Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫса (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни утӑмра ҫын чарать, кашниех кӑкӑр тулли орденлӑ паттӑрпа мӗн ҫинчен те пулин калаҫса пӑхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр пилӗк ҫул ӗҫлеччӗр-ха, пирӗнни пек хуҫалӑх туччӑр, счетра пирӗн чухлӗ укҫа тытакан пулччӑр, вара калаҫса пӑхӑпӑр — пӗрлештерме юрать-и, юрамасть-и. Ҫав вӑхӑтра правленине кӗтмен ҫӗртен Ятман кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна колхозниксемпе калаҫса татӑлса тумалла — вӗсен ирӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Левентей хӑйне ҫӗрӗн-кунӗн канӑҫ паман ӗҫ пирки никампа та мар, унпа калаҫса пӑхас терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем иккӗш те уяв тумӗпе, хӑйсем, тин мӑшӑрланнӑ хӗрпе каччӑ пек, ҫынсем ҫине пӑхма вӑтанарах параҫҫӗ, ҫак кунсенче калаҫса тӑранайман пек, ытларах пӗр-пӗринпе юмахлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тен, сӑмах-юмах килӗшнӗрен-тӗр, ӗнер Марине Ивана кӗҫӗн алӑк патӗнче чылайччен калаҫса тӑрсах ӑсатса ячӗ, юлашкинчен тата килсе ларма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пухура пӗр тӗрлӗ калаҫса татӑлатӑр, кайран пӑхатӑн та — ҫынни пачах урӑх ӗҫре ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Унта калаҫса татӑлтӑмӑр пек-ҫке, сана кӑҫал кӗлте турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлеттерес терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер ҫеҫ, ятласа тӑкас вырӑнне, халичченхинчен ҫемҫереххӗн калаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ун пирки калаҫса татӑлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ыйтнӑ тӑрӑх, Кабирпа вӑл мӗнле ӗҫе каясшӑн пулни пирки райком секретарӗ Камышин та калаҫса пӑхрӗ, ӑна та Кабир ҫав сӑмахсенех каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Виҫӗ колхоза пӗрлештерес пулсан, кутӑнланаймастӑн вара, асту, сана ун чухне райкомпа калаҫса татӑлсах председателе лартатпӑр, — пӳрнипе юнарӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Камышинпа калаҫса пӑхасчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей Анна Ивановнӑпа ӗҫкунӗсем пирки калаҫса татӑласшӑнччӗ, лешӗ алӑ ҫеҫ сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Питӗ кӳренмелле, мӗншӗн тесен каччӑ ун сӑмахне нимӗн чухлӗ те итлемерӗ, ку ҫеҫ мар, йӗркеллӗ калаҫса пӑхасшӑн та пулмарӗ, ҫыру хӑварчӗ те, тек куҫ умне курӑнма хӑранӑ пек, тухса та шурӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлташпа вагонрах калаҫса килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс директорпа калаҫса пӑх, тен, вӑл ӗҫе илме пултарӗ те…

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, халӗ ӗнтӗ, пӗр эрне каялла пулнӑ пек, каҫхине Марине патне калаҫса ларма каяйман; кӗтмен ҫӗртен, чи лайӑх ӗмӗтсемпе пурӑннӑ ҫӗртен тепӗр хут хисепрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫ-тӑватӑ кун каялла Сехре Иванӗ чун килениччен Маринепе калаҫса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нумай пулмасть кӗтмен-туман ҫӗртен Ятман хӑй кӗчӗ те нихҫан урлӑ пулман ҫын пекех калаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех