Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫнӑ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн вӗрентекенӗ, хавхалантараканӗ пирки Кирук Уйкас учителӗнчен ыйтса пӗлчӗ: Пазухин Муркаш шкулне ӗҫлеме куҫнӑ иккен, ку еннелле килсе ҫӳреймест…

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Великие Луки патӗнче пысӑк ҫапӑҫусем пулнӑ, пирӗннисем малалла куҫнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Совет ҫарӗ нимӗҫсене малалла аркатса пырать, Мускав облаҫне пӗтӗмпех тӑшмантан тасатнӑ, хӑш-пӗр вырӑнта пирӗн чаҫсем тӑватӑ ҫӗр ҫухрӑм таран анӑҫалла куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Атте купӑс калатчӗ, анне юрлама юратнӑ. Атте хӑй те юрра ӑстаччӗ. Мана та ҫынсене савӑнтарасси вӗсенчен куҫнӑ пуль», — аса илет Надежда Петровна.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Ял Совечӗ Ларионов ҫуртне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров ас тунӑ тӑрӑх, 1909 ҫулта Раҫҫейри ҫур миллион ытла хресчен ҫемйи ҫав хуторсене пурӑнма куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, кооператива патшалӑх енчен те чылай тӗрев куҫнӑ, федераци тата республика хыснисенчен субсиди мелӗпе 18,2 млн тенкӗ куҫарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

— Ҫук, вырӑс чӗлхине вӑл арабсенчен куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан Хирпуҫ шкулӗнче ӗҫленӗ, унтан Вӑрнара куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Тӗрӗс тунӑ чӑвашсем, Тукай та тӗрӗс тунӑ — вырӑссем енне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кала ӗнтӗ тӳрех: хамӑр енне куҫнӑ чӑвашсемпе ҫармӑссене ҫаратма тытӑнмалла пулать те.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрекеҫӗсен кӑмӑлне пулатӑр Ту енчи мӑрсасене хирӗҫ сӗтел хушшине Хусана иличченех вырӑссем енне куҫнӑ Камай мӑрсапа Юнкӑ тӑрӑхӗнче хаким пулнӑ Бурнашӑн аслӑ ывӑлӗ Енибек кӗрсе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавал хӗррине куҫнӑ хыҫҫӑн Тукай таврари ҫынсем валли ҫӗнӗ япала шутласа кӑларчӗ — кантӑрпа курӑс хутнӑшӑн тата пулӑ тытнӑшӑн кашни ялтан хырҫӑ пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акӑ итле, Михайло Иванович, ман пата службӑна куҫнӑ Хусан княҫӗсем кунта ҫӗнӗ хула тунӑ ҫӗрте юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑй ухмахланса вырӑссем енне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лайӑх тӑватӑр, хӑвӑр енне куҫнӑ халӑха салука хурса илсе каятӑр! — йӗкӗлтерӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи ҫӗр-шыв вырӑссем енне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл санэпидстанцие ӗҫлеме куҫнӑ хыҫҫӑн тӑтӑшах ялсем тӑрӑх ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫнӑ, кайран - каялла.

Тем временем он переехал из муниципальной собственности в республиканскую, а затем — обратно.

Кинотеатра юсама укҫа уйӑрӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33497.html

Телее, Венгрире тав тума пӗлекен чылай ҫын пурӑнать, вӗсем - концлагерьсенчен ирӗке кӑларнӑ еврейсем, 1945 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар енне хӑйсен ирӗкӗпе куҫнӑ венгр-салтак-ветерансем, фашистсене хирӗҫ кӗрешнӗ организацисен хастарӗсем.

К счастью, в Венгрии живёт достаточно людей с чувством благодарности - потомки евреев, спасённых из концлагерей, ветераны из числа тысяч венгерских военных, перешедших в 1945 г. на сторону Красной армии, участники антифашистских организаций.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех