Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗтреленет улӑх, пӑсланать Йӗршшӳ, Ирхи тӑрин юрри кӳрет килӗшӳ…

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӑл куҫӗнчи тӑрӑ шыв Ирхи ҫилпе йӗрленет, Ҫӑлтан юхсан тухан шыв Хумханать те тӳрленет.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Иккӗмӗш хутӗнче снарядсем, ирхи сывлӑша ҫурса, пирӗн урлӑ ӳлесе иртрӗҫ те хыҫри вӑрмана ӳксе чӗтретрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн Кирукпа Федя наҫилкке тума тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ирхи ҫанталӑк тӗлӗнмелле лӑпкӑ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Таврана ирхи шуҫӑм ҫути ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ирхи тӗтре сирӗлсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паҫук савӑнса кайрӗ: ӗҫ каплах пырсан, ирхи апата пулӑ яшки пулать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук ӑна сисмест мар, сисет, анчах ун шухӑшӗ паян ирхи тӗлӗк ҫине кайнӑ, ҫав тӗлӗкпех аташса пырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ирхи сывлӑш сулхӑнрах.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ирхи шапасем, ҫыран хӗрне тухса ларнӑскерсем, Кирук ҫывхарнӑ май йӑлт та ялт кӳлле сиксе чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл вӑраннӑ тӗле ачасем валли радиопа шӑпах ирхи юмах калаҫҫӗ ӗнтӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Ирхи апата эпир арӑмпа иксӗмӗр пӗр сӗтел хушшинех ларса ҫирӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Манӑн ыран ирхи сменӑна ӗҫе тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

— Тӗлӗкре усал-тӗселпе ҫапӑҫмарӑн пуль, пит кӑшкӑрашса-тапкалашса выртрӑн, — тӑрӑхлать арӑм, ирхи апат хатӗрлекенскер.

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Икӗ талӑк ҫут тӗнче курман Хӗлӗх Хӗлипӗ шӑтӑкран аран-аран тапаҫланса тухрӗ, ирхи хӗвеле курсан, йӗпӗлл кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Курӑк ҫинчи ирхи сывлӑмпа хӗвел ҫути вылять.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӳпе ирхи «шур сухалсенчен», «ҫӑм таткисенчен» тӗппипех тасалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Людмила Магаев «ҫырӑвне» икӗ хут вуласа тухрӗ, тӗлӗннипе ирхи сывлӑмпа ҫӑвӑннӑ, пиҫсе ҫитнӗ слива пек хӑмӑр куҫӗсем, ҫап-ҫавракаланса хытса, иленкӗсӗрленсе, шултра шӑрҫанах ҫаврӑнчӗҫ, тейӗн, тимлӗхе путнӑ ҫуткам сӑн-питне хура кӗр тӗксӗмӗ хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех