Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑт сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑт (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валентина Владимировна вара халӗ те пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах алла кӗнеке тытма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Вӑхӑт килӗшӳллӗ, усӑллӑ, интереслӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Сывлӑха ҫирӗплетмелли, пултарулӑха аталантармалли, культура пуянлӑхӗпе паллаштармалли, умри тӗллевсене пурнӑҫламалли чи меллӗ вӑхӑт вӗренекенсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Калчасене пӑхса ӳстернипе пӗрлех выльӑх апачӗ хатӗрлеме те вӑхӑт ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Вӑхӑт пӗр шелсӗр хӑвӑрт чупать.

Куҫарса пулӑш

«Аван тӑратӑр-и!..» // Леонид Атлай. https://vk.com/id781919061?w=wall7819190 ... _248%2Fall

Калчасене шӑвармалли вӑхӑт ҫиттӗр-ха — пӗр енче пӑрӑхсенчен шыв пӗрӗхсе тӑрать, асамат кӗперӗ кӗреннӗн-симӗссӗн ҫиҫет, тепӗр енче тракторист рет хушшине кӑпкалатать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, хушса хурать:

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ҫӳресен-ҫӳресен, Николаев тепӗр хут килсе ҫитрӗ Ильин агрегачӗ ӗҫленӗ ҫӗре — васкать виҫӗ сеялка кӑкарнӑ трактор уй тӑрӑх, аякра куҫран ҫухалать те кӑштах вӑхӑт иртсен каллех курӑнса каять ҫӗмӗрт ҫырли тӗслӗ уя кӑвак тӳпе хӗрри сӗртӗнсе тӑнӑ ҫӗрте.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Эпир пӗрре чарӑнатпӑр та хускалаймасӑр тем вӑхӑт ирттеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Шӑплӑхра салтак ачисен юрри, тальянкӑн кӗмӗл сасси чылай вӑхӑт илтӗнсе тӑчӗ — Акивер ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче, Анаткасра, Тукасра…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, Ванькка киле таптарса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ӑш-чике кисретсе тарӑхмалли вӑхӑт каярахпа ҫитрӗ, ытти ывӑлӗсем те — пӗри пӗр еннелле, тепри тепӗр еннелле — туха-туха кайсан.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Анчах нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Микка телейӗ хӗвеллӗ уҫланка хура пӗлӗт мӗлки лап! хупласа хунӑ пекех тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ӑмӑрту пуҫланмалли вӑхӑт ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ӗҫлекен ҫынна кичем мар, ӗҫлекен ҫыннӑн кичем тесе ҫӑвар уҫма та вӑхӑт ҫук».

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Ҫамрӑк вӑхӑт хитре те, анчах ӗмӗре пымалла мар-ҫке вӑл, вӗҫӗ те пулмалла ун.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫапла нумай вӑхӑт юратрӗҫ ҫав та пӗр-пӗрне — пӗр тӗвӗпе сыпӑнтараймарӗҫ пурнӑҫа.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӑнах та, шашулкка сасси илтӗнчӗ, унтан тараса вӑрӑммӑн чӗриклетрӗ, тата кӑштах вӑхӑт иртрӗ те, пӳрт алӑкӗ яриех уҫӑлчӗ, ӗнерхи пекех, виҫӗмкунхи пекех, яланхи пекех ывӑлӗн лӑпкӑ сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, пӗлӗтсем айӗнчен уйӑх шуса тухрӗ, туратсем хушшипе ҫӗр ҫине чӗлтӗр ҫутӑ тӑка пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Бианкӑпа сывпуллашас вӑхӑт ҫитнӗрен ҫапла шӑпланмарӗ-ши ҫут тӗнче?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех