Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таса сăмах пирĕн базăра пур.
таса (тĕпĕ: таса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мунчара таса, сулхӑн, пӑртакҫӑ тӗттӗм.

В баньке было чисто, прохладно и сумеречно.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эмиль амӑшӗ ешчӗкрен таса йӗтӗн пир татӑкӗ туртса кӑларчӗ те Альфредӑн пӳрнине ҫыхса ячӗ.

Мама Эмиля достала из ящика чистый льняной лоскуток, перевязала Альфреду руку.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Каҫ еннелле сулӑнсан Эмиле халӑх ҫине тухмалли таса костюм тӑхӑнтартрӗҫ.

Когда настал вечер, на Эмиля надели воскресный костюм.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ унтан икӗ таса кӗпе пама ыйтрӑм.

Я попросил у него только две чистые рубашки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах капитан мана ӑшаланӑ чӑх чӗппипе чи лайӑх эрех пама, унтан таса каютӑсенчен пӗринче вырӑн сарса пама хушрӗ.

Но капитан приказал подать мне цыпленка и отличного вина и распорядился, чтобы мне приготовили постель в очень чистой каюте.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ехусем ҫӗр ҫинче таса мар та йӗрӗнчӗклӗ тата ирсӗр чӗрчунсем, вӗсем ҫав териех кутӑнлашнипе, пӗрне-пӗри итлеменнипе, курайманнипе тата пӗрне-пӗри тавӑрнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тенӗ вӑл.

Он утверждал, что еху не только самые грязные, гнусные и безобразные животные на земле, но отличаются также крайним упрямством, непослушанием, злобой и мстительностью.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫамрӑк гуигнгнмсен хӑйсене сӑпайлӑ, таса та чыслӑ тытмалла, вӗсен ӗҫе юратмалла, ӳт-пӗве аталантармалли упражненисем тумалла.

Умеренность, трудолюбие, физические упражнения и опрятность обязательны для молодежи обоего пола.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах вӗсем ватӑлса вӑйсӑрлансанах вӗсене ют ҫынсене сутса яраҫҫӗ, ҫӗнӗ хуҫисем вара вӗсене ураран ӳкичченех тӗрлӗ йывӑр та таса мар ӗҫсем тутарттараҫҫӗ.

Но едва они состарятся и ослабеют, их продают в чужие руки; там их заставляют исполнять всевозможную грязную и тяжелую работу, пока они совсем не выбьются из сил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах вӑл эпӗ пӗрре те асӑннӑ выльӑхсем пек мар пулнинчен, эпӗ ӑнланма пултарнинчен, хама йӗркеллӗ те пӗлсе тыткаланинчен, яланах таса ҫӳренинчен тӗлӗнсе кайнӑ.

Но его поражали моя понятливость, вежливость и опрятность, так как подобные качества были совершенно несвойственны этим животным.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тимӗр кӑвак лаши мана самантрах каялла ҫурта илсе кайрӗ те, кил хуҫи-кӗсрене тӑмран тата йывӑҫран тунӑ питех те таса савӑт-сапасем лартнӑ пӳлӗме уҫма хушрӗ, ҫав савӑт-сапасем ҫинче туллиех сӗт пулнӑ-мӗн.

Ибо серый конь повел меня обратно в дом и приказал кобыле-служанке открыть одну комнату, где в большом порядке стояло много глиняных и деревянных посудин с молоком.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тихасем кайри урисене хутлатса, питех те пӗлсе ҫыхса тунӑ таса улӑм кашмасем ҫинче лараҫҫӗ.

Они сидели, поджав под себя задние ноги, на недурно сделанных, очень опрятных и чистых соломенных цыновках.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем таса хут ҫине тӗрлӗ чертежсем тунӑ чухне линейкӑпа, кӑранташпа тата циркульпа питӗ ӑста усӑ кураҫҫӗ.

Они довольно искусно владеют на бумаге линейкой, карандашом и циркулем.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйпе пӗрле вӑл перосем, чернил, таса хут, виҫӗ е тӑватӑ кӗнеке илсе кӗчӗ те, паллӑсемпе кӑтартса ӑна мана хӑйсен чӗлхине вӗрентмешкӗн яни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

Лицо это принесло с собой перья, чернила, бумагу и три или четыре книги и знаками дало понять, что ему поручено обучать меня здешнему языку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хыҫлӑ пукан ҫинче лараканскер ҫара урисемпе таса урайӗнчи урана уҫӑлтаракан хӑмасем ҫине пускаласа илет.

Слегка раскачиваться на стуле и ощущать под босыми ступнями прохладные свежевымытые половицы.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Шӑлӗ пӗртте ыратман таса шӑлах пулнӑ.

Зуб оказался совершенно здоровым.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хам сывмар пулнинчен ытларах сывмара пӗтӗм те хама пажпа пӗрле таса тинӗс сывлӑшне сывлама яма йӑлӑнтӑм.

Я притворился, будто чувствую себя гораздо хуже, чем это было на самом деле, и просил отпустить меня подышать свежим морским воздухом с пажом,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лорд епископсем хӑйсен пысӑк ятне яланах тӗн вӗрентӗвӗсене пит тӗплӗ пӗлнине кура тата таса пурӑннишӗн тивӗҫлипе илеҫҫӗ-ши?

Всегда ли лорды-епископы обязаны этим высоким званием своему глубокому знанию религиозных доктрин и святой жизни?

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Корольпе унӑн ӑслӑран ӑслӑ советникӗсем епископа хӑйсен таса пурнӑҫӗпе тата тарӑн вӗреннипе чапа тухнӑ чи паллӑ ҫынсене суйлаҫҫӗ; ҫавӑнпа вӗсем пӗтӗм пуп-таврашӗпе халӑхӑн чӑн-чӑн ӳкӗтҫисемпе ҫылӑх каҫаракан ашшӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Король и его мудрейшие советники выбирают в епископы духовных лиц, наиболее отличившихся святостью жизни и глубиной учености; поэтому они действительно являются наставниками и духовными отцами всего духовенства и народа.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хуҫа арӑмӗ ҫакна сиссе мана хӑй кровачӗ ҫине вырттарчӗ те таса сӑмса тутрипе витрӗ.

Заметя это, хозяйка положила меня на свою постель и укрыла чистым белым носовым платком,

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫулсем ҫинче хӑйӑра кӗреплепе тикӗслерӗҫ, пӳлӗмре таса, тирпейлӗ.

А песок на дорожках разровняли граблями, дом так и сверкал чистотой.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех