Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрах пичӗ ҫинче, сулахай куҫӗнчен кӑшт аяларах, юнлӑ шӑйрӑк палӑрать.

На лице возле левого глаза кровянилась свежая ссадина.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑнран шурса кайнӑ Боговой (ун пичӗ ҫинчи ҫунӑк тар йӗрӗсем халӗ пушшех кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ) хӑрах айӑкӗ ҫинче выртать, ҫӑварӗнчен хаяр сӑмахсем сирпӗнтресе, суранланнӑ ура хырӑмне ҫыхать.

Бледный Боговой (ярче синели пороховые пятна на его щеках) лежал на боку, выхаркивая ругательства, перевязывал раненную в мякоть ногу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Глаша упӑшкине вӑл тӳрех палларӗ, ҫамрӑк, сарлака ҫамкаллӑ ҫын, шинель тӑхӑннӑ, шинелӗн хӑрах ҫанни усӑнса тӑрать.

И сразу узнал мужа Глаши — молодого лобастого парня в шинели с пустым рукавом.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫӳллӗскер, хӑрах куҫӗ хӗрринче тур палли пур.

— Высокий, ишо родинка у него на глазу.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, палӑрмаллах уксахлаканскер, Лукомские хисеплӗн ҫул пачӗ, контузи пулнӑ хӑрах хулпуҫҫине кулӑшла та хӑрушшӑн чӗтрентерсе, коридор тӑрӑх лакӑштатса кайрӗ.

Он почтительно уступил дорогу, пошел по коридору, заметно прихрамывая, смешно и страшно дергая контуженным плечом.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрах хӑлхапа илтсе курнӑччӗ…

— Трошки припадало слыхать…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтан вӑл Листницкипе чунтан калаҫса илме шутланӑччӗ, ытти ҫынсенчен пытарса пурӑннӑ шухӑшсен хура чаршавне те хӑрах кӗтесрен сирсе уҫнӑччӗ, анчах ҫав чаршава каллех хупса хучӗ.

На минуту потянулся к искреннему разговору с Листницким, приподнял краешек той черной завесы неведомого, которой каждый укрывается от других, и вновь опустил ее.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑмӑр тур паллийӗ тӗлӗнче куҫ хӑрпӑкӗн кӑвак кӑшӑлӗ усӑнса тӑрать, ҫӳлерехре, кӑшт хупӑнарах тӑракан хӑрах куҫӗ тӗлӗнче, куҫҫульпе исленсе йӗпеннӗ ҫутӑ пайӑрки чӗлтӗртетет.

Над коричневой родинкой тяжко висел синий ободок века, в профиле виден был увлажненный свет одного полузакрытого глаза.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Раҫҫей хӑрах урипеле масар ҫинче тӑрать…

— Россия одной ногой в могиле…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ аплах каласшӑн мар, — Евгений питне пӗркелентерчӗ, унӑн хӑрах куҫ хупаххи ҫилӗллӗн туртӑнса чӗтренчӗ.

— Я бы не сказал этого, — Евгений поморщился, жиловатое веко у него подергал нервчик.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич веялка хыҫнелле хӑрах утӑм ярса пусрӗ.

Пантелей Прокофьевич шагнул за веялку.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрах енӗпе ҫеҫ Петро пурнӑҫӗ этем ӑмсанмалла мар картлашкаланса килчӗ: хуторта арӑмӗ пирки ырӑ мар калаҫаҫҫӗ-ха.

С одного лишь края являла Петрова жизнь неприглядную щербатину: ходили по хутору дурные про жену слухи.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗлет тӑрринчи хӗҫ тимӗр автансем кивелсе кайса хуҫӑла-хуҫӑла ӳкнӗ, кӗлечӗ хӑй те хӑрах еннелле чалӑшнӑ: ҫапла вара тимлӗрех куҫ кунта та хӑш-пӗр йӗркесӗрлӗхсене асӑрхама пултарать.

На крыше амбара попадали от ветхости жестяные петухи, скособочился амбар, некоторую бесхозяйственность мог приметить опытный глаз.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Томилин Иван пӳрчӗн хӑрах стени урам еннелле мӑкӑрӑлса тухнӑ: кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анасран ӑна ҫӗре алтса тӗкӗленӗ кукӑр туратлӑ тӗкӗ ҫеҫ тыткаласа тӑрать, — ахӑртнех, хаяр шӑпа харсӑр артиллериста хӑйне те, наводчикра ҫӳренӗ чух, нимӗҫ тата вырӑс ҫыннисен ҫурчӗсене нумай аркатнӑшӑн тавӑрас тенӗ пулмалла.

У Томилина Ивана падала на улицу стена хаты, держала ее врытая в землю рогатая подпорка, — видно, мстила лихому артиллеристу судьба за те немецкие и русские домики, которые разрушил он, будучи наводчиком.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйӗн якалса тӗссӗрленнӗ винтовкине хӑрах аллипе кӑкӗнчен тытса йӑтнӑ та мӑйӑхӗ ҫумӗнчи пар шереписене тута вӗҫӗпе ӗмсе утать.

Он нес свою отерханную винтовку, держа ее за ремень; обсасывал с усов ледяные сосульки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хӑрах куҫ харшийӗ тан мар виҫ кӗтеслӗх пек пӗрӗнсе хутланчӗ, вӗттӗн-вӗттӗн чӗтренсе илсе, каллех тӳрленчӗ.

У него неровным треугольником изломалась бровь и, мелко подрожав, выпрямилась.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ ялан хӑрах енӗпе шутаратӑн, — терӗ Григорий, пит-куҫне шӑмарса.

— Ты завсегда одним боком думаешь, — хмурился Григорий.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий хӑрах айӑкӗ айне шинель аркине ҫавӑрса чикнӗ те, сулахай чавсипе ҫӗр ҫумне тӗрӗнсе, ҫӳлех мар сӑрт айккинче выртать.

Григорий лежал на холме, подвернув под бок полу шинели, опираясь на локоть левой руки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шамиль аялти кӗпинчен ҫурса илнӗ ҫанӑпа суранлӑ урине майлаштарса ҫыхрӗ те, Лиховидов ҫине пӑхмасӑр, ӑна хӑрах хулӗнчен ҫавӑтрӗ, Иван Алексеевич теприне тытрӗ — кайрӗҫ.

Шамиль перевязал раненую ногу рукавом, оторванным от исподней рубахи; не глядя на Лиховидова, взял его под руку с одной стороны, Иван Алексеевич — с другой, пошли.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нимӗҫӗн ҫири шинелӗ хулпуҫҫийӗ ҫинчен ҫӗре анса ӳкрӗ, хӑрах еннелле тӳмелемелле тӗссӗр симӗс мундирӗ хул айӗнче хутланса пӗрӗнчӗ, ҫӳлелле ҫӗклесе тытнӑ ӗҫре пирченӗ пысӑк аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ, пӳрнисем, куҫа курӑнман тӳмесене хыпашланӑ пек, вӗттӗн-вӗттӗн сиккелесе чӗтренчӗҫ.

Шинель упала у него с плеч, подмышками морщинился рябью однобортный серозеленый мундир, поднятые большие рабочие руки тряслись, и пальцы шевелились, словно перебирая невидимые клавиши.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех