Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫил сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫил (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил кимме аяккалла хӑвалать.

Лодку стремительно несло в сторону.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫил фронтне улӑштарчӗ.

Прошло несколько времени, и ветер переменил фронт.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫил ассӑн сывлать, юрлать, пӗр вырӑнта ҫаврӑна-ҫаврӑна ташлать, хӑлхара салхуллӑн улать, сивӗ ӳтлӗ сывлӑш «чӗр чунӗсен» эшкерӗпе сӗм тӗттӗмлӗхре вӗҫӗмсӗр чышӑнать-тӗкӗшет: вӗсен нӳрлӗ, тинӗс сирпӗтсе йӗпетнӗ чаппанӗсем Аяна питӗнчен тата аллисенчен турта-турта ҫапаҫҫӗ.

Ветер вздыхал, пел и кружился на одном месте, уныло гудел в ушах, бесконечно толкаясь в мраке отрядами воздушных существ с плотью из холода: их влажные, обрызганные морем плащи хлестали Аяна по лицу и рукам.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тинӗс мӑкӑрланать, ҫыранӑн каҫхи тӗтри ҫил авӑкӗсенче ҫӗтӗле-ҫӗтӗле сапаланать, Тӑвӑл Пырне кӑвак пурҫӑн чаршав витме тытӑнчӗ.

Море дымилось, вечерний туман берега рвался в порывах ветра, затягивая Пролив Бурь сизым флером.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тепӗр самантранах ун ҫинелле — таҫтан кӗтесрен — пиҫӗ ҫамрӑк йӗкӗт тӳп-тӳррӗн хускалчӗ, — ҫил ҫинче кушӑрханӑ сӑн-питлӗ, чарӑлса кайнӑ ҫивӗч куҫлӑ; унӑн тумӗ — блуза, сӑран панталон тата чӑпар пиҫиххи.

В следующий момент прямо на него двинулся откуда-то из угла молодой, гибкий человек, с лицом, опаленным ветром, и острыми, расширенными глазами; костюм его состоял из блузы, кожаных панталон и пестрого пояса.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Малтанхи сыпкӑмсем Пэда ҫунтармӑшӗ пӗтнӗ пӑрӑҫ хутӑштарнӑ ӑшӑ шыв пек туйӑнчӗҫ, анчах тепӗр йышӑну пуҫ мимине самаях сумлӑн кӗрлеттерчӗ; ӑна юр кӗртне пырса ҫапнӑ вӗри ҫил авӑкӗпе танлаштарма юрать-тӗр.

Первые глотки показались Пэду тепловатой водой, сдобренной выдохшимся перцем, но следующий прием произвел более солидное впечатление; его можно было сравнить с порывом знойного ветра, хлестнувшим снежный сугроб.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫакна эпӗ калатӑп — «Тӑватӑ ҫил» штурманӗ, ӑна иртнӗ ҫул юсанӑ пулин те!

Это говорю вам я, штурман «Четырех ветров», хотя ее и чинили в прошлом году!

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Анчах — ку мана чӑнласах тӗлӗнтерет, — тарӑн шӑплӑх хуҫаланать, ӑна хӑюллӑ штурман кӑшкӑрӑвӗпе ҫил улавӗ ҫеҫ ҫине-ҫинех пӑсаҫҫӗ.

Но, к моему удивлению, царствовало глубокое безмолвие, нарушаемое лишь возгласами отважного штурмана и гулом ветра.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ҫил сӑнчӑрти вун-вун икӗ анчӑкла туллашса вӗрет; хӗрхенмесӗр чышать-тӗртет, сулахайран та, сылтӑмран та, малтан та, хыҫалтан та; тумтире лӑскать, сывлава пӳлӗнтерет.

Ветер бушевал, как дюжина цепных псов; слева и справа, сзади и спереди бросал он отчаянные толчки, рвал одежду и затруднял дыхание.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Тата — манран тыт, унсӑрӑн, эсрел чӗрнисемпе тупа тӑватӑп, ҫил сана чӗчӗ ачине тытса пенӗн ҫапса ӳкерет.

И держись за меня, иначе, клянусь копытами сатаны, ветер опрокинет тебя, как грудного младенца.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Шторм хӑвӑртлӑхӗпе вӗрекен ҫил пирӗн хӑлхасенчен шӑхӑрать, — ӑсран тайӑлнӑ, чарусӑр ачасен эшкерӗ тейӗн.

Ветер, проносясь со скоростью шторма, свистел нам в уши, словно стая обезумевших мальчишек.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ҫӗр каҫа, чӑнах та, ҫил улшӑннӑ, пӗлӗтсене хӑваласа салатнӑ, халӗ вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен, утне ҫӑмӑл юртӑпа чуптаракан Сӑпание сулахай енчен вӗрет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑнса хытрӑм, ача, каллӗ-маллӗ пустуй ҫӳресе, ҫил хӗллехи пек вӗҫтерет паян…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрнине шута илсен, ку вӑл — сивӗтессе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗри-тавра вӑрман пулсан та, кунта, тӳпемрех вырӑнта, ҫил самаях вӑйланни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телее, ҫил те питрен ҫапатчӗ, эппин, кашаманпа ҫурисем этем шӑршине туйма пултараймаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫил кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрме тытӑнчӗ те, Хура ҫырма патнелле ҫывхарнӑ тӗлелле тӳпе тӗксӗм пӗлӗтсенчен тасалса та ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ те сана сехете парнелетӗп! — хытӑ кайнӑран хӑлхара ҫил вӗрнипе кӑшкӑрса каларӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чанккама йывӑҫсем хушшипе кӑ-ӑшт хӗсӗнсе иртекен вӑштӑр ҫил пите, шӑмшака ӑшшӑн ҫупӑрлать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫил ҫук та, тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан йывӑҫсем ҫӗрлехи ыйхӑран халӗ те вӑранман пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех