Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат сăмах пирĕн базăра пур.
апат (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӳрех валашка патне пычӗ, унта апат ҫуккипе пулмалла, ҫавӑрӑнса улӑм купи ҫине пырса кӗчӗ, манӑн ура ҫине пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗрлӗ витаминпа, микроэлементпа пуян апат ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Апат ҫул ҫинче ҫимелӗх те илме пулать те, йӑтмалли котелокри пӑтӑсӑр пуҫне те ытлашшипех ҫар ҫыннин.

У кого есть деньги, можно прикупить еду и в дороге, однако у солдата и так ноша нелегка, не только котелок с кашей.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малашне те кун пекех апат ансан ӳссен вӑл ашшӗн пӗтӗм пурлӑхне ӗссе-ҫисе ярӗ.

Если у него и дальше будет такой аппетит, он, пожалуй, проест все отцовское состояние…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паллах, ҫавӑн чухлӗ апат ҫинче пуп майри выҫӑ салтака ҫитерсе яма та пултаратчӗ-ха, пӗр ҫынна сӑйланипех чухӑна юлмӗччӗ ун ҫемйи.

Разумеется, при обилии продуктов могла бы и накормить голодного солдата, небось не обеднела бы от этого семья.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апат турттаракансем ӑна сутса ӗҫни те сахал мар иккен.

Случалось и такое, что повара и возницы продавали провиант и пропивали.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е ҫил-тӑмана пула апат кӳрсе килмен тетчӗҫ, ҫул ҫинче ӑна таркӑн французсем туртса илнӗ пулатчӗ.

то передвижная кухня где-то застрянет из-за бурана, то ее перехватят французы.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗлле апат хыҫҫӑн кӑштах канса илме те пулать.

А зимним днем не грешно и вздремнуть после обеда.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑвӑн-хӗлӗн, ҫурӑн-кӗрӗн вӗсен пӗр апат — яшкапа тип ҫӑкӑр.

Круглый год у них один обед: яшка и черствый хлеб.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулай амӑшӗ вилнӗ кун каҫалапа виле ҫинче ларма килнӗ карчӑксем апат ҫиме саланса пӗтсен тӗп килне ӳсӗр Микулай пырса кӗнӗ.

В день смерти матери вечером Мигулай пришел в родительский дом, когда старушки, сидевшие возле гроба, уже разошлись по домам — поужинать.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, пӗр майлӑ, апат та ҫыртӑпӑр?

— А может, заодно и перекусим?

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑнтӑрлахи апат та ҫимен-ха вӗсем.

Да и время обеда еще не наступило.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Васкаса апат ҫирӗҫ те Михапарпа Укка ыраш вырма тухрӗҫ.

Наскоро позавтракав, Михабар и Укка молча пошли в поле — жать рожь.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулай хушнипе кил хуҫи хӗрарӑмӗ вырӑнне пулса Укка ҫынсене сӑра ӗҫтерсе ҫаврӑнчӗ, апат ҫитерчӗ.

Мигулай попросил Укку угостить народ пивом — как хозяйку.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем апат ҫисе тухнӑ та, хӑшӗ лаҫ умӗнче чӗлӗм туртса ларать, хӗрарӑмсем сӗтел ҫине пуҫтарма хӑтланса тӗркӗшеҫҫӗ.

Люди уже отобедали, кто-то вышел покурить, женщины принялись убирать со стола.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӗре патне пымалли апат пӗҫернӗ Михапар мӑшӑрӗ.

— Прямо до сердца яшка доходит, вот какой суп нам жена Михабара приготовила, — улыбаясь, говорит один из мужиков.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апат ҫуккипе, пӑтӑрмах сиксе тухасран хӑранипе эпӗр майӗпен ялтан тухса карӑмӑр.

И тогда мы были вынуждены тихо покинуть деревню.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн пулса иртнӗ вӑл ӗҫ.

Все произошло где-то после обеда.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах халлӗхе вӑл хӑйне урӑхла тавӑрать: Шурча ялне ҫитмесӗр ӑш-не пӗр хӗлхем апат илмест.

он не сомневался, но сейчас решил наказать себя иначе: пока не доберется до Акрамова, не возьмет в рот ни крошки, не выпьет ни капли воды.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халь апат хатӗр.

Сейчас айда обедать —

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех