Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрхи шӑматкун питӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнӑ.

Осенний субботний день выдался очень тёплым и солнечным.

Кӗрхи шӑматкун питӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3454134

Ҫавна май мӗн пур кӗрхи ӗҫсене (кӗрхи ҫӗртме сухи тӑвассинчен пуҫласа хирсенче сапаланса выртакан тюксене фермӑсен ҫывӑхне турттарасси таран) пысӑк тӑрӑшулӑхпа пурнӑҫлать ҫӗр ӗҫченӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

Кӗрхи ҫӗртме сухине 17177 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ (73 процент).

Куҫарса пулӑш

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

Халӗ те ҫулӗсене пӑхмасӑр, ертӳҫӗсем ыйтнипе ҫурхи тата кӗрхи ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хуҫалӑха пулӑшма тухать.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Сентябрӗн 16-мӗшӗнче районта кӗрхи ҫӑмӑл атлетика «Нацисен Кросӗ-2023» иртнӗ.

Сегодня 16 сентября состоялся традиционный осенний легкоатлетический «Кросс Наций - 2023».

Пишпӳлекре "Нацисен Кросӗ-2023" иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... tn-3442662

Ҫапла ҫӗр иртсе кайрӗ, унтан, кӗрхи сивӗ хӗвел тухсан, вӗсем пӗчӗк сквертан тапӑр пулса тӑнине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр эрне чашлаттарса тӑчӗ кӗрхи сивӗ ҫумӑр.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗрхи каҫ тем пекех кичем пулин те, Васса кӑмӑлӗ ырӑ, хаваслӑ, илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗрхи ылтӑн вӑрманта ҫулҫӑ шӑласси ҫамрӑксемшӗн чӑннипех те уяв.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗнчере хитре япаласем нумай пуль те, кӗрхи пилешрен хитререххи урӑх пур-ши, ҫук-ши?

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ялта кӗрхи тивлетпе юрӑ-кӗвӗ янӑраса кайӗ, хуткупӑсне туртса ярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сентябрь уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра кӗрхи ҫӗртмене 600 ытла гектар ҫинче тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

Ҫумӑрсем пуҫланиччен 920 гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫине кӗрхи культурӑсем акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

Ара, ун чухне патша куланайӗ, тӗрлӗ хырҫи-марҫи кӗрхи ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех капланса килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кӗрхи культурӑсене, тӗпрен илсен, акса ҫитернӗпе пӗрех, вӗсен лаптӑкӗсем кӑҫал Канаш тӑрӑхӗнче планпа ултӑ пин гектара яхӑн йышӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/08/66098/

Кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӗҫленнӗ, хирсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Вӗсем августӑн 31-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн гектар ҫине кӗрхи культурӑсем акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӗҫленнӗ, хирсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Ҫак кӗрхи пӗрремӗш кун учительсемпе вӗренекенсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫлаҫҫӗ, библиотека ӗҫченӗсемшӗн сентябрӗн 1-мӗшӗнче мероприятисем ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑнӑ.

В этот первый осенний день учителя и ученики начинают новый учебный год, а для сотрудников библиотек проведение мероприятий 1 сентября стало доброй традицией.

Ситекпуҫӗнчи библиотекӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3416390

Министр каланӑ тӑрӑх, халӗ рапс, горчица, йӗтӗн вырасси тата кӗрхи культурӑсене акасси пырать.

По словам министра, сейчас идет уборка рапса, горчицы и льна и сев озимых культур.

Аграрисем Пушкӑртра 2,25 миллион тонна тырӑ пухнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... hn-3410774

Вӑл шутран 1739 гектар кӗрхи тулӑ, 237 гектар ыраш, 287 гектар ҫурхи тулӑ, 3255 гектар урпа, 713 гектар сӗлӗ, 45 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳлмесем тырӑпа тулаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d0%bf%d3%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех