Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поселок ҫурчӗсем мана кичеммӗн те тунсӑхлӑн кӗтсе илнӗн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ирхине, Филипп Петрович выльӑхсем патне тухсан, ӑна Иван Сергеевич кӗтсе илет.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Анкарти виҫекенсем вӑл каялла таврӑнасса кӗтсе тӑмасӑрах Лапша Павӑлӗн кил хушшине тепӗр хут кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Мана Вера Алексеевна кӑмӑлсӑррӑн кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Професси уявне ҫӗр ӗҫченӗсем лайӑх кӑтартусемпе кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Команда пуҫтарӑнасса кӗтсе, вӗсем тӑванӗсемпе, ҫывӑх тусӗсемпе, ялйышсемпе юлашки хут сывпуллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 4 вӗренӳ учрежденийӗ хӑна кӗтсе илмелли индустри валли кадрсем хатӗрлет.

В настоящее время в нашей республике кадры для индустрии гостеприимства готовят 4 образовательных учреждения.

Культарӑпа искусствӑсен институчӗ туризмпа музеологи валли кадрсем хатӗрлесшӗн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33593.html

Ӗҫ вӗресе тӑма пуҫласса кӗтсе тӑрӑр.

Готовьтесь к тому, что скоро все закрутится и завертится.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ма хуть ӑҫта та пулин кӗтсе тӑмарӑн ҫумӑрӗ иртсе кайиччен?

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Исаков трактор ҫитессе кӗтсе, уйри ҫул ҫинче тӑхтарӗ.

Ожидая, пока трактор подъедет к нему, он ждал на полевой дороге.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Васкас пулать, ӗҫ кӗтсе тӑмасть.

Надо торопиться, работа не ждет.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Анастасия Александровна, пупсене кӗтсе пулас, алкумне туха-туха пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чылай кӗтсе тӑтӑмӑр, манӑн ура шӑнса кайрӗ, хам чӗтрекен пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир шкултан тухрӑмӑр, инспектор кайнине курас тесе, алкум вӗҫӗнче кӗтсе тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл мана кӗтсе тӑнӑ, иксӗмӗр шкула утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Улля аппа, мана кӗтсе, алкум картлашки ҫинче ларать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫ умӗн ҫава туптама е ҫурла шӑллаттарма Гаврила патне куллен ҫынсем пухӑнатчӗҫ, черет кӗтсе лаҫ патӗнчи ҫерем ҫинче уни-куни калаҫса ларатчӗҫ, халӗ унта никам та пымасть.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унта пичче кӗтсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Вӗҫтер, эпӗ сана карта патӗнче кӗтсе тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

- 2015 ҫула кӗтсе илме хатӗрленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех