Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑл сăмах пирĕн базăра пур.
йӑл (тĕпĕ: йӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Любава шаль тутрине салтрӗ, унӑн тутисем ӑшшӑн йӑл кулчӗҫ, пуҫӗнче темӗн чухлӗ плансем хӗвӗшеҫҫӗ.

Любава окинула полушалок, и когда-то привычная, но забытая за последние годы полуулыбка появилась на ее губах, множество планов теснилось в ее уме.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӗрсем ун ҫумнелле хӗсӗннӗ, вӗсем пакӑлтатни ҫине вӑл е йӑл кулса, е куҫхаршийӗсене кӑштах сиктерсе ответлет, сайра хутра, калаҫкаласа илес тесе, Алексей патнелле пӗшкӗнет.

Девушки теснились к ней, она отвечала на их болтовню то улыбкой, то легким движением бровей и изредка наклонялась к Алексею, чтобы переброситься с ним негромким словом.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Лешӗ пуҫне чалӑштарчӗ, ҫамкине кӑларчӗ, вара шӑпах ашшӗ евӗрлӗ пулса тӑчӗ те сасартӑк, Василий пек йӑл кулчӗ.

Она наклонила голову набок, выставила лоб, сразу стала очень похожа на отца и улыбнулась внезапной и неудержимой улыбкой Василия:

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эсӗ мана чӗнтӗн-и, Петрович? — йӑл кулчӗ вӑл, вара унӑн питҫӑмартийӗнче шултӑра йӗрсем пӗркеленчӗҫ.

— Ты меня звал, Петрович? — он улыбнулся, и кожа на его щеках собралась крупными складками.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл хӑй таврари ҫынсем кӑмӑллӑн кулнине курчӗ те хӑй те йӑл кулчӗ.

Он увидел дружелюбно-насмешливые улыбки окружающих и сам улыбнулся.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унпа пӗрле пурҫӑн тӗслӗ пайӑркасем, йӑл кулакан сӑн-питсемпе йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсем тата хӑвӑрт ӗҫлекен алсем те ярӑнаҫҫӗ тейӗн.

И казалось, что вместе с ней качаются шелковистые пряди, плывут улыбки, взгляды, взлетают быстрые руки.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ӗҫ старик пулнинче мар, ӗҫ манӑн пур гайкӑсене, те ҫирӗп пӑрса лартнинче, — йӑл кулчӗ Алексей.

— Не в том дело, что старик, а в том дело, что у меня в голове все гайки накрепко прикручены, — улыбнулся Алексей.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Парти пухӑвӗнче председатель йӑл куласси ҫинчен калаҫатӑн.

На партийном собрании о председательских улыбках разговариваешь.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫав лайӑххи йывӑр вӑхӑтра йӑл кулса илме вӑй памасть-и вара сана?

Неужели это хорошее не даст тебе силы, чтобы улыбнуться в трудную минуту?

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий хӑйӗн улшӑннӑ пӳлӗмне ҫурма ҫарла, ҫурма ахаль ҫынсемле тумланнӑ, ҫамрӑк, хитре тата хӑйсене хӑйсем шанчӑклӑ тытакан Валентинӑпа Буянов ҫинелле пӑхса ҫаврӑнчӗ те йӑл кулса илчӗ, вара ӑшӗнче ҫапла шутларӗ: «Аван та пулас пек туйӑнать…

Василий окинул взглядом свою изменившуюся комнату, Валентину и Буянова — полувоенных, полуштатских, молодых, красивых, уверенных, — улыбнулся и мысленно заключил: «А ведь, пожалуй, подходяще получается…

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл таҫта инҫенелле пӑхрӗ, унӑн типсе кайнӑ тутисем йӑл кулчӗҫ, агровӗренӗве аса илнинче уншӑн темле илемлӗ те хаклӑ япала пурри курӑнчӗ.

Она смотрела куда-то вдаль, сухие губы ее улыбались, видно было, что в этих воспоминаниях об агроучебе есть что-то поэтичное и дорогое ей.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ун ҫине пӑхса, пурте йӑл кулчӗҫ, Лена, хӑйпе юнашар ларма вырӑн пултӑр тесе, сиксе ларчӗ.

Все улыбнулись ей, а Лена подвинулась, чтобы освободить место рядом с собой.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина ассӑн сывласа илчӗ, йӑл кулчӗ.

Валентина вздохнула и улыбнулась.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑшпӗр чухне вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ, вара Алексей, Лена ҫине пӑхса, йӑл кулчӗ.

Иногда они встречались глазами, и тогда Алексей молча улыбался Лене.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Лена ун ҫине пӑхрӗ те Валентинӑн тӑп-тӑрӑ кӑвак куҫӗсем ӑнланмалла мар та савӑнӑҫлӑн пӑхнинчен тата йӑл кулнӑ питӗнчен тӗлӗнчӗ.

Лена взглянула на нее и удивилась непонятному, почти восторженному выражению прозрачных карих глаз и остановившейся, забытой на лице улыбки.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хура тутӑр ҫыхнӑ, ҫӑматӑ тӑхӑннӑ палламан хӗрарӑм, машинӑна ирттерсе ярас тесе, ҫул ҫинчен пӑрӑнчӗ, йӑл кулса, паллакан ҫын пекех, пуҫне тайса илчӗ:

Незнакомая женщина в темном платке и валенках сошла с дороги, чтобы пропустить машину, и, улыбнувшись, кивнула, как знакомым:

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья кӑкласа кӑларнӑ ҫинҫешке хырсен купи ҫинче ларнӑ, Степан ҫывӑхран иртсе кайнӑ чухне кашни хутрах унӑн тӗксӗм кӗлеткине тата йӑл кулса тӑракан пысӑк куҫсемлӗ питне курнӑ.

Авдотья сидела на куче выкорчеванных молодых сосенок, и каждый раз, когда Степан проезжал мимо, он видел ее темную фигуру и бледное улыбающееся большеглазое лицо.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫӗрле Степан, урай хӑмисем ан чӑриклетчӗр тесе, пӳлӗмре асӑрханса утса ҫӳренӗ чухне, стена леш енче выртакан Авдотья тӗттӗмелле пӑхнӑ та телейлӗхе туйса тата хумханса йӑл кулнӑ.

Когда по ночам Степан осторожно, чтобы не скрипели половицы, ходил по комнате, Авдотья, лежа за стеной, смотрела в темноту и улыбалась от счастья и волненья.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗчӗк хӗрӗ йӑл кулать, шӑннӑ кантӑксем ҫинче хӗвел шевли чупать, ҫӑкӑрсем сап-сарӑ пиҫеҫҫӗ, — акӑ халӗ ӗнтӗ Авдотьйӑн пит-куҫӗ те ҫиҫсе тӑрать, ӗнесене шӑвармалли ҫӑра шыва пӑлхата-пӑлхата, ҫинҫе те чӗтревлӗ сассипе юрлать.

Улыбка маленькой дочки, солнечные блики на морозных окнах, удачно подрумяненные хлебы — и вот она уже светятся, поет своим тоненьким, трепещущим голоском, замешивая пойло коровам.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Петр, йӑл кулса, ашшӗ ҫине тӗлӗнмелле тимлӗн пӑхрӗ.

При этих словах Петр усмехнулся и вскинул странный, остро-наблюдательный взгляд на отца.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех