Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ват ҫынна урапа ҫине хурса та (юрать-ха тислӗк йӗрӗсем курӑнмаҫҫӗ!) тӗксе тухма пулать!
Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213
Ял ячӗ тахҫанах ҫухалнӑ ӗнтӗ, вӑл ят ват ҫынсен халапӗсенче кӑна юлнӑскер пулнӑ (хӑйӗн суя ятне те ҫавӑнтанах илнӗ ӗнтӗ автор) — анчах Шупуҫҫынни, истори юхӑмӗнче вӑл ан ҫухалтӑр тесе, унпа поэмӑра усӑ курнӑ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Ват ҫынна шанма йывӑр.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Эп хам та ват аттепе аннене пӑрахсах хулана килес ҫукчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ҫав вӑхӑтра куҫ умне ват хусах ҫакланчӗ те, ӑна качча тухрӑм.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Ват хӗрарӑма ҫапла мӑшкӑллаҫҫӗ те вӗсем!
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пирӗн ачасене йыттисемпе туллатарса вӗлерет, ват ҫынсене вак касса шыва яртарать.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӗнен мана, ват ҫынна.
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫамрӑксем Укапи карчӑк элекне те, ват хӗрарӑмсем мӑкӑртатнине те илтмӗш пулчӗҫ.
Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пурсӑра та ват ҫын пилӗ…
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ват ҫынна апла териех кӳрентермелле марччӗ!
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӗртрӗ те ӳкерчӗ ват ҫынна, тем-тем каласа пӗтерчӗ.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Юлашкинчен тата тустарнипе кӑна мар, Карлай ват ҫынна чышса ӳкерсе-мӑшкӑлласа хӑварчӗ…
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Ну, Ишмук, халиччен ниҫта та аптӑраманччӗ, — тетӗп хама хам, — атя, шухӑшла, пуҫна ват, туп мӗскер те пулин, атту ҫут тӗнчере текех ҫӳреймӗн».
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Леш ват хӗр кайран, хуҫа майри пулсан, унӑн пӗтӗм пурлӑхне тытса илчӗ, тӑруках мӑнтӑрланма, иртен пуҫласа каҫчен ҫиме тытӑнчӗ.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ват хӗр апла каланине илтсенех евчӗ ячӗ.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пыра-киле хайхи ман хуҫа мӗнле арӑм шыранине пӗр ват хӗр илтнӗ те ӑна качча кайма шутланӑ.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Таҫта кайса пытарнӑ эс ӑна, ват кӑркка ами! — тискеррӗн ятлаҫма тытӑнчӗ Карлай.
Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Мӗн итлесе тӑран ӑна — ват курака!
Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хӑшпӗр чух эс мана тем чул хура-шур курнӑ ват ҫын пекех туйӑнан.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.