Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пач сăмах пирĕн базăра пур.
пач (тĕпĕ: пач) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак ӗнтӗ кӳлленчӗкӗн ум енче машина кустӑрмисем те курӑнчӗҫ, сасартӑк хӑй, машина, куҫӑм хӑвӑртлӑхне шалтах ҫухатса, пач чарӑнса ларчӗ, мӗкӗрчӗ, кисренчӗ, хыҫалти кустӑрмисем, бензин шӑршиллӗ хура тӗтӗмпе пӗрле кӗселеннӗ шӗвек лачрашкана, наркӑмӑшлӑ хура тӑхлана пулеметран тӑрӑлтаттарнӑ пек хыҫалалла пӗрӗхтерсе, паклаттарса «сурса», арҫури алхасуланса ҫавӑрттарнӑн пушшӑн ҫеҫ ҫаврӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку мыскарана чиперех чӑтса ирттеретчӗ пулӗ-ха мучи, пач кӗтмен-шутламан ӗҫ сиксе тухман пулсан.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Брак пулнишӗн ытларах Гаврилов пӑшӑрханчӗ пулас, вӑл пач калаҫми пулчӗ, куҫне мастертан тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ревлен Петрович! — мастер патне контролер пырса тӑчӗ, — ӗҫ тухӑҫлӑхӗшӗн хыпса-ҫунса пахалӑх пирки пач манса кайрӑр пулас эсир.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ҫакӑн пек сар хӗвеллӗ сарӑ кун пуҫланнӑ чух сарӑ хӗре кичеммӗн утни пач та килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пек фильмсем пач палламан ҫынсенех пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатса ютшӑнми тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Виҫҫӗмӗш класрах унӑн вӗренӳри тӑрӑшулӑхӗ пач ҫухалчӗ, хӑй «3» тата «2» шайне анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пӗр сӑмах чӗнмесӗр, пӗр-пӗрне пач палламан ют ҫынсем пек тухрӗҫ вӗсем урама.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Лисук кинемей вара пач пӗччен.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена ӑна тем пек хӑйне сыхлама хушать, ирсерен тӑрса май килнӗ таран ӑна-кӑна тӑвать, ҫавах амӑшӗ пач ӗҫсӗр ларма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫул юппинче вӗсем — хӗрсем те, Ванюк та пач чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кун пек ыйту лартни пач тӗрӗс мар:

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

Инкек пач кӗтмен енчен килсе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем урайӗнче ҫаппа-ҫарамас выртаҫҫӗ, хӑйсем вара хунар ҫути хыҫӗнчи Петӗре пач курмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах пач ҫухалса каймарӗ вӑл, кайри пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ пӗчӗккисене иккӗшне икӗ аллине илчӗ те, темиҫе утӑм каялла чакса, ачисене хӑй ҫине хурса, малти пӳрт алӑкне картласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ юлашки вӑхӑтра ниҫта та тухманччӗ, ку хушӑра ялта мӗн-мӗн пулса иртнине те пач пӗлменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун умне сӑнӗ-пуҫӗ юлман, пач шурса кайнӑ Петӗр пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анне пач ухмаха тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килтех пулсан, часах ҫитме кирлӗ, — терӗ те учитель, сассине пач улӑштарса, ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шухӑшӗпе пӗр тӗрлӗ вӑл, ӗҫӗпе пач урӑхла.

Куҫарса пулӑш

Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех