Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйран (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тукай хӑйӗн тӗкӗрҫисене ертсе анаталла ҫул тытрӗ, ун хыҫҫӑн каҫа хирӗҫ вӑрманта пӗччен юлас марччӗ тесе Сарри те пар лашине пӗтӗм вӑйран хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑйран тайӑлнӑ ҫӳллӗ арҫын патак ҫине тӗрӗнсе пӗр-икӗ кун пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет те халтан кайса каллех вырӑн ҫине кайса выртать, вара ик-виҫӗ эрне пуҫне те ҫӗклеймест.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ ӑна улан умӗнчех мӗн пур вӑйран урапа тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта эс! — кӑшкӑрчӗ вӑл пӗтӗм вӑйран.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черет мана ҫитсен пиччесене лашапа епле маттур ҫӳреме пултарнине кӑтартасшӑн пултӑм, ҫавӑнпа Воронока мӗн пур вӑйран хӑвалама пуҫларӑм, анчах вӑл вите патӗнчен каясшӑн пулмарӗ, эп ӑна темӗн чул ҫаптарсан та сиккипе чуптараймарӑм, вӑл утса пынӑ чухнех каялла ҫаврӑнма хӑтланчӗ.

Когда пришёл мой черёд, я хотел удивить братьев и показать им, как я хорошо езжу, — стал погонять Воронка изо всех сил, но Воронок не хотел идти от конюшни. И сколько я ни колотил его, он не хотел скакать, а шёл шагом и то всё заворачивал назад.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Татах мӗн те пулин ун хӑлхине кӗрет, мулкач мӗн пур вӑйран айккинелле сирпӗнет, малтанхи йӗртен пӑрӑнса каять.

Ещё услышит что-нибудь — и со всего размаха прыгнет в сторону и поскачет прочь от прежнего следа.

Мулкачсем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 38–39 с.

Ахах Иванӗ, йӑлтах вӑйран ӳкнӗскер, япалисене пуҫ айне хучӗ те часах ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил сасартӑк вӑйран ӳкрӗ, йӑмшакланнӑн туйрӗ хӑйне, тамбурти сивӗ стена ҫумне тӗршӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ундрицов, унчченех ӳслӗкне аптӑранӑскер, йӑлтах вӑйран ӳкрӗ: хӗресле ҫуна ҫинчен тӑрса утайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл хӑйӗн миххисенче хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ та пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрать:

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ытла тӑрук вӑйран ӳкрӗн, — тесе, ывӑлӗн ура пӳрнисене тытса пӑхрӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗлме ҫук: ашшӗ вӑйран ӳксе пыни юлашки уйӑхсенче пит палӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗ вӑйран ӳксе сак ҫине ларсан, Елюк хӑйрӗ калама:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чахотка чирӗ ҫулран-ҫул вӑйран ӳкерсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине аппа та кӑҫалхи ҫул час-часах вӑйран ӳкнипе аптӑра пуҫларӗ, вар-хырӑм ыратнипе больницӑна ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак шухӑшӑн пулма пултарайми тискер сӑмахӗсенчен мӗн пур вӑйран йӗрӗнсе, сехӗрленсе, вӗсен сивлев тапӑнӑвне тӗлкӗшме пикеннӗ пусмана чиксе хунӑн таптаса Джесси куҫӗсене хупрӗ, хӑлхисене хупларӗ те йынӑша-йынӑша кравать ҫине лаштах выртрӗ; ҫав шухӑш сӑмахсене ан ҫаврӑнтӑр тесе ӑсне мӗн килнӗ ҫавна чӗтре-чӗтре мӑкӑртатать…

Всей силой ужаса и отвращения к невозможным, диким словам этой мысли, отталкивая их мрачный напор, подобно тому, как затаптывают вспыхнувшую ткань, Джесси закрыла глаза, заткнула уши и со стоном повалилась ничком на кровать, судорожно бормоча первое, что приходило на ум, лишь бы та мысль не повернулась словами.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унтан пӗтӗм вӑйран шӑнкӑрав ҫине пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпир карап хӑвӑртлӑхне мӗн пур вӑйран ӳстересшӗн; шухӑш, сӑнарлаври ҫырана темиҫе хутчен кайса килнӗскер, вӑраххӑн шӑвакан ӳте кӑмӑлсӑррӑн таврӑнма тивӗҫлӗ.

Существо наше усиливается придать скорость кораблю; мысль, множество раз побывав на воображаемом берегу, должна неохотно возвращаться в медлительно ползущее тело.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пурте хускалайми тенӗ пек вӑйран ӳкрӗҫ.

Все были измучены до крайности.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Ав ҫав сукмакпа васкавлӑн ут, анчах май пултарнӑ таран хӑвӑртрах, — мӗн пур вӑйран хыпаланнӑ евӗр, питне хупла, ҫаврӑнса ан пӑх; ҫул ҫине тухсан сылтӑмалла пӑрӑн — Сигнал Хирӗ еннелле.

— Иди быстрым шагом по той тропинке, так скоро, как можешь, будто торопишься изо всех сил, держи лицо прикрытым и не оглядывайся; выйдя на дорогу, поверни вправо, к Сигнальному Пустырю.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех