Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ваттисем асӑннине хам илтнӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Сӑран атӑ тӑхӑнма тӑхӑн та, анчах ҫӑпатуна кӑларса ан ывӑт, тенӗ ваттисем.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ахальтен мар пуль авал ваттисем: «Виҫӗ качака сӑвакан патне ултӑ ӗне сӑвакан кӗвелӗк ыйтма пынӑ», — тенӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
«Ӗҫ пурнӑҫ тытать, ӗҫ телей кӳрет», тенӗ ваттисем.
Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/
Ӗлӗк ваттисем ҫамрӑксене туйра пилленӗ самантра: «Юман пек ҫирӗп, вӑрман пек пуян пулӑр», — тенӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Ахальтен каламан ваттисем: «Пӗччен сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кулӗ тӑвать».
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Ахальтен каламан ваттисем: «Инкек пӗччен ҫӳремест».
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Ваттисем вырӑнне ачисем, хӑшӗсен мӑнукӗсем хутшӑна пуҫларӗҫ кӑҫал.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ку вӑл ваттисем пӗрре персе икӗ мулкач тытнӑ тенӗ пекех пулчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Пуху хыҫҫӑн кино пулать тенӗрен ҫамрӑксем нумай пынӑ, ваттисем те туллиех.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ахальтен каламан ҫав ваттисем, «кӗрхи ҫанталӑк кӗтӗк ӑслӑ» тесе.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ир вӑраннӑ текерлӗкӗн пырӗ те ытларах йӗпенет, тенӗ ваттисем.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Ваттисем тӗрӗс каланӑ: авланнӑ чух куҫпа ан суйла, хӑлхупа суйла, тенӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
— Ашӗ пулсан кукӑль тӑвӑттӑм та, ашӗ ҫукки пӗтерет тенӗ ваттисем.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ир автакан куккукӑн пуҫӗ ӳксе ҫурӑлнӑ теҫҫӗ ваттисем.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗмӗр сакки сарлака текенччӗ ваттисем.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӑмӑлланнӑ чухне хӗрарӑмӑн хӑрах ури тупӑкра тенӗ ваттисем».
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуянӑн тӳшекки йӗплӗ тенӗ ваттисем!
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав ирхинех Сантӑрсем патне Плаки вӗҫтерсе ҫитрӗ те: — Хаклӑ йысна… Эсӗ те, аппа… Ырӑ хыпар илсе килекене ваттисем парне пама хушнӑ. Эпӗ сирӗн пата ырӑ хыпар илсе килтӗм. Эсир мана мӗн парнелеме шутлатӑр? — терӗ халавлӑн.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Пӳлӗхҫӗ ҫырлахтӑр, ҫӑкӑр-тӑвартан аслӑ пулма хушман ваттисем, — Терӗ те Ҫтаппан, ҫӗлӗкне хывса хурса, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.