Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патнелле сăмах пирĕн базăра пур.
патнелле (тĕпĕ: патнелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗксӗрех вокзал ҫывӑхӗнчи ҫуртсем патнелле кайса ҫимелли туянма шут тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ачасем йӑлӑхса ҫитеҫҫӗ те каллех панулми йывӑҫҫи патнелле пырса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Финанс министерстви шутласа пӑхнӑ: ҫак ҫӑмӑллӑхпа 20 пин ҫын патнелле усӑ урма пултарӗ, ҫавна май бюджетӑн тухса ӳкекен тупӑшӗ ҫулталӑкра 28,3 миллион тенкӗпе танлашӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Уйри хураман та, тураттисем такам кӳрентернӗн, ҫӗр патнелле туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗрарӑм сак ҫинчи икӗ сумкине йӑтса васкамасӑр ҫула тухма хатӗр автобус патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ытти ҫичӗ-сакӑр хӗрарӑм, вутӑ пушатма пулса, лав хыҫҫӑн ферма ҫурчӗ патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӑл куҫҫулӗ юхтарса ял хапхинчен аякра мар ларакан пушӑ пӳрт патнелле утрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫул малалла Петров урамӗпе тӗп пасар патнелле выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина тӑчӗ, алӑк патнелле васкарӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл тӑчӗ те Миша патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пур, — терӗ вӑл саксем хушшипе президиум сӗтелӗ патнелле утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тен, ҫӗнӗ роман патнелле туртӑнма пуҫлатӑр.Савӑк кӑмӑл-туйӑм илес тесе сывлӑх пирки те ан манӑр.

Возможно, вас потянет на приключения, новый роман. В стремлении получить яркие впечатления не забывайте о своём здоровье.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Архентов ун патнелле йӑпӑртатса пырать.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Крахъян (Ҫеркуш патнелле ыткӑнса).

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ҫич-сакӑр ҫулхи арҫын ача кӗнеке патнелле кармашать-кармашать, анчах алли ҫитеймест, кӗнекене илеймест.

Куҫарса пулӑш

Тавҫӑрулӑх // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 35–36 с.

Ҫакна илтсен, ман питӗм вутпа тӗртнӗ пек пӗҫерсе кайрӗ, сылтӑм алӑ хӑй тӗллӗнех пуҫ ҫинчи шлепке патнелле ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

— Ануш кумма, эсӗ илтнӗ-и-ха? — шыв ӑсма хатӗрленнӗ хӗрарӑма хӑй патнелле туртрӗ вӑл ҫаннинчен.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Мылов малалла мӗн каланине эпӗ илтсе юлаймарӑм, ман сылтӑм хӑлха патнелле хайхи Ухтеринов хӑйӗн ҫӳхе тутине тӑсрӗ те: — Ха, мӗн хӑтланать Петр Матвеевич, мур илесшӗ, кунӗн-ҫӗрӗн Семен Сергеевич хӳттинче рехетленсе пурӑнать те епле мухтать ӑна, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Темиҫе утӑмран тин пурте хӑй вырӑнне ларчӗ, вара васкасах сцена ҫинчи сӗтел патнелле ҫывхарчӗ ҫын, секретарӗн хӑйӗн еннелле тӑснӑ аллине тытса чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Курах кайрӗ, вӗсем патнелле Захаров, хром аттипе туратсене шатӑртаттарса, пит васкавлӑн вашлаттарса килет.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех