Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫук вӗт, пурнӑҫӑн хурапа шуррине пӗтӗм енлӗн тутанса пӑхнӑ хӗрарӑмӑн ӗмӗр ватӑлми, тӳсӗмлӗ чӗринче халӗ те сӳнмен кӑвар тӗлкӗшкелесе илет.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Сурансенчен юн юхрӗ, ура тупанӗсем кӑвар ҫинчи пек тӗлкӗшсе тӑчӗҫ.Раны кровоточили, подошвы ног горели, точно на горячих углях.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах столовӑя аркатни, мамалыгӑна кӑвар ҫине тӳнтерсе яни…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл уҫӑ сывлӑша тарӑннӑн сывласа илчӗ, ҫав самантра вара Виктора Ваня юлташ кӑкӑрӗнче ҫунса тӑракан кӑвар кӗҫ-вӗҫ ҫулӑмпа ҫунма тытӑнас пек, халлӗхе хуллен пӑшӑлтатса тухакан сасси сасартӑк хаяр аслати пек янӑраса каяс пек туйӑнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унӑн куҫӗсем кӑвар пек йӑлтӑртатса ҫиҫрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Апла епле эсӗ, ҫын аллипе кӑвар туртасшӑн.
Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.
Пӗтӗм ӑшчике, кӑвар тултарнӑ пек, тем ҫунтарать, ал-ура шӑлтӑрах кайнӑ, пуҫ кӑна мар, ҫӳҫ пӗрчисем те ыратаҫҫӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл яштака пӳллӗ, тӗреклӗ хул пуҫҫиллӗ, йӑмӑх хура ҫӳҫӗ кӑштах кӑтраланса тӑрать, хура куҫӗсем кӑвар пек ялкӑшаҫҫӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Борис аллинчи кӑранташ кӑшт чӗтретчӗ, анчах хӑй питӗ лӑпкӑ сӑнлӑччӗ, хура куҫӗсем кӑна хӗр ҫине йӑпӑрт пӑхса илнӗ чух кӗл айӗнче тӗлкӗшекен кӑвар пек хыпа-хыпа илетчӗҫ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫӳҫне шакла кастарнӑ; хӑй питӗ ырхан, пичӗ шап-шурӑ, пӗр пӗрчӗ хӗрлӗ тӗс юлман; путса кӗнӗ пысӑк куҫӗсем, питӗ хытӑ асапланакан ҫын куҫӗсем, кӑвар пек ҫунса тӑраҫҫӗ; тен, ыратнипе пӗрмай ҫыртнӑран пуль, тути кӑшт хӗрлӗрех, тӑртаннӑ пекрех курӑнать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хура ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, кӑшт хӗсӗкрех хура куҫӗсем кӑвар пек ялкӑшса тӑраҫҫӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Инҫете кайнӑ хӗвел ҫути, кӑвар тӗслӗ пулнӑскер, пӗлӗте, вӑрманти йывӑҫсен тӑррине хӗрлӗ тӗспе пӗветрӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Чӑш! турӗ кӑвар, вара пирусран кӑвак тӗтӗм йӑтӑнса тухрӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
— Ма вутпа кӑвар пулас мар унӑн.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эккей, хӗр сан, Сантӑр, вутпа кӑвар! — ашшӗ умӗнче ырласа илчӗ Анука Ҫтаппан.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫул урлӑ, куҫӗсене кӑвар пек ялкӑштарса, ҫӗрлехи тӑмана таҫталла вӗҫсе кайрӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӳрне тӑршшӗ мӑйӑхӗ хулӑн тута хӗррисем тавра авӑнса аялалла усӑннӑ, хура куҫӗсем кӑвар пек йӑлкӑшаҫҫӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑвар чӗреллӗ пулма хушнӑ эс пире.
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
Ӗнер кӑна ҫуртлӑ-йӗрлӗ пулнӑ ҫынсем кӑвар купипе тӑрса юлчӗҫ.
Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.
Вучахра, хуран айӗнче, хӗрлӗ кӑвар пур, вӑл лаҫ ӑшчиккине ҫутатать.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.