Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ялан хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнчи продукцине сутма килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Эпӗ вӗсене чун-чӗререн тав туса малалла та хӑйсен ӗҫне ҫавӑн пекех хастаррӑн тума сӗнесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ӑста педагогсене чысларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=ImqRl4Oe5sw

– Ман шутпа, ҫак конкурсра педагогсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса парса пӗр-пӗрне пуянлатса хӑйсен пултарулӑхне туптама пултараҫҫӗ тесе шутлатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ӑста педагогсене чысларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=ImqRl4Oe5sw

Хӑйсен ӗҫне ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлакансене палӑртас тӗллевпе республикӑра ҫулсерен професси ӑстисен конкурсӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ӑста педагогсене чысларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=ImqRl4Oe5sw

Ҫӗнӗ технологисен ӗмӗрӗнче вулавӑшсем хӑйсен пӗлтерӗшне ҫухатмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн ҫӗнӗ кӗнекипе паллашрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=1_Rw32EsKd4

Бала хутшӑнакансене пурне те пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма, кӑмӑла каякан профессие алла илме, лайӑх паллӑсемпе малашне те вӗренме сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Ҫавӑн пекех йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасем – вӗсем 5 000 ытла – те ҫулла хӑйсен вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-BNGaYHsfio

Хула тулашӗнчи лагерьсенче 18 000 ытла арҫын ачапа хӗрача хӑйсен вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-BNGaYHsfio

Республикӑри муниципаллӑ тӑрӑхсем кашниех хӑйсен пуянлӑхӗпе тӗлӗнтерме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Ачасен хӑйсен пултарулӑхне кӑтартарма май пултӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Унччен вара васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсен хӑйсен тем те шутласа кӑларма пултаракан ӑслӑ пуҫӗсене шанса ӗҫлеме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Шупашкар тӑрӑхӗнче Ойкассинче пурӑнакансем те хӑйсен фельдшерӗн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Пограничник-ветерансем районта хӑйсен халӑх пурӑнакан вырӑнсенче чи малтан пур вӑхӑтри пограничниксене асӑнса асӑнмалӑх стелӑсем лартма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Ҫук, шикленме кирлӗ мар иккен: ҫынсем чӑнах та хӑйсен укҫине такама та ним мар пама хатӗр!

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Ӳнер тата декораципе прикладной пултарулӑх» номинацире хӑйсен тантӑшӗсен хушшинче I степеньлӗ лауреат ятне тата кубока ҫӗнсе илнӗ.

Воспитанники детского дома-интерната в Кугесях в номинации «Искусство и декоративно-прикладное творчество» среди своих сверстников получили звание лауреата I степени и кубок.

Чӑваш пуканипе ҫӗнтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35092.html

Ачасем сасартӑк хӑйсен вӑйне туйса илчӗҫ: вӗсем ҫынсенчен ҫӳлерех тӑраҫҫӗ.

Дети вдруг почувствовали свою силу: они стояли высоко над людьми.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Пиллӗкмӗш сменӑпа Чӑваш ЕНрен пурӗ 33 ача канать, вӗсенчен 30-шӗ «Лесной» лагере лекнӗ, ятарлӑ конкурс витӗр тухнисене, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса панисене вӑл кану учрежденине йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсем мӗн вӗреннине, мӗн тума хӑнӑхнине пурне те кӑтартма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш класпа сывпуллашнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-05-2 ... hn-3272321

Ҫут ҫанталӑкра ҫамрӑксем турист маршрутне парӑнтарчӗҫ, ҫӑмӑл атлетика кросӗ чупрӗҫ, пневматика винтовкинчен тӗл перессипе тупӑшрӗҫ тата тӗрлӗрен пултарулӑх конкурсӗнче хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫарпа спорт вӑййисем виҫӗ куна пычӗҫ // Эмилия ТИМОФЕЕВА. http://kanashen.ru/2023/05/19/c%d0%b0%d1 ... b%d1%87ec/

65 ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнакан Петр Николаевичпа Надежда Алексеевна хӑйсен «тимӗр» туйӗнче тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисенчен ӑшӑ сӑмахсемпе хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех