Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ кровать ҫине хӑпарса выртрӑм, асанне хаҫатран ӳпле турӗ, манӑн пуҫ вара ӳпле ӑшӗнче пулчӗ.

Я залез на кровать, а бабушка сделала из газеты шалаш, так что у меня голова в шалаше была.

Мана Маруся илсе кайрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах ҫапах та каларӑм, кӑна эпӗ мар, качака путекки турӗ, терӗм.

А всё-таки сказал, что это не я, а это козочка.

Матвей Иванович пирӗн пата килчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Маруся икӗ слива илчӗ те мана тав турӗ.

Маруся взяла две сливы и сказала: — Спасибо.

Эпӗ слива ытлашши ҫини // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара хӑех хӗрачана тав турӗ, мӗншӗн тесен эпӗ каласшӑн пулмарӑм.

И сама сказала девочке «спасибо», потому что я не хотел.

Пурҫӑн хурт йывӑҫҫи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Епле пырса ҫапӑннӑ, ҫапла — трах! — турӗ.

Они как столкнутся, так — трах!

Эпир пӗчӗк автомобильсене чуптарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Мӗншӗн тесен, улмаран вӑл кимӗ касса турӗ, тӗрлӗрен ҫаврашкасем нумай турӗ.

Потому что он вырезал из яблока лодочки, кубики и кружочки.

Тоня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Клавдя «аха» тесе кӑшкӑрма, пит-куҫне пӑркаласа мана йӗкӗлтеме пуҫларӗ, анчах ӑна вӑл асанне курмалла мар турӗ.

И Клавдя стала кричать «ага» и стала мне нос показывать, только чтоб бабушка не видала.

Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара, темскер, шӑлт-шалт турӗ.

А потом что-то щёлкнуло.

Асанне хваттерӗнче // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хам! хӑм! — турӗ те, ҫисе ячӗ.

«Хам, хам!» — и съел.

Эпир мишкӑсене апатлантарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫакӑн пек вӑл темиҫе хут та турӗ.

Он так много раз сделал.

Слон шыв ӗҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне пӗр утӑм турӗ, мана та хӑйпе туртрӗ.

Мама шагнула и меня потянула.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗр пичче ҫав урай патне пӗр утӑм турӗ те, тӑнӑ-тӑманах анса кайрӗ.

Один дядя шагнул на этот пол; только стал, так и поехал.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Чӳрече умӗнчен темӗн вӗлт-вӗлт турӗ, мана вара, пирӗн ҫине хӑрушӑ машина пырса ҫапӑннӑ пек туйӑнчӗ.

А в окне что-то замелькало, и мне сразу показалось, что на нас налетела страшная машина.

Автомобиль пирӗн поездран иртсе каясшӑн пулни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эсир пӗтӗм вӑйран, турӗ кӑмӑлпа тӑрӑшрӑр, ҫавӑнпа та сирӗн паян праҫник.

Потрудились вы честно, во всю свою силу, — и вот у вас праздник сегодня.

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Вара мӗн турӗ? — ыйтать кукамӑшӗ.

— Ну, и что она сделала? — спрашивает бабушка.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вӑхӑтлӑх правительствӑрисене Васька никама та манса хӑвармарӗ, пурне те вӗлермелле турӗ.

Никого не забыл Васька из керенского правительства, всех присудил к смерти.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лешӗ эпир хушнине турӗ.

Он выполнил наш приказ.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька кукленсе ларчӗ, анчах хӑйне ҫапнӑшӑн мар, хытӑрах сулса яма кӑна ҫапла турӗ вӑл.

Васька присел, но не от удара, а чтобы самому ловчее размахнуться.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан ӑна ӑнсӑртран курнӑ пек турӗ.

И вдруг, будто нечаянно увидел.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл ҫаврака сӑран татӑкӗ илчӗ те унӑн икӗ енне шӑтӑксем турӗ.

Он взял кусок кожи и проделал в нем две дырки.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех