Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫӑлакан металл кӑчӑртатать, марсиансен кайӑкла сасси чӗвӗл-чӗвӗл, капмар ҫунат сывлӑшалла кӑштах ҫӗкленсе чалӑшрӗ те арканнӑ карап айӗнчен упаленсе тухакансем ҫине шаплатса ӳкрӗ.

Раздался треск ломающегося металла, птичьи крики марсиан, огромное крыло мотнулось по воздуху и пришлёпнуло уползавших из-под обломков.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось пуҫӗ ҫинчи шлем пуля лекнипе сирпӗнсе ӳкрӗ.

Пулей сорвало шлем с головы Лося.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось шнура туртрӗ те — ҫав самантрах тӗкӗр патӗнчен каялла сиксе ӳкрӗ: унта, хунарсен хӗрлӗрех ялтӑравӗнче, тӗтӗм палкамӗ вӗҫет, ҫулӑм сирпӗнет-ҫиҫет, хӗлхемсем сывлӑша каса-каса ҫиҫкӗнеҫҫӗ…

Дёрнул за шнур, и сейчас же грохотом отшвырнуло его от зеркала: там в красноватом сиянии фонарей, летели клубы дыма, чиркали огненные вспышки, искры.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл тӳрех лап ӳкрӗ, куҫӗсем чарӑлнӑ.

Она сразу откинулась, вытаращилась.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Эпӗ тӗлӗк куртӑм: тӳпе уҫӑлчӗ те ҫӑлтӑр ӳкрӗ.

«Я видел сон, раскрылось небо и упала звезда.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унтан ӳпне кайса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Бортсенчен темиҫе пусма ӳкрӗ те — карап халӗ вӗсенчен тӗревленчӗ.

С бортов откинулись лесенки, и корабль сел на них.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эрешмен ҫӳлелле сиксе илчӗ те ҫаврӑнса ӳпне ӳкрӗ.

Паук высоко подскочил и упал, перевернувшись.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев ӑна тымарӗнчен тапрӗ те, — ах, пакӑҫ, кактус хуҫӑлса ӳкрӗ, йӗпписем хӑйӑртан тӑрӑнчӗҫ.

Гусев пхнул сапогом ему под корень, — ах, погань, — кактус повалился, вонзая в песок колючки.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хыттӑн ҫапӑннӑран вӑл стена ҫинелле ывӑтӑнчӗ те ҫаврӑнса ӳкрӗ.

Сильным толчком его кинуло на стену, перевернуло.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Янах айӗ ӳкрӗ.

Упал подбородок.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сасартӑк темӗскер ӗсӗклесе ҫӗре ӳкрӗ, йӑваланса кайрӗ те унӑн ҫинҫе сасси илтӗнчӗ:

Вдруг там что-то зашипело, упало, покатилось, и донёсся его жалобный голос:

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Анчах вӗл чӑнкӑ ҫӗрте шуса ӳкрӗ те, кусса кайса шапа пӑттиллӗ симӗс кӳлӗне питех хытӑ шаплатса, шыва чӑмпӑрах сирпӗнтерчӗ.

Но на крутом месте сорвался, покатился и с ужасным шумом и плеском шлёпнулся в пруд.

Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Сурӑхсем айккинелле сирпӗнчӗҫ, урана ҫавӑрӑнса ӳкрӗ.

Овцы шарахнулись, тележка опрокинулась.

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино вара тӳрех урапа ҫине, Тил губернатор пуҫӗ ҫине шаплатса ӳкрӗ.

И Буратино, падая, шлёпнулся прямо в тележку, на голову губернатора Лиса.

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Кушак пуҫӗ евӗрлӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫинчен Мальвина валли вӗҫен кайӑкӗсене илсе килекен хура хӑлат ярӑнса ӳкрӗ, — вӑл полици-йытӑн ҫурӑмӗ ҫине хӑйӗн чӗрнисене тӑрӑнтарса лартрӗ, хӑйӗн сарлака та вӑйлӑ ҫуначӗсемпе ҫӳлелле вӗҫсе кайрӗ, йытта хӑйпе пӗрлех ҫӗклесе хӑпарчӗ те пӑраха пачӗ…

Из облака, похожего на кошачью голову, упал чёрный коршун — тот, что обыкновенно приносил Мальвине дичь; он вонзил когти в спину полицейской собаки, взмыл на великолепных крыльях, поднял пса и выпустил его…

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино иккӗмӗш хыр йӗкелне ҫыртса татрӗ те, вӑл та Карабас Барабаса лӗпкинчен тиврӗ, параппан ҫине хаплатнӑ пекех шаплатса ӳкрӗ.

Буратино отодрал вторую шишку, и она — бах! — Карабасу Барабасу прямо в темя, как в барабан.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Мулкач хурлӑха ӳкрӗ.

Заяц упал духом.

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Эсӗ вӑрттӑн итлесе тӑратӑн-и, путсӗр! — терӗ те, мана ярса илсе, вут ҫине пӑрахма тӑчӗ, анчах каллех сухалӗпе ҫыхланса ларчӗ те, пукансене йӑвантара-йӑвантара ярса, урайне шаплатса тӑсӑлса ӳкрӗ.

«Ты подслушиваешь, негодяй!» — и он кинулся, чтобы схватить меня и бросить в огонь, но опять запутался в бороде и со страшным грохотом, опрокидывая стулья, растянулся на полу.

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Пӗчӗкҫӗ ҫын, пуҫӗсемпе туратран ҫакланса, мулкач ҫинчен сирпӗнсе юлчӗ те тӳрех Буратино урисем патне шаплатса ӳкрӗ.

Маленький человечек, задев головой за ветку, свалился с его спины и шлёпнулся прямо под ноги Буратино.

Буратино Ухмахсен Ҫӗршывӗнчен тарать те, инкек-синкек тӗлӗшпе, хӑйӗн юлташне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех