Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тёма ун ҫине пӑхса ларать, Ивановӑн сывлӑшра сулкаланса тӑракан хӗрелсе кайнӑ пӗчӗк атти ҫине пӑхать вӑл; кӑшт ҫеҫ курӑнса тӑракан, хуралса ларнӑ, лӗкӗпе витӗннӗ унӑн формӑллӑ ҫухи ҫине пӑхать, Ивановӑн ҫутӑлса тӑракан ырӑ куҫне курать; ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй Иванова юратнине туять, ҫав тери юратать вӑл ӑна, ҫак чухӑн тумланнӑ пӗчӗк ачана, ҫав тери шеллет.
Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл корвет ҫине ларнӑ чухне ун ҫийӗнчи плат арки сирӗлсе кайрӗ те шалпар шалаварӗ, атти, качака тирӗнчен ҫӑмне шалалла туса ҫӗлетнӗ, тулаш енне пурҫӑнпа тӗрленӗ куртки курӑнчӗ.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Систерсе калани питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулин те, ҫав систерӳре темӗн кӳренмелли, хисепе хуманни пуррине Воропаев чухласа илнӗ, Романенко шинелӗпе танлаштарсан, унӑн шинелӗ питӗ япӑх, пӗртен пӗр атти те питӗ кивӗ, колхоз парнеленӗ протезӗ те ҫав тери кӑнттам.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Лерелле, хӗвеланӑҫнелле Украина тӑсӑлать — вӑл юнпа ҫулӑм ӑшӗнче, унӑн юррисене ҫӑвартан тухичченех пӑчӑртаса лапчӑтса лартнӑ, унӑн кӑкрине нимӗҫӗн атти ҫуркаласа пӗтернӗ, ӑна таптаса, сурса, сӑнчӑрласа лартнӑ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫил темиҫе самантлӑха лӑплансан, вара пӳрт хыҫӗнчи часовой пӗр виҫеллӗн, йывӑррӑн утни, унӑн атти айӗнче юр кӑчӑртатни илтӗнчӗ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шӑнса хытнӑ юр ҫине юхакан юн вӑл — Олёна Костюкӑн уринчен юхман, вӑл — нимӗҫсен чышкисене пула, нимӗҫсен атти айӗнче, нимӗҫ хурахӗсен пусмӑрӗ айӗнче пӗтӗм ял юн юхтарни пулнӑ.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Барак алӑкӗ ҫывӑхӗнчех салтак атти тӑпӑртатни илтӗнсе кайрӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл хӑйне хӑй тыткалани, унӑн типтерлӗ гимнастерки, хытӑ туртса ҫыхнӑ сарлака чӗн пиҫиххийӗ, симӗс шӑлаварӗ, тап-тасах тасатнӑ йӑлтӑртатакан атти, салтаксенни евӗрлӗ кӗске каснӑ ҫырӑ ҫӳҫӗ тата пӑчӑртаса тытнӑ тути хӗрринчи ҫавӑн пекех кӗске каснӑ мӑйӑхӗ, юлашкинчен тата ҫирӗп сасси — ҫаксенче пуринче те командӑсем пама хӑнӑхнӑ ҫыннӑн ҫирӗплӗхӗ палӑрать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унӑн приютра панӑ атти пӗтӗм урама янӑратнӑ пек туйӑннӑ.Ему казалось, что его приютские тяжелые сапоги стучат на всю улицу.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Премер-министр атти кӗллисем ҫинче вашт ҫаврӑнса илнӗ те тухса кайнӑ…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Тепри, ҫӳлли, сигара кӗлӗ тӗслӗ вӑрӑм мӑйӑхлӑскер, хура пустав сӑхманпа кӗске салтак атти тӑхӑннӑскер, вакунтан тухакан ҫынсем ҫине лӑпкӑн пӑхкаласа ларать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Амӑшӗн куҫне унӑн ҫап-ҫутӑ тасатнӑ атти курӑнса кайрӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӳссе ҫитнӗ арҫынсем айӑкӗ ҫумне хӗҫ ҫакса, атти ҫине шпор тӑхӑнса килсе кӗреҫҫӗ те пур ҫӗрте те ухтараҫҫӗ.Придут взрослые мужчины с саблями на боку, со шпорами на сапогах и роются везде.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Этем тиртен ҫӗленӗ курткине вӑраххӑн кӑна хыврӗ, пӗр урине ҫӗклесе атти ҫинчи юра ҫӗлӗкӗпе ҫапса тасатрӗ, унтан тепӗр урине силлерӗ, вара, вӑрӑм урисем ҫинче сулкаланса, тӗпелелле иртрӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ку ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, хитрех мар, анчах ҫирӗп сӑн-питлӗ ҫамрӑк ҫын пулнӑ, унӑн тумтирӗ те, атти те тусанлӑ пулнӑ, ҫак кун ӑна нумай утма тивнӗ пулас.
XXVIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Халӗ ун ҫинче шурӑ кӗпе те, тухса килес умӗн хулара илнӗ хӗрлӗ пиҫиххи те, тикӗтленӗ ҫӳллӗ кунчаллӑ атти те, пиртен ҫӗленӗ хӑмӑр шӑлаварӗ те пулман.
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Атти, унӑн телейне, тултах, крыльца ҫинче, ларнӑ-мӗн.Сапог, стоявший, к счастью, во дворе, у волгушовского крыльца.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Часах Волгушовсем телеграмма илчӗҫ, ӑна Серьга пач кӗтмен ҫӗртен, хӑйӗн ҫӑм атти ӑшӗнчен тупрӗ.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫитменнине, атти те унӑн ылтӑн шыракансен пек ӗне тирӗнчен шӑнӑрпа ҫӗлени мар, ахаль кӑвак брезент атӑ ҫеҫ, вӑл ниепле те унӑн урине ӑшӑтаймасть.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Атте пӗр урине тепри ҫине хуҫлатса хунӑ; хӑрах атти унӑн ҫӑварне карнӑ, унтан икӗ пӳрни тухса тӑрать, вӑл вӗсене выляткаласа илет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.