Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑр-варах Ярса тытрӗ ҫӑпала, Шаплаттарчӗ янахран Мана пурпек вӑйпала.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Кӑкшӑм питлӗ офицер Пӗр сӑмахсӑрах мана Ярса тытрӗ сухалтан.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
НДФЛ куҫарассипе 27,3 млн тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ предприятисен яваплӑ ҫыннисем тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухма правӑна сыхлакан органсене 5 материал ярса панӑ.
Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.
Унччен вулӑс пуҫлӑхӗ пулнӑ Матвеев Николай полици ҫыннисен хутне кӗрсе сӑмах хушсан хӗрсе ҫитнӗ халӑх ӑна ҫӳҫӗнчен ярса тытать…
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ун япалисене килне ярса пама хатӗрленӗ май пӑхрӑмӑр та — пӗтӗм «пурлӑхӗ» те салтакӑн ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ пӗртен-пӗр хутаҫчӗ.Сослуживцы стали готовить к отправке домой его вещи, и тут обнаружилось его «богатство».
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫакӑнта Григорьев хӑй еннелле ҫур утӑм кӑна тутӑр е унсӑрах, хӗр кӑшкӑрса ярать те ак, тарҫисем чупса кӗрсе салтака ярса тытса каяҫҫӗ.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Укка кӑшкӑрнине илтнӗ те вӗсем пӑлтӑра тухса Микулая ҫӳҫрен ярса илнӗ.Услышав непонятную возню и крики Укки, кто-то вышел в сени и схватил Мигулая за волосы.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пурнӑҫ хӗсӗккипе юлашки икӗ ҫул хушшинче Михапарӑн ашшӗ лартнӑ ҫырмари ватӑ йӑмрасене йӑвантарма та, кисек кирпӗчисем туса типӗтме те тиврӗ, ҫапах Микулай патне ура ярса пусмарӗ вӑл.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кам-кам патне ура ярса пусас ҫуккине ҫеҫ лайах пӗлет вӑл.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Михапар турӑх ҫине симӗс сухан кӑна тураса ҫирӗ, ҫӑвас вырӑнне ҫав тирӗкех ӑшӑннӑ сӑрине ярса ӗҫрӗ те арӑмне тӑма калас тесе пынӑччӗ — шарламарӗ.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫапла сӗмленсе ҫӳренӗ хушӑра Михапар хӑй сисмесӗрех кулленхи ӗҫе кӳлӗнчӗ: ӗне суса кӗчӗ (ӑна Михапар амӑшӗ вилсен вӗреннӗ пулнӑ); виҫӗ пуҫ сурӑхӗпе ӗнине кӗтӗве хӑваларӗ; сӗтне сӗрсе пӗр чашӑк ярса хӑварчӗ те ыттине нӳхрепе антарчӗ; икӗ ачапа икӗ мӑн ҫын валли яшка пӗҫерчӗ.
Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Хама килӗшмен е эпӗ хам кама та пулин юрама пӗлмен ҫын патне эп нихҫан та ура ярса пусмастӑп.«Ежели я знаю, что кто-то меня не любит или кого-то я сам не люблю, я к нему и ногой не ступлю.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вара, майӗпен ҫӗкленсе, ҫӑварне шывпа чӳхерӗ те, ӑна ҫӑтса ярса, пӳртрен васкамасӑр тухрӗ.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Килӗнчи ӗҫсенчен пушӑнайман хӗрача ик-виҫӗ кунах пырайман вӑхӑтсенче Микулай ашшӗпе амӑшӗ ӑна ҫын ярса чӗнтерме те вӑтанса тӑман.Стоило ей не появиться день-другой, как за ней посылали человека.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шупашкар округӗнчи чӑвашсемпе ҫармӑссем кӗпӗрне прокурорӗ патне — пире ирӗксӗрлесе уя ҫӗрулми ларттараҫҫӗ, ял-йыш вӑйӗпе мӑкаҫей кӗлечӗ валли суха тума хистеҫҫӗ килӗрен тырӑпа укҫа пуҫтараҫҫӗ — пирӗн ӑҫта кайса кӗмелле тесе жалобӑсем ярса тултарнӑ.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Салакайӑк тарҫисене яшка ҫине выльӑх вар-хырӑмӗ те сысна урисемпе хӑлхисене ярса пӗҫерсе параҫҫӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ма ҫӑвар тутине сая ярса ларас? — хутшӑнчӗ калаҫӑва Ильмук-Янтул.— Да чего мы тут сидим мямлим? — решительно вступил в разговор Яндул.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Янтула вӑл пӳрте йӑтса кӗрсе сӗтел хушшине лартнӑ, эрех ярса панӑ.Он спустил Яндула с коня и почти на руках занес в кабак, усадил за стол, налил водки.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чикмене текех вӗренпе сӗтӗрсен те ура ярса пусмӑп тесе тӑнӑ ҫӗртех пирӗн паттӑр кунта тепӗр хут килсе тухнӑ пулать-и ҫапла?
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӑна уйран ҫине те темӗн ярса пачӗҫ иккен, мӗнле ӳсен-тӑран пулчӗ-ши ку тесе аса илме хӑтланса выртнӑ ҫӗртех Янтул ҫывӑрнӑ кайнӑ.В уйран ему, по всей вероятности, добавили какую-то траву, потому что его сразу потянуло в сон.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.