Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлернӗ (тĕпĕ: вӗлер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӗлернӗ ӗнтӗ вӑл ӑна…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем леснике ҫапса пӑрахнӑ, ҫын сӑн-сӑпатне ҫухатнӑскерсем, тискерленсе кайса, ӑна пуртӑпа касса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Леснике вӗлернӗ, ӑна эсир пытарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ивановпа Алексеев, ӳсӗрскерсем, ӑна рычакпа пуҫран ҫапнӑ, унтан йывӑр суранланнӑ леснике пуртӑ ҫивӗчӗшӗпе пуҫран каснӑ, тискеррӗн вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Паян эпир вӑрман хуҫалӑхӗн 1-мӗш лесничествинчи 8-мӗш обходри Михайлов Тимофей Михайлович леснике вӗлернӗ пирки ӗҫ пӑхса тухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫынна киле кӗртнӗшӗн Вӑл ӑна вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ӗлӗк пулнӑ пӗр патша, Йыта вӑл усранӑ, Ҫынна килне кӗртнӗшӗн Вӑл ӑна вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Пӗрне вӗлернӗ, тепӗрне амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сайхалӑха утӑ ҫине хӑпарса тӑраниччен йӗтӗм, Захара вӗлернӗ ҫынна тавӑрма тупа турӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Паллах, кунашкал пӗлтерӳсене пуҫтарса яни вӗлернӗ е аманнӑ рабочисен ҫемйисене пӗр пуслӑх пулӑшу та паман.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

«Приискра вӗлернӗ Герасимов хыҫҫӑн акӑ камсем юлнӑ: ашшӗ 63 ҫулта, Ащеринӑ ялӗнче пурӑнать, амӑшӗ — Екатерина Васильевна Герасимова 59 ҫулта, йӑмӑкӗ — Мария 18 ҫулта, иккӗшӗ те Улатӑр хулинче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Энӗшкасси ялӗнче Ҫтаппан ятлӑ этем пӗрре чышсах Михха урхамахне вӗлернӗ текен хыпар вулӑсӗпех сарӑлнӑ пулсан та, ӗненекенсем сахалччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн куҫӗ умӗнче амӑшне вӑхӑтсӑр вӗлернӗ, пурнӑҫне тӗп тунӑ сехметӗн хула пек кил-ҫурчӗ ахӑрса ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан шутпа, ху вӗлернӗ урхамахпа йытӑ, ҫапса ҫӗмӗрнӗ хапха, шӑтӑрнак, ҫенӗк тата чӳречесем ним хака та тӑмаҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанпа Макҫӑм Хура кӗпер патӗнче ҫын вӗлернӗ

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара вӑрланӑ лашине, вӗлернӗ ӗнипе пӑрӑвне аса илчӗ те ҫӗнӗрен урса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман шутпа, мӗн те пулин парса вӗлернӗ вӗсене, — терӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун чухне эсир вӑрӑ-хураха вӗлернӗ тенине кам ӗненӗ?

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна вӗлернӗ.

Как выяснили служащие в погонах, мужчина был убит.

Ҫынна вӗлернӗ ҫамрӑксене тытса чарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33794.html

Ҫавӑнта пӑрахнӑ ҫынна выҫӑ йӗкехӳресем чӗрӗллех кӑшласа-ҫисе вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех