Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паян сăмах пирĕн базăра пур.
Паян (тĕпĕ: паян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хуҫалӑх министерствинчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, паян республикӑра пӗчӗк хуҫалӑхсене 4 енлӗ пулӑшу килет.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑр вуннӑмӗш ҫулӗсенче аркатса юхӑнтарнӑ ял хуҫалӑхӗ паян ура ҫине ҫирӗп тӑма пуҫланине курас килсен, Пуянкасси ял территорийӗн уйрӑмне кайса пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Паян иртнӗ тапхӑрти ырӑ ӗҫсене малалла тӑсаканӗ, ҫӗнӗ проектсене анлӑ ҫул параканӗ Юрий Карпов.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

«Владимир Владимирович Украинӑри хальхи лару-тӑру ҫинчен пӗлтерме хатӗрленнӗччӗ - ку, паллах, тӗп ыйту. Пирӗн президент паян пирӗн ҫӗршывра хӑрушсӑрлӑха ҫирӗплетес тӗлӗшпе, пирӗн кӑнтӑр чикӗре пулса иртекен тенденцисене, ҫавӑн пекех Балтика тата Польша ҫӗршывӗсем пирӗн хӗвеланӑҫ чиккинче хӑйсене мӗнле тытнипе ҫыхӑннӑ юлашки событисем ҫинчен каласа парать», - пӗлтернӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лукашенкопа Путин Минскра Украинӑри хирӗҫӗве сӳтсе явӗҫ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... av-3781568

Паян организацире Раҫҫей Федерацийӗн 53 субъекчӗн регионти уйрӑмӗсем шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ // Екатерина ЗАХАРОВА. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3781584

Вӗсенчен пӗринпе — Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Ираида Алексеевӑпа паян хаҫат вулаканӗсене паллаштарас килет.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Вунпӗр ҫул хушши класа урока йыхравланӑ шӑнкӑрав паян вӗсемшӗн юлашки хут янӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки хут шӑнкӑрав янӑрать // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d1%8e%d0%b ... %82%d1%8c/

Паян 11-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн — чи кӗтнӗ кун.

Куҫарса пулӑш

Юлашки хут шӑнкӑрав янӑрать // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d1%8e%d0%b ... %82%d1%8c/

Паян пысӑк хаваспа ӗҫлерӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Паян эрне кун, вырсарни кун тӗлнелле илетӗр укҫӑра…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Эх, паян киле ҫитеймесен ҫухатаҫҫӗ мана, пуҫӗпех ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

— Вӑл паян кӑнтӑрла ҫитсенех нӑйкӑшма, урамалла туртӑнма тытӑнчӗ, — терӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Паян та татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

— Вӑт ҫанталӑк паян!

Куҫарса пулӑш

Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.

— Ха, паян самаях сивӗ иккен, — терӗ Павлик.

Куҫарса пулӑш

Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.

Маму сан, каҫтака ами пек, ир-ирех ҫухӑрса ҫӳрерӗ паян: Вова-а, Вова-а…

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кам та кам паян сан ҫумна пырса сӗртӗнет — ҫавӑнне янахне хамах саваласа яма пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Паян унӑн Мами ӗҫрен пач кӗтмен чух, яланхи пек мар ир килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Алли ытла сивӗ ун паян.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пысӑккисем те ун пек тарличчен ӗҫленӗ пулсан, «Пӗсмӗлле» каларӑш, паян хире тислӗк чы-ылай ытларах тухмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех