Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа айланнӑ май мана асӑрхамарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Чим-ха, кӑтартам эппин сана…» — терӗ те Сахар, алӑк хӑлӑпӗнчен ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана хӑпӑл-хапӑл ярса илчӗ, унпа путвала питӗрсе те хучӗ, хӑй алкумне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫын ура ҫине тӑчӗ, шӑлавар кӗсйинчен пӗчӗк тутӑр кӑларса, унпа суранне пускаларӗ, унтан костюмӑн шалти кӗсйинчи блокнотран пӗр таса листине ҫурса илсе темиҫе татӑк турӗ, пӗрне сӑмси шӑйрӑлнӑ вырӑна ҫыпӑҫтарса хучӗ, ыттисене, кайран улӑштарма тесе, кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр унпа пыма килӗшсен, вӑл кунта пӗр минут та тытӑнса тӑмӗччӗ, анчах Хрестук ниепле те килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Турӑ тытрӗ иккен сана! — тесе, туйине ҫӗклерӗ, унпа Уҫӑпа юнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа килӗштереҫҫӗ-и? — васкарах ыйтрӗ учительница.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, Хрестук килӗнче ҫук иккен, каҫхине пухӑва кайнӑ та ун хыҫҫӑн килне таврӑнман, вӑл ӑҫтине, унпа мӗн пулнине пӗлекен те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн тӑвап эпӗ унпа? — тӗлӗнчӗ Вова.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Комсомола кӗрес пирки унпа калаҫса пӑхмалла мар-ши санӑн?

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнтанпа вӑл унпа ҫӑвар уҫса пӗр сӑмах та калаҫман, яланах хӑйне уйрӑммӑн выртса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кунашкал маттур та хитре ҫын тӗнчере ҫук та пуль. Мӗнле телейлӗ хӗрарӑм савӑнса пурӑнать-ши унпа?» — тесе шутланӑччӗ ҫавӑн чухне уяв курма тухнӑ матушка.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа килӗшӳллӗн, чуралӑха прахӑҫламалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа ҫакӑнта, таса чиркӳ таврашӗнче, ҫеҫ калаҫмалла, — юптарчӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ҫакна калатӑп: хамӑр пуп патӗнче пулса, унпа мӗн калаҫни ҫинчен хальлӗхе, виҫсӗмӗр пуҫне, никамӑн та пӗлмелле мар, — асӑрхаттарчӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, тепре туртӑнчӗ — сылтӑм алли ирӗке тухрӗ, унпа ҫӑварӗнчи ҫӗтӗк татӑкне туртса кӑларчӗ, пӗтӗм ҫассипе: — Пу-у-лӑшӑр!.. — тесе, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл тарҫӑ пулсан та лайӑх тумланнӑ, хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытать, унпа ҫӑвар уҫса та калаҫасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сылтӑмра, чи хӗрринче, Сахар, унпа юнашар — Тарье, малалла — Мирун, Вова, анапа анана уйӑракан касӑпа юнашар Сергей.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа килӗшӳллӗн хресченсем хӑйсен ирӗкӗпе общинӑран тухма пултаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗҫпӑшалпа вылямаҫҫӗ унпа, — терӗ Озеров, пӑлханнине нимӗн чухлӗ те палӑртмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн каласшӑнччӗ унпа? — ҫирӗп сасӑпа ыйтрӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех