Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вунӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вунӑ (тĕпĕ: вунӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисем ҫӗнтерӗҫ-и-ха, е теприсем-и тесе, вӗсем, хӑйсен пуянлӑхне кура, хӑшӗ вунӑ сестреций, хӑшӗ ҫирӗм сестреций, хӑшӗ тата аллӑ талант укҫа хурса та тавлашрӗҫ.

Собравшихся в цирке бились об заклад на сумму от десяти до двадцати сестерциев и даже до пятидесяти талантов, смотря по своему состоянию, за победу одних или других.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вунӑ ҫул хушши Рима асаплантарнӑ пек шалти ҫапӑҫусемпе юн тӑкасси татах ан килтӗрччӗ, терӗм…

— Дабы не видеть снова убийств и траура, которые в течение десяти лет омрачали Рим…

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Чи хыҫалтан вунӑ мӑшӑр андабатсем утаҫҫӗ, хӑйсен ҫине вӗсем кӗске шурӑ туника тӑхӑннӑ, ҫӗҫӗ евӗрлӗ кинжалсемпе ҫеҫ хӗҫпӑшалланнӑ; кашнийӗнех пуҫӗнче шлем.

Шествие завершали десять пар андабатов в белых туниках; вооружены они были только короткими клинками, скорее похожими на ножи, чем на мечи; на головах их были шлемы.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Асӑрхануллӑн юра хыпашласа, упа хуллен юханшыв патнелле шунӑ, вӑл питӗ кулӑшла шунинчен Гассан, хӑйӗн ыратнине мансах, пӗр вунӑ минут хушши ҫаплах кулчӗ.

Медведь тихо сползал, осторожно щупая снег, к реке по скату, и он был уже так смешон, что Гассан отошёл сердцем и хохотал над ним добрые десять минут.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Гассан сукмакран вунӑ метр аяларахри сӑмсахра ларать-мӗн.

Он сидел в сугробе на небольшом выступе, ниже тропы метров на десять.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Ман шутпа кашни савӑта пробка тӑхӑнтартма ман вунӑ хут хускалмалла пулнӑ пек.

На каждую бутылку приходилось не меньше десяти движений.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Вунӑ сехетре тин тӑчӗ вӑл, тумтирне тӑхӑнчӗ.

В десять часов он проснулся.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Хӑй тӗрӗс мар тунине пӗле-тӑркачах вӑл вунпилӗк сентлӑх конфет илнӗ те, вунӑ сентпа тепрехинче те илӗп-ха тесе хӑй валлиех хӑварнӑ.

Он знал, что совершает грех, и, пустившись в разгул на свои пятнадцать центов, грешил сознательно.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Ҫак кун вӑл вунӑ милӗрен ытла утаймарӗ.

В этот день он прошел не больше десяти миль.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Куполӑн лаптак тӳпем аякӗсем карнизӑн ансӑр ункинчен тӗревленнӗ; карниз вунӑ метр урлӑш, ҫавра шахта ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать.

Рёбра плоских его сводов упирались в узкое кольцо карниза, висящего над круглой, метров десять в поперечнике, шахтой.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ирхи вунӑ сехетре Гусев Тускуб керменӗнчен Соацерӑна вӗҫсе кайрӗ: борт ҫинче — авиаци картти, хӗҫ-пӑшал, ӗҫме-ҫиме тата алӑ гранати ултӑ штук, — вӗсене вӑл Лося систермесӗр Петербургра чиксе хунӑччӗ.

В десять часов утра Гусев вылетел из тускубовой усадьбы в Соацеру, имея на борту лодки — авиационную карту, оружие, довольствие и шесть штук ручных гранат, — их он, тайно от Лося, захватил ещё в Петербурге.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аслӑ Канаш ӑна чаплӑ ҫурт, уй, вунӑ хашине вӗҫев кимми парнелет.

Верховный Совет дарит ему прекрасный дом, поле, десять хашей и крылатую лодку.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫак япаласене Петербургра сутсан — укҫа вунӑ вакун.

Эти вещи в Петербурге продать — десять вагонов денег.

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тата — ку чӑннипех те вунӑ сехет те хӗрӗх минут пулнӑ.

И это на самом деле — были десять часов сорок минут.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Манӑн чӗре таппипе, манӑн кӗсьери хронометр йӗпписен куҫӑмӗпе, манӑн пӗтӗм ӳт-кӗлетке туйӑм-сисӗмӗпе — эпир ҫул ҫинче вунӑ сехет те хӗрӗх минут пурӑннӑ.

По биению моего сердца, по движению стрелки хронометра в моём кармане, по ощущению всего моего тела — мы прожили в пути десять часов сорок минут.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тиевлӗ лавсене ярса илетпӗр те — каҫ пулттипе эпир — сакӑр вунӑ ҫухрӑмра…

Обоз отобьём, и к вечеру мы — вёрст уж за восемьдесят.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ялтан тухатӑн та чукун ҫул патнелле танккатӑн… вунӑ хутран кая мар ҫаврӑнса пӑхатӑн.

Из деревни, бывало, идёшь на железную дорогу, — раз десять оглянешься.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эпӗ сире ҫул ҫӳревре мӗн курни-тупни пирки ҫырнӑ кашни йӗркешӗн вунӑ доллар сӗнетӗп.

— Я предлагаю вам десять долларов за строчку путевых впечатлений.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Тӑхӑр е вунӑ сехетрен, манӑн шухӑшӑмпа — ҫакӑнтан ытла мар.

— В девять, или десять часов, я думаю, не больше.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хронометр ҫине пӑхса илчӗ: вунӑ минутсӑр пиллӗк, хӗп-хӗрлӗ циферблат йӗппи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшне кӑтартать.

Взглянул на хронометр: было десять минут пятого, стрелка красненького циферблата показывала 14 августа.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех