Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Темиҫе сăмах пирĕн базăра пур.
Темиҫе (тĕпĕ: темиҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Шэньян делегацийӗшӗн Пушкӑртстана килсе кайни тухӑҫлӑ пулчӗ, ӗҫлӗ калаҫу хыҫҫӑн темиҫе килӗшӳ турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Китай делегацийӗ Пушкӑртстанри «Алексеевский» совхоз ӗҫӗпе паллашнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... hn-3806715

III степеньлӗ Сталин премийӗ (1951) — бародатчикпа пусӑма йышӑнакан системӑна хатӗрлеме хутшӑннӑшӑн (ҫӑмӑлрах виҫеллӗ РДС изделийӗсене тата темиҫе зарядлӑ конструкцие хатӗрлесе ҫитернӗшӗн премисене тивӗҫнӗ ҫынсен шутӗнче; СССР СМ 4964-2148сс/оп № (06.12.1951) Постановленипе килӗшӳллӗн панӑ Сталин премийӗсемпе паллашӑр).

Сталинская премия III степени (1951) — за участие в разработке бародатчика и системы приема давления (в числе лиц, удостоенных премий за разработку конструкции изделий РДС с уменьшенным весом и разработку конструкции с составным зарядом; см. Сталинские премии по Постановлению СМ СССР № 4964-2148сс/оп (06.12.1951)).

Михайлов Лазарь Андреевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B8%D ... 0%B8%D1%87

1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче 550-мӗш стрелоксен полкӗн 550 миллиметрлӑ миномет расчёчӗн командирӗ Александр Табаков сержант Кенигсберг хули таврашӗнче тата хулара хӑйӗн расчечӗпе пӗрле тӑшманӑн темиҫе туппине, минометсемпе автомашинӑсене, тӑхӑр пулемет йӑвине тата гитлеровецсене нумай пӗтернӗ.

7-8 апреля 1945 года командир миномётного расчета 120-миллиметрового миномёта 550-го стрелкового полка сержант Александр Табаков на подступах к городу Кенигсбергу и в самом городе со своим расчётом уничтожил несколько орудий, миномётов и автомашин с военными грузами, девять пулемётных гнёзд и много гитлеровцев.

Табаков Александр Порфирьевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Ял пӗчӗккӗ пулсан сӗрен ачисем пӗр ушкӑнпа ҫӳренӗ, аслӑ пулсан – темиҫе ушкӑна пайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456

Пӗр харӑсах темиҫе бригада ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнӑ кунӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3814591

Вӗсем юрланӑ «Саврӑм сире, юратрӑм сире» юрӑ темиҫе саспа, вӑйлӑ янӑрарӗ, итлекенсен чӗрине малтанхи самантранах тыткӑна илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнче чӑваш юррин уявӗ иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... tr-3811318

«Молчание — золото» тенине пӗлеймен-ха эп ун чух, тепӗр темиҫе кунтан шкула ҫӳрекен пир хутаҫа чӳлмеке лартрӑм, ҫиеле пӗр-ик кӗнеке хутӑм та яла аппасем патне ҫул тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Тополь ҫинче темиҫе ҫул ҫакӑнса тӑнӑ шӑнкӑрч вӗлли те ҫӗр ҫине персе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Хветӗр кукка ашшӗне, сакӑр вуннӑ тултарнӑ Ларивана, ял ҫинче вӑрӑ Лариван тенине темиҫе те илтнӗ эп.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Икӗ-виҫӗ кун пурӑнма пултарать ҫамрӑк организм, темиҫе кун чӑтаять.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Ашшӗпе амӑшӗ, темиҫе студент тухтӑрсем хӑрушӑ хыпар пӗлтерессе кӗтсе ларатчӗҫ коридорта.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Занятисем хыҫҫӑн килелле таврӑннӑ чух Саша ларса пыракан машинӑна тепри айккинчен хытӑ пырса ҫапнӑ та темиҫе ҫынна амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Саша амӑшӗ ҫӗр улми ӑшаланӑ, темиҫе тӗслӗ кӑлпасси, сыр, пулӑ касса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Темиҫе кунранах тӑвайккине ҫунашкапа ярӑнма тухнӑ ачасен ярӑнни те пулмарӗ, килӗсене кайичченех вӑйӑран хӑпаймарӗҫ, пылак кучченеҫсене те тутанса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Темиҫе сехетрен амӑшӗпе ачине лав ҫине вырттарса яла илсе каять Хӗлип пичче, каҫ тӗттӗмӗ аниччен юлашки паромпа каялла вӑрмана таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Темиҫе утӑм ҫеҫ юлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

«Темиҫе хут ан калаттар!

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Темиҫе хут та ҫапла асӑрхаттарчӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Калаҫнӑ май, сӑмах йӗркине хама кирлӗ пек темӗн тӗрлӗ те ҫавӑркаласа, пӗр-пӗр япала ҫинчен темиҫе хут ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Пӗлсе, ӑнӑҫлӑ сиплеме тытӑнсан та, ӗҫӗ темиҫе уйӑха тӑсӑлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех