Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртме (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пайҫа сана пулӑшӗ тутар хуралҫисем урлӑ иртме.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӗрарӑм варӗнче ҫитӗнсе ҫитнӗ ачана ҫуратмасӑр тӑма май ҫук пекех, чӗре варринче калӑпланнӑ произведение те хут ҫине ӳкермесӗр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Хӑнасене вӑл тараватлӑн малти пӳлӗме иртме чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ним те калаймӑн, чее Сахиб-Гирей, курӑр тет ӗнтӗ вӑл, эпӗ сирӗн кӑмӑлтан иртме шутламастӑп, халӑхри ӗҫсене, патшалӑх ыйтӑвӗсене йӑлтах эсир хӑвӑр татса паратӑр, эпӗ, аллах ирӗкӗпе ҫакӑнта килнӗскер, эсир хушнине туса пыраканӗ анчах.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Воеводӑсем ҫӗр пинлӗ ҫар пухнӑччӗ, Магмет-Эминь ку ҫара Муромран иртме те памарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман хам йӑмӑк туйне кӗме юрать-и, Урасмет? — малалла иртме тӑчӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрте пӗр сассӑр Нухрат кӗчӗ, Урасмета курсан сӑн-питрен тӗксӗмленсе часрах тӗпелти пӳлӗме иртме васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл Павӑла ал пачӗ те пӳлӗме иртме чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня ашшӗне тӗпелелле иртме чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Александр Федорович вӗт ку! — сӗтел хушшинче ларакансем еннелле кӑтартрӗ Павлуш Тимуша, маларах иртме тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сӑмаххисене пӗлсех каяймастпӑр-ха, — терӗ Шестипалова, Костьӑна тӗпелелле иртме чӗнсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Турӑ ҫырнинчен иртме ҫук, теҫҫӗ-ҫке, Марье аппа.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Слонсем Петропавловски урампа анаҫҫӗ, ҫула пӳлсе лартнӑ ниҫтан иртме май ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вырсарникун Проломнӑй урамра халӑх яланах тулли, анчах паян Щетинкин номерӗсем тӗлӗнче иртме те ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗ сӑмахӗнчен иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ман шӑпи ҫапла пулӗ: атте-аннерен иртме ман вӑй ҫитес ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Панине, тата, сыпмасӑр-ҫимесӗр иртме ҫук: халӑх кӳренме пултарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫлесчӗ вырӑн панӑ чух — хуҫинчен иртме шут тытнӑ!..

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӑх каларӑшӗнчен иртме ҫук: табакне пӗрлех турт та укҫине уйрӑм шутла, теҫҫӗ вырӑссем.

Не миновать народных высказываний: покури табак вместе и деньги считай отдельно, как говорят русские.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫулӗ вӑрман ҫулӗ пек мар, сарлака, харӑсах виҫӗ-тӑватӑ машина иртме пултармалла.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех