Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахӗсене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарас сӑмахӗсене Мишша хӑлхана та чикмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Анчах юлташӗсем Ишмукӑн ку сӑмахӗсене илтмерӗҫ, вӗсем самантрах ыйха путрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эп — ирӗклӗ ҫарҫынни! — сӑмахӗсене тата-тата хирӗҫ хуравларӗ ирҫе.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл хуллен кӗлӗ сӑмахӗсене кала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйпутӑн юлашки сӑмахӗсене илтсессӗн, Савантер кӑшт лӑпланчӗ, йӗркеллӗрех калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисем ырӑ сӑмахӗсене хӑйсен ӑшӗнче ӗнереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрӑ сӑмахӗсене пурте ярса илчӗҫ: ваттисем те, ача-пӑча та:

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чарӑнӑр-ха, чарӑнӑр! — хӑйӑлти сассипе вӑйӗ ҫитнӗ таран кӑшкӑрчӗ вӑл, — эсӗ пултӑн-и, ачам, патька-патша утаманӗ, — терӗ сӑмахӗсене чӑмла-чӑмла Укаслу патнех пырса.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аманнӑ йӗкӗтен юлашки сӑмахӗсене илтсен, Укаслу вӑл аташать пуль терӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслашшӗ сӑмахӗсене аса илни ӑна тупсӑмне тупма пулӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ шӑп та лӑп ҫав хушӑра аллипе пӗр ывӑҫ тӑпра ҫатӑрласа тытрӗ те ҫӑварне пӗтӗрсе чикрӗ, ӑна чӑмласа ҫисе ячӗ те, пур вӑйне пухса, ют ҫын ҫине чир яракан асам сӑмахӗсене кала пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗн юлашки сӑмахӗсене илтсессӗн никам та чӗнмерӗ, пурте шухӑша кайнӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслашшӗн ҫак сӑмахӗсене вӑл час-часах аса илет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн усал сӑмахӗсене илтсессӗн савӑнса кӑшкӑрашакансем тӳрех шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу унӑн юлашки сӑмахӗсене илтеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ асаттен вилес умӗнхи сӑмахӗсене халӗ те асрах тытатӑп-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Санюк сӑмахӗсене Кирук итлерӗ те кӑшт шухӑша кайса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑвай муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов тӗлпулусенче тухса калаҫнисен сӑмахӗсене пӗтӗмлетнӗ, контроле илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Кӳршин сӑмахӗсене илтсе, мухмӑрлӑ Павӑлӑн хӑйӗн те пырӗ йӑкӑрр турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Сашӑпа Валерьян, пӗр-пӗрин куҫне кӗрсе, темле ыйтӑва шайласа, пӑшӑл-пӑшӑл сӑмахӗсене вӑшт — вашт сыпса илчӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн Саша пуҫне каялла ялт! ывӑтса илчӗ те ярт! сиксе тӑчӗ, вара ҫыран хӗрринчен татах шаларах, аяккарах, кайса, ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех