Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урапа сăмах пирĕн базăра пур.
урапа (тĕпĕ: урапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл урапа ҫинчен васкасах хӑйӗн пулемёёне антарма тытӑнчӗ.

Она стала торопливо снимать с телеги свой пулемет.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хыҫалта, урапа ҫинче, хӑйӗн разведчик-юлташӗсемпе пӗрле Люба ларса пырать.

Сзади на телеге вместе с товарищами по разведке ехала Любаша.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тыткӑна лекнине урапа варрине хучӗҫ те, хӑйсем икӗ айккине ларса, тапранса кайрӗҫ.

Пленного положили посредине, сами сели по бокам, и телега тронулась.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Боецсем ларнӑ урапа ҫитрӗ.

Подъехала телега с бойцами и возницей.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сукмак ҫинче лаша ури сасси тата танкашкасенче чӗриклетекен урапа сасси илтӗнчӗ.

На тропе раздался стук копыт и скрип телеги, перекатывающейся по ухабам.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Урапа ҫинче ларса пынӑ май, Валерий хӑйпе пӗрле пыракансене Онегӑри ҫӗнӗ хыпарсене каласа парать.

Сидя на ободке телеги, Валерий рассказывал своим спутникам онежские новости.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем Павлинпа та, Фроловпа та сывпуллашмасӑрах урапа ҫине хӑпарса ларчӗҫ.

Не прощаясь с Павлином и Фроловым, они уселись на телегу.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсем урапа пырса тӑратнӑ шкул патне ҫитрӗҫ.

Они подошли к школе, возле которой стояла телега.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Манӑҫса, хытса тӑракан Валентинӑна вӑратса, Петр алӑка урапа тапса уҫрӗ.

Нарушив оцепенение Валентины, Петр толчком ноги распахнул дверь.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫӑмӑл урапа ҫине улӑхса ларнӑ чухне Пуль генерал паян хайне пырса панӑ большевиксен листовки ҫинчен аса илчӗ.

Садясь в экипаж, Пуль вспомнил о большевистской листовке, доставленной ему сегодня.

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫӑмӑл урапа ҫине ларса хула тӑрӑх иртсе пынӑ чух Пуль генерал хӑш-пӗр ҫуртсем ҫинче, виҫӗ тӗслӗ патша ялавӗсем хушшинче, хӗрлӗ ялавсем те ҫакӑнса тӑнине асӑрхарӗ.

Проезжая в коляске по городу, генерал Пуль заметил, что на некоторых домах среди царских трехцветных флагов виднеются и красные.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Зенькович, каннӑ чухнехи пек, урапа хыҫӗ ҫине тайӑнса ларса пырать.

Зенькович сидел, привалившись к спинке пролетки.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫумӑр шывӗпе исленсе кайнӑ ҫул ҫинчи лакам-тӗкӗмсем ҫинче урапа енчен енне силленме тытӑнчӗ.

Пролетка закачалась по ухабам раскисшей от дождя дороги.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Урапа кустӑрмисемпе лаша таканӗсем йывӑҫ кӗпер ҫине пырса кӗрсен, танкӑртатма тытӑнчӗҫ.

Колеса пролетки и копыта лошади застучали по деревянному мосту.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Урапа тапранса кайрӗ.

Пролетка тронулась.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ир еннепе эпӗ, Жемчужный юлташ, сирӗн патӑрта пулатӑп, — терӗ вӑл, ҫӑмӑл урапа ҫине хӑпарса ларнӑ май.

— На исходе ночи я побываю и у вас, товарищ Жемчужный, — сказал он, садясь в пролетку.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хапха патӗнче ҫӑмӑл урапа тӑрать.

Пролетка стояла у ворот.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кабинета тата унти мӗнпур юлташӗсене тимлӗн пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Зенькович ҫав-ҫавах васкамасӑр шинелӗпе картузне тӑхӑнчӗ те ҫӑмӑл урапа чӗнсе илме юнашар пӳлӗмри адъютантне кӑшкӑрса каларӗ.

Внимательно оглядев кабинет и всех товарищей, находившихся в нем, Зенькович все так же неторопливо надел шинель, фуражку и крикнул адъютанту в соседнюю комнату, чтобы тот вызвал пролетку.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Малтанхи пӑшал сассисем илтӗнсенех, Мелосеев лашасем кӳлсе, урапа ҫине икӗ пысӑк арча тиерӗ, унтах хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине вырнаҫтарса лартрӗ те, ҫуртне ҫӑрапа питӗрсе, вӑрмана тухса кайрӗ.

Как только первые выстрелы донеслись до деревни, Мелосеев погрузил на телегу два больших сундука, разместил на ней семью, запер свой дом и отправился в лес.

11 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пристань ҫинче адмирал тата унпа пӗрле килнисем икшер лаша кӳлнӗ икӗ урапа ҫине кӗрсе ларчӗҫ.

На пристани адмирал и сопровождавшие его лица разместились в двух парных колясках.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех