Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ; вӗсем мана сиен тӑваймарӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Унӑн умӗнче таса пултӑм; патша, эпӗ сан умӑнта та усал ӗҫ туман, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ирхине патша шуҫӑмлах тӑнӑ та васкасах арӑслан шӑтӑкӗ патне кайнӑ, 20. вара, шӑтӑк умне пырса, пӑшӑрхануллӑн Даниила чӗннӗ, патша Даниила каланӑ: Даниил, чӗрӗ Туррӑн чурийӗ! хӑвӑн Турру, эсӗ чун-чӗререн пуҫҫапакан Турӑ, арӑслансенчен ҫӑлма пултарчӗ-и сана? тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара патша хушнипе Даниила илсе килнӗ те арӑслан шӑтӑкне пӑрахнӑ; ҫавӑн чухне патша Даниила каланӑ: эсӗ хӑвӑн Турруна яланах кӗлтӑватӑн, Вӑл ҫӑлатех сана! тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах та леш ҫынсем патша патне пӗтӗм ушкӑнӗпех пынӑ та каланӑ: пӗлнӗ пул, патша, Миди тата Перси саккунӗ тӑрӑх, патша ҫирӗплетсе палӑртнине е кӑтартнине улӑштарма юрамасть, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Лешӗсем ӗнтӗ патшана ҫапла хуравласа каланӑ: Даниил вара — Иудейӑран куҫарса килнӗ ҫынсенчен пӗри, — патша, сана та, эсӗ алӑ пусса хушнине те нимӗн вырӑнне те хумасть, кунне виҫӗ хутчен кӗлтӑвать, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша ҫапла хуравласа каланӑ: ку ҫирӗп сӑмах, вӑл — Миди ҫыннисемпе Перси ҫыннисен саккунӗ, ӑна улӑштарма юрамасть! тенӗ.Царь отвечал и сказал: это слово твердо, как закон Мидян и Персов, не допускающий изменения.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫынсем вара, вӑрттӑн сӑнаса тӑрса, Даниил патне шӑпах вӑл хӑйӗн Туррине кӗлтунӑ чухне кӗпӗрленсе пырса кӗнӗ, 12. унтан вӗсем патша патне ҫитнӗ те ӑна патша хушӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ: патша, кам та кам вӑтӑр кун хушшинче сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна пуҫҫапас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла тесе алӑ пусаканни эсӗ марччӗ-и-ха? тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша, ҫав кӑтартӑва ҫирӗплет те хӑв хушса калани ҫине алӑ пус — Миди тата Перси саккунӗ пулса тӑнӑран ан улшӑнтӑрччӗ вӑл, ан пӑсчӑр ӑна, тенӗ ҫав ҫынсем.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара ҫак ҫынсем каланӑ: эпир капла ӑна айӑпламалли сӑлтав шыраса тупаймастпӑр, вӑл хӑй Туррийӗн саккунӗ тӑрӑх пурӑнать, ҫав тӗлӗшпе эпир пӗр-пӗр айӑп тупӑпӑр-ха, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӑна Турӑ панӑ аслӑлӑхран пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем чӗтресе тӑнӑ, унран хӑранӑ: патша кама вӗлерес тенӗ — вӗлернӗ, кама чӗрӗ хӑварас тенӗ — чӗрӗ хӑварнӑ, асла кӑларас тенине асла кӑларнӑ, кӗҫӗне хӑварас тенине кӗҫӗне хӑварнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ сан ҫинчен эсӗ пӗлтерӗше ӑнлантарма, кӑткӑслӑха татса пама пултарни ҫинчен илтрӗм; ҫапла вара, ҫакӑнта ҫырнине вуласассӑн, унӑн пӗлтерӗшне мана ӑнлантарса парсассӑн, сана хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, санӑн мӑюнта ылтӑн вӑчӑра пулӗ, эсӗ патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӑн, тенӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Даниила чӗнсе килччӗр — вӑл ӑнлантарса парӗ, тенӗ патша амӑшӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Асамҫӑсене, халдейсен ӑрӑмҫисене тата ҫӑлтӑрҫӑсене илсе килме хушса, патша хыттӑн кӑшкӑрса янӑ; патша, сӑмах пуҫласа, Вавилон ӑсчахӗсене каланӑ: кам та кам ҫакӑнта ҫырнине вулаять тата унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параять, ҫавна хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартӗҫ, унӑн мӑйӗнче ылтӑн вӑчӑра пулӗ, вара вӑл патшалӑхра виҫҫӗмӗш ҫын пулӗ, тенӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вуникӗ уйӑхран, Вавилонри патша керменӗнче уткаласа ҫӳренӗ май, 27. патша каланӑ: акӑ вӑл — аслӑ Вавилон, патша хули, эпӗ ӑна хӑватлӑ вӑйӑмпа хамӑн чапӑма ҫӗклеме туса лартнӑ! тенӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа та, патша, манӑн канашӑма итлеме кӑмӑл тусамччӗ: ҫылӑхусене ырӑ ӗҫсем туса каҫарттар; йӗркесӗр ӗҫӳсене чухӑнсене хӗрхенсе-пулӑшса ҫӗтер; санӑн канӑҫлӑху ҫапла тусассӑн ҫеҫ тӑсӑлма пултарать, тенӗ Даниил.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Патша тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли аннине курнӑ, Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли каланӑ: «йывӑҫа касӑр, пӗтерӗр ӑна, унӑн тӗп тымарне ҫеҫ ҫӗр айӗнче хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫичӗ вӑхӑт иртиччен хирти тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкелесе пурӑнтӑр» тенӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӑмаха тӑсса, патша каланӑ: Валтасар! ҫакӑ тӗлӗкпе унӑн пӗлтерӗшӗ сана ан хӑраттӑр, тенӗ.Царь начал говорить и сказал: Валтасар! да не смущает тебя этот сон и значение его.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
93. Навуходоносор вут-кӑварпа хӗрсе кайнӑ кӑмака ҫӑварӗ патне пынӑ та каланӑ: эй Седрах, Мисах тата Авденаго, Ҫӳлти Туррӑн чурисем! унтан тухӑр! тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
92. Патша каланӑ вара: акӑ эпӗ вут-ҫулӑм варринче ҫӳрекен тӑватӑ ара куратӑп, вӗсене ҫыхман, вӗсем тӗрӗс-тӗкелех; тӑваттӑмӗшӗ Турӑ ывӑлӗ пекех курӑнать, тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем патшана хуравласа: патша, чӑнах та ҫапла! тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.