Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мишша (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мишша кукаҫ ман пата ҫывӑхарах куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мишша кукаҫ каланине Тимофей Михайловичпа Володя нимӗн шарламасӑр итлесе ларчӗҫ, пӳлмерӗҫ ӑна, чӑрмантармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара каллех ман ҫумма кулкаласа пырса ларчӗ те: — Савӑнтартӑр-ҫке паян эсир пире. Ах, ытла та ырӑ ӗҫпе, ырӑ хыпарпа килнӗ эсир! Эх, мӗншӗн эпӗ пӗр ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫул каярах ҫуралман-ши?! Халӗ Мускава лекнӗ пулӑттӑм! — терӗ, Мишша кукаҫӑн кӑмӑлӗ татах уҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анфис аппапа Володя пуху ҫинчен ыйтсан, Мишша кукаҫ вӗсене вӑл мӗнле иртни ҫинчен тӗплӗнрех каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мишша кукаҫ хыҫҫӑн унӑн тӗрӗс, ӑслӑ шухӑшӗсене ҫирӗплетсе, нумайӑн тӑрса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мишша кукаҫ чӑтса лараймарӗ, ҫӳллӗскерӗн алли таҫтанах курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Питӗ тӗрӗс сӗнӳ, пурте каяр, эпӗ хаваспах килӗшетӗп, — терӗм, Мишша кукаҫ ман шухӑша пӗлсен татах савӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ман сӑмахсем Мишша кукаҫа вӑй хушрӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мишша кукаҫ ҫакна илтсен йӑпӑр-япӑр ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Калӑр-ха, ывӑлӑм, эсир мӗнле ӗҫпе килнӗччӗ? — ыйтрӗ манран Мишша кукаҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мишша кукаҫ пуҫламан ҫӑкӑр илсе килчӗ те, ӑна хӑй пуҫласа, илемлӗ, хитре татӑксем касса, турилкке ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аллине вӗҫертмесӗрех: — Мана Мишша кукаҫ тейӗр. Хама кукаҫ тенине питӗ юрататӑп. Хам ӗмӗрте пӗр хӗрача ҫуралчӗ, анчах выҫлӑх ҫул… Ҫапла, нумай вилчӗҫ ҫав. Эпӗ те пӗртен-пӗр хӗрӗмрен уйрӑлтӑм. Ҫавӑнпа ятран кукаҫ тесе чӗнекен ҫук. Асатте текенсем пур-ха, уншӑн савӑнатӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мишша кукаҫ сасӑсӑр йӗчӗ, вӑйсӑрланнӑскер, чӗркуҫленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑна илтсен, кӗске самантрах килӗсене пӗр ҫын юлмиччен пӗтӗм ял халӑхӗ Мишша кукаҫ ҫурчӗ еннелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир вара Мишша кукаҫ ҫурчӗ еннелле утрӑмӑр, Тимофей Михайловича хӑмачпа сӑртарнӑ тупӑка вырттарнӑ, шурӑ пирпе витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Манӑн эс, Мишша!

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Ҫимӗҫӗсене тиеме склада вӗҫтерчӗ пулӗ-ха ку Мишша, кайса пулӑшас, хӑвӑртрах тухса каймалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Анчах ҫак енпе ӗҫлеймен: пиччӗшӗ фронта кайсан килӗнче сывмар амӑшӗпе вун иккӗри йӑмӑкӗ ҫеҫ тӑрса юлнипе (ашшӗ ултӑ ҫул каярах вилнӗ) Мишша вӗсене пӑхма яла таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ялавӑрти вӑтам шкулта 1941 ҫулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Мишша хӑйсен ялне пынӑ топографсемпе пӗрле шутлавҫӑ пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Машукпа Мишша пирки те, асту, асӑрхаттарнӑ сана.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех