малтанхи ачине ҫуратнӑ вӑхӑтра вилсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумаях та пулмасть, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, икӗ тимӗрҫӗ — Ванюшпа Мишшук, арӑмӗсемпе пӗрле ялӑн престол праҫникне — кунти чиркӳ ятне панӑ ҫветтуй Герман кунне паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каламасӑр никама ҫакӑн пек мыскарана чӑтса пулмасть каплалла!

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Таяпа Энтринчи Елена Петрова (нумаях пулмасть ӑна округри ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен тытӑмне ертсе пыма шаннӑ), Аслӑ Елчӗкри Валентина Вастулова, Энтепери Эльвира Артемьева — чӑн-чӑн ырӑ чун-чӗреллӗ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Нумаях пулмасть Политовсем «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗ пуҫарнипе «Ӑрусен вӑййисем» республикӑри ҫемье фестивальне хутшӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Хулан халӑха турттаракан транспорт управленийӗн автобуссен паркӗ пур, нумай пулмасть тӑтӑш ҫӳрекен автобус маршручӗсене уҫнӑ.

Управление общественного транспорта располагает парком автобусов и недавно ввело регулярные автобусные маршруты.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

— Хӑй хальлӗн ним те пулмасть пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нумаях та пулмасть пӗр палестина ялне кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

- Нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай салин Советская урамӗнче «Стройресурс» ТЯО 1100 метр тӑршшӗ тӑсӑлакан автоҫула туса пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Тӗрлӗ климат, ӳсентӑрансем те тӗрлӗрен пулнӑ пирки тӑпра та пур ҫӗрте те пӗр пек пулмасть.

При разном климате и разной растительности образуется различная почва.

Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Нумаях та пулмасть ун вырӑнӗнче сап-сарӑ хир ҫеҫ выртатчӗ, халӗ унта пит аван ҫуртсенче нефть тупнӑ ҫӗрте ӗҫлекен темиҫе пин рабочи пурӑнать.

Еще недавно на его месте была голая степь, а теперь здесь, в прекрасных зданиях, живут тысячи рабочих-нефтяников.

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех