Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ӑшӑрта тӑвар пултӑр, пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ пултӑр, тенӗ.

Имейте в себе соль, и мир имейте между собою.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Ҫавӑн чухне Иоанн каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна куртӑмӑр, хӑй пирӗнпе ҫӳремест те, ҫавӑнпа чартӑмӑр эпир ӑна, тенӗ.

38. При сем Иоанн сказал: Учитель! мы видели человека, который именем Твоим изгоняет бесов, а не ходит за нами; и запретили ему, потому что не ходит за нами.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Вара Вӑл пӗр ачана илсе ӑна вӗсен варрине тӑратнӑ та ӑна ыталаса тытса каланӑ вӗсене: 37. кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканни Мана мар, Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ.

36. И, взяв дитя, поставил его посреди них и, обняв его, сказал им: 37. кто примет одно из таких детей во имя Мое, тот принимает Меня; а кто Меня примет, тот не Меня принимает, но Пославшего Меня.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Унтан ларнӑ та вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе каланӑ: кам асли пулас тет, ҫавӑ пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр, тенӗ.

35. И, сев, призвал двенадцать и сказал им: кто хочет быть первым, будь из всех последним и всем слугою.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Капернаума ҫитнӗ; пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑр? тенӗ.

33. Пришел в Капернаум; и когда был в доме, спросил их: о чем дорогою вы рассуждали между собою?

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Унтан кайсассӑн вӗсем Галилея урлӑ иртсе пынӑ; Иисус ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман, 31. мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ, каланӑ вӗсене: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.

30. Выйдя оттуда, проходили через Галилею; и Он не хотел, чтобы кто узнал. 31. Ибо учил Своих учеников и говорил им, что Сын Человеческий предан будет в руки человеческие и убьют Его, и, по убиении, в третий день воскреснет.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Вӑл вӗсене каланӑ: ҫав ӑрӑва нимӗнле те мар, кӗлтунипе те типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.

29. И сказал им: сей род не может выйти иначе, как от молитвы и поста.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иисус пӳрте кӗрсен, Унпа куҫа-куҫӑн юлсан вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: эпир мӗншӗн-ха хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.

28. И как вошел Иисус в дом, ученики Его спрашивали Его наедине: почему мы не могли изгнать его?

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ; ача вилнӗ пек пулнӑ, ӗнтӗ нумайӑшӗ: вӑл вилчӗ, тенӗ.

26. И, вскрикнув и сильно сотрясши его, вышел; и он сделался, как мертвый, так что многие говорили, что он умер.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен, урӑх нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр, тенӗ.

Я повелеваю тебе, выйди из него и впредь не входи в него.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ача ашшӗ ҫав самантрах кӑшкӑрса ярса куҫҫулӗпе каланӑ: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑм! Ӗненӗвӗм сахал пулсан пулӑшсамччӗ! тенӗ.

24. И тотчас отец отрока воскликнул со слезами: верую, Господи! помоги моему неверию.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иисус каланӑ ӑна: мӗн чухлӗ те пулин ӗненме пултаратӑн пулсан, ӗненекеншӗн пӗтӗмпех пулать, тенӗ.

23. Иисус сказал ему: если сколько-нибудь можешь веровать, все возможно верующему.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ каланӑ: мӗн ачаранпах; 22. усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вут-ҫулӑма та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ; мӗн те пулин тума пултаратӑн пулсан хӗрхенсемччӗ пире, пулӑшсамччӗ, тенӗ.

Он сказал: с детства; 22. и многократно дух бросал его и в огонь и в воду, чтобы погубить его; но, если что можешь, сжалься над нами и помоги нам.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Иисус унӑн ашшӗнчен ыйтнӑ: вӑл чылайранпа ҫапла-и? тенӗ.

21. И спросил Иисус отца его: как давно это сделалось с ним?

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ӑна Ман патӑма илсе килӗр-ха, тенӗ.

доколе буду с вами? доколе буду терпеть вас? Приведите его ко Мне.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене ҫав усала хӑваласа кӑларма каларӑм та — вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.

Говорил я ученикам Твоим, чтобы изгнали его, и они не могли.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӑл кӗнекеҫӗсенчен ыйтнӑ: эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр? тенӗ.

16. Он спросил книжников: о чем спорите с ними?

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Анчах ҫапла калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, анчах, ун ҫинчен ҫырнӑ пек, вӗсем ӑна хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ, тенӗ.

13. Но говорю вам, что и Илия пришел, и поступили с ним, как хотели, как написано о нем.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Унтан Иисусран ыйтнӑ: епле-ха кӗнекеҫӗсем: «малтан Илия килмелле» теҫҫӗ? тенӗ.

11. И спросили Его: как же книжники говорят, что Илии надлежит придти прежде?

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: Равви?! кунта лайӑх пире; эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.

5. При сем Петр сказал Иисусу: Равви! хорошо нам здесь быть; сделаем три кущи: Тебе одну, Моисею одну, и одну Илии.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех