Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтӗ курӑк ҫинче ирхи сывлӑм шӑрҫаланнӑ, каҫхи шӑрӑха хӗрпе каччӑ паҫӑрах туймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрла самаях тӗреклӗн курӑнаканскер, Липа каччӑ ҫумӗнче пӗчӗк ача пек ҫеҫ ларать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, эсӗ каччӑ патне пымастӑн, тулӑ патне пыратӑн-ҫке?

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫави сассине ҫеҫ илтеҫҫӗ, ку вара вӗсене хӑлхара темле илемлӗ юрӑ янраса тӑнӑ пек, пӗр-пӗрин чӗри тапнине итленӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене каччӑ кирлӗ, ҫавӑ анчах.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахаль те яштака та илемлӗскер, ку тумпа вӑл уйрӑмӑнах маттур каччӑ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс, каччӑ, мӗн туса выртатӑн? — ҫӳҫӗнченех лӑскарӗ ӑна Зоя.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Агаа, хӑйне каччӑ ҫыруне шанса панӑшӑн хӗпӗртенӗскер, кунпа та кӑмӑлтан киленӗччӗ ӗнтӗ, вӑл ҫырӑва тытса пӑхнӑ хыҫҫӑнах каялла парасшӑнччӗ, анчах Укахви куҫӗсенче ҫакна курчӗ: тантӑшӗ чӑнах та вӑл ҫырупа паллашасса кӗтет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӗ урӑх сар каччӑ пур…

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак вӑхӑтра вӑл Ятман патне кӗме аван мар тесе те шутламарӗ вӑрӑм чӗлхесем ӑна каччӑ патне хӑй ҫӳрет тесе сӑмах кӑларасси те хӑратмарӗ, вӑл ӗҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ, кок-сагыз — акӑ мӗн хаклӑ пулчӗ уншӑн халӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл халь ҫук ӗнтӗ, ун ҫумне паҫӑрах пӗр каччӑ ҫулӑхатчӗ, — кулчӗ Михала, хӑй ҫавӑнтах Ятмана ирӗксӗрлесе сӑра ӗҫтерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗттӗм урампа такӑнкаласа хӑйсен хапхи умне ҫитрӗ те — унта, кӗрхи сивве пӑхмасӑр, хӗрпе каччӑ тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тупӑннӑ хитре мӑшӑр, — хӗрпе каччӑ ҫавӑн пек пулсанччӗ!..

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Липа пӗлет: пултаруллӑ каччӑ, колхоза пӗрре те тепӗр опытлӑ председательтен кая ертсе пымасть.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, йывӑр ӗнтӗ ӑна, пӑхма та улӑх тӑрӑх чупмалли каччӑ кӑна вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр каччӑ пичӗ ҫинче ҫак минутра нимле кулӑ та курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем кӑшт иккӗленсе тӑчӗҫ, пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче каччӑ патне кӗме аван мар терӗҫ пулас, унтан васкаса пӳрте чупса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Э-э, эс, каччӑ, хӗрсене кӗтес вырӑнне вӗсене ху кӗттеретӗн иккен.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑ ӑна-кӑна нимӗн те туймасть, унӑн пӗтӗм тимлӗхӗ хӗр ҫинче.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Уҫ, сар хӗр, чӳречӳне, пӑчӑ вӗт сана», — тет каччӑ хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех