Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑках мар сухалӗ кӑвак унӑн, шӗвӗр — савӑл пек, пичӗ-куҫӗ вӑрт-варт хускалать, улшӑнсах тӑрать: пӗрре шӳтле, ҫынтан мӑшкӑлланӑ пек курӑнать, кӗҫех кулма пӑрахать вӑл, вара унӑн сенкер, вичкӗн те ӑслӑ куҫӗсем хӑй калаҫакан ҫын ҫине уҫҫӑн та тӳррӗн пӑхаҫҫӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
— Кӳршӗн шухӑшӗсем мӗнлине кам пӗлме пултарать вара? — куҫӗсене сиввӗн чарса, вичкӗн баспа калать старик.— А кто может знать, какие у соседа мысли? — строго округляя глаза, говорит старик веским баском.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Беранжене вуласан, манӑн ним чарусӑр савӑнас, ашкӑнас пур ҫынсене те чӑрсӑр, вичкӗн сӑмахсем калас килекен пулса карӗ, эпӗ вара, кӗске срокрах, ҫав енчен пит те ӑнӑҫтарма пултартӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн, ҫап-ҫутӑ чӳречесен форточкисем витӗр, уҫӑ сывлӑшалла темле ӑраснарах йышши шӑршӑсем тухаҫҫӗ, эпӗ пӗлмен урӑхла пурӑнӑҫ ҫинчен систерекен, паллашман вичкӗн шӑршӑсем тухаҫҫӗ; чӳрече умӗнче шӑршлакаласа итлесе: ку мӗнле пурӑнӑҫ-ши, ку ҫуртра мӗнле ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-ши? тесе чухлакаласа тӑратӑн.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кун каҫа ӑшӑнса ҫитнӗ хӑйӑртан темле вичкӗн шӑршӑ кӗрет, пуринчен ытларах бойнӑсен тутлӑрах, ҫулӑ шӑрши — юн шӑршийӗ сисӗнет; тир ӑстисем пурӑнакан картишӗсенчен тата тир йӳҫҫин сӑмсана ҫуракан тӑварла шӑршийӗ кӗрет.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ахаль те вӑйлӑскер, вӑл халь пушшех те вӑйлӑрах пек туйӑнать, унӑн вичкӗн куҫӗсем, тӗттӗм пулин те, кашни пӗчӗк хӑрушлӑха кураҫҫӗ.Его огромная сила, казалось, удвоилась, а зоркие глаза даже в темноте замечали малейшую опасность.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Терезия хӑни тем тери хавассӑн кулать пулин те, пограничникӑн вичкӗн куҫӗ ҫав ҫын сӑн-пичӗ ҫав тери тимлӗ пулнине асӑрхарӗ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Витязь пултарулӑхне пурне те: унӑн хӑюлӑхне те тӳсӗмлӗхне те, ют ҫын аллинчи апата илмесӗр пӑрӑнса каяссине те, ют ҫынсене кураймасӑр тӑрассине те шӑрша пите лайӑх пӗлессине те, ҫав тери вичкӗн илтессине те, пусма тӑрӑх хӑпарассине те хӳме урлӑ сикессине те, хӑй хуҫине пӑхӑнса тӑрассине те – веҫех, пӗтӗмӗшпех ҫын вӗрентнипе тунӑ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫакӑн пек каланине, паллах, ҫав тери вичкӗн хӑлхаллӑ йытӑ ҫеҫ илтме пултарать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унӑн вичкӗн хӑлхи сӗм ҫӗрлехи сас-чӗвсене питех те тӗрӗс илтет.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларкӑн вичкӗн хӑлхи ҫынсем хуллен утса килнине сисрӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑйӗн вичкӗн хӗҫне ҫакрӗ те вӗҫтерчӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Манӑн хӑлхасем питӗ вичкӗн.
45 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ҫав вӑхӑтрах эпӗ Репин темле тӗлӗнмелле, питӗ вичкӗн пӑхнине асӑрхатӑп.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн сарӑ куҫӗсем малтанхи пекех хӑюллӑ та вичкӗн пулса кайрӗҫ, сасси те ӗлӗкхи пекех никама пӑхӑнмалла мар, тӑрӑхламалларах янӑраса кайрӗ.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн ҫивӗч, ҫаврӑнӑҫуллӑ, вичкӗн ӑсӗ ҫак сӑн-пите пӗрмай ҫутатса тӑрать те, вӑл хитре мар пулсан та ӑна кӑмӑллӑ туса хурать.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кӗскен кастарнӑ ҫӳҫе самаях кӑвакарнӑ ӗнтӗ, кӗске мӑйӑхӗсем айӗнчи тутине пӑчӑртанӑ вӑл, пенсне кантӑкӗсем хыҫӗнче — вичкӗн куҫсем.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кӑшт-кашт туракаларӗ-и-туракалаймарӗ-и — лачӑрт тутарчӗ вичкӗн ҫӗҫӗ хӗрача пӳрнине.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ир-кӳлӗм, кӗтӗве клевер ҫине хуса тухнӑ чух (шӑнтсан, колхоз ҫулсеренех ӗнесене кунта хуса тухать ҫитерме, мӗн юр ӳкичченех вӗсене ҫавӑн валли ятарласа тунӑ ҫурма ӑшӑ хуралтӑсенче пурӑнтарать) — уяртаслаччӗ, вичкӗн ҫил кастара-кастара вӗретчӗ, пӗлӗтсене, ӗнер анчах йӗс ывӑс пек курӑнакан хӗвеле паян та часрах курӑнтарма, хӑяматалла татти-сипписӗр хӑвалатчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вичкӗн сивӗ ҫил.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.