Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таран сăмах пирĕн базăра пур.
таран (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курӑк — ҫынна кӑкӑр таран.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл таркӑнсене тем те каласа ятласа тӑкрӗ те картишне хӑваласа кӑларса пилӗк таран салтӑнтарма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таркӑнсем хӑйсен пурнӑҫӗнче пулнӑ савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсене аса илме тӑрӑшрӗҫ, кам мӗн пӗлнӗ таран пӗр-пӗрне халап-юмах ярса кӑтартрӗҫ, ҫапах та вӑхӑт ҫывӑрмалӑх та, шухӑш вӗҫтермелӗх те, тунсӑхламалӑх та юлса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Палламан каччӑ мана хваттер таран ҫавӑтса ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ организацисене стела тума, ӑна вырнаҫтарма, тавралӑха илем кӗртме май кирлӗ таран пулӑшу пама сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Вӑл Чӑваш Республикипе пӗр тан утнӑ, ӑна аталантарас тесе мӗн вӑй ҫитнӗ таран ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Вӗсем бригадӑра тӑрӑшнӑ, фермӑра выльӑх пӑхнӑ, йывӑр пулсан та ӳпкелешсе ларман, Аслӑ Ҫӗнтерӗве вӑй ҫитернӗ таран тылра ҫывхартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр пулсан та ӳпкелешмен // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d0%b9%d1% ... %b5%d0%bd/

Кашни тенӗ пекех вӑй ҫитернӗ таран укҫа-тенкӗн пӗр пайне пухса панӑ, хӑй пурӑнакан урамри тараса ҫӗнелессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ те таса ҫӑл куҫӗ таптӑр ӗмӗрех // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%81%d0% ... %b5%d1%85/

Пӗтӗм план пурнӑҫланмӗ, хӑшӗ-пӗри 180 градус таран ҫаврӑнӗ.

Не все ваши планы реализуются, а некоторые даже перевернутся на 180 градусов.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пултарулӑх ҫитнӗ таран юрлатпӑр та, ташлатпӑр та.

Мы поем и танцуем, насколько хватает способностей.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Ҫынсем хуларан е хулана хӑйсен автомашинисемпе, чарса лартакансемпе тата Атнаш ялӗ таран ҫитекен автобуспа ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Ҫавна май лару-тӑру тӗрлӗрен аталанма пултарать - бизнес-партнерсемпе романтика пуҫланнинчен тытӑнса карьерӑри ӳсӗм таран.

Это может означать самые разные варианты развития событий – от романтических приключений с бизнес-партнерами до карьерных рывков.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗслӗхрен, Пудун аэропорчӗпе Шанхай метровӗн пӗрремӗш станци хушшинче пуйӑс чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа сехетре 431 километр таран кайма пултарать.

Например, на участке от аэропорта Пудун до первой станции метро Шанхая поезд может проехать с максимальной скоростью 431 километр в час.

Китайра магнит вӑйӗпе вӗҫекен машшина ӑнӑҫлӑ тӗрӗсленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32889.html

Калӑпӑр, мӗнпур ӗҫсене май пур таран цифра ҫине куҫарса пыни те ҫакнах ҫирӗплетет.

Ровно в этом направлении мы активно движемся с точки зрения цифровизации процессов.

Олег Николаев регионсен бюджечӗсенчен кӗскелекен тупӑша саплаштармалли компенсаци механизмне ӗҫе кӗртме сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/08/oleg ... -cuhalakan

Ӗҫӗ-хӗлӗнче инженертан пуҫласа тӗп директор ҫумӗ таран ӳснӗ.

В трудовой деятельности прошел путь от инженера до заместителя генерального директора.

Шупашкар мэрӗн чӗри тапма чарӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32710.html

Экологсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак рептилисен йышӗ 38% таран ҫитес ҫӗр ҫул хушшинче ҫухалма пултарать.

Экологи считают, что до 38 % этих рептилий могут исчезнуть в ближайшее столетие.

100 ҫултан крокодилсем вилсе пӗтес хӑрушлӑх пур // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32706.html

Таврари ҫынсене ытла ан критиклӗр, вӗсем май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Не стоит слишком критично воспринимать окружающих – они делают, что могут, просто ваши требования немного завышены.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫ мӑй таран, килте те ахаль ларма ҫук.

Будьте готовы к гонке на работе и к серьезным, но приятным домашним задачам.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑра май килнӗ таран алӑра тытма тӑрӑшӑр.

Постарайтесь сдерживать себя, насколько это возможно.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫ мӑй таран.

На работе ожидается аврал.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех