Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн пулчӗ? — хӑраса ыйтрӗ анне, кашӑксене ҫуса тӑнӑ ҫӗртех аллине лӑшт ярса.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне кӑмака патӗнчен Ваҫҫапа Манехва патнелле пӗр-иккӗ ярса пусрӗ, вӗсем ҫине кӑмӑлсӑрланса пӑхса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унччен те пулмарӗ, чиркӳрен стражник пӗр ҫынна ӗнсерен тытса, чикӗлентере-чикӗлентере ярса, илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Юмах ярса парам-и? — тет анне.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Путеке хурана пӗтӗмпех ярса пӗҫернӗ, терӗ аппа.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васса Спанюка пуҫӗнчен ярса илчӗ, тутрине ҫӑлса антарчӗ… икӗ хӗрарӑм пӗр-пӗрне ҫӳҫрен туртса ҫыхланса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ шурӑ сурӑха мӑйӗнчен ярса илтӗм, аппа — хӳринчен.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла ятлаҫса атте мана ҫӳҫрен тытса лӑскасшӑн ман паталла туртӑнчӗ, мана ярса илесшӗн аллине кӑнтарчӗ, анчах ҫав самантрах манӑн пуҫ ҫинчи сурана асӑрхаса пулӗ, мана тивмерӗ, пуҫа тытса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ӑҫта каян-ха эсӗ, ан кай! — сиксе пычӗ ман пата Шӗшлӗ, мана алӑран ярса илчӗ, ҫӑлкаласа аттипе ҫурӑмран тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, ку ҫын кӑшкӑрнинчен хӑраса, лашана хӑваларӑм, анчах лаша пӗрре те ярса пусмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӗвен тӑрса алла ҫӳлелле ҫӗкле те — пӗлӗте ярса ил.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӑлне шатӑртаттарса арӑмне ярса илет те хӗнеме тытӑнать, тет.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кала-ха, мӗншӗн, мӗншӗн?! — тет пичче, Ваҫҫа чӑпӑрккине ярса илме пикенсе.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лаша чупсан та, ӳкесрен хӑрамастӑп, лашана ҫилхинчен ярса илейретӗп; асамат кӗперӗ айӗнчен тухсан, мӗнле арҫын ача пулӑп-ши?

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана кӗпе ҫаннинчен ярса илчӗ, турткалать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анук премӗкне ҫиме тути патне илсе пынӑччӗ, Ҫемук ӑна сасартӑк кап! ярса илчӗ те кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳртри ҫын эпӗ чӳречерен пӑхса тӑнине асӑрхарӗ, ҫӗнӗ ҫӑпата, шурӑ тӑла сырнӑ урине ман еннелле ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӗн пур-ши ку витрере тесе, эпӗ вӑр-вар кӑмака пусахи ҫине тӑтӑм та кармашса витрене хӗрринчен ярса илтӗм, хам паталла туртса чалӑштартӑм.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир кӳршӗмӗрсен ҫӗрӗсене - Румыни, Югослави тата Чехословаки территорийӗсене - ярса илнӗ пулнӑ.

Мы захватили землю соседей: территории Румынии, Югославии, Чехословакии.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Ярса тытрӗҫ те мана Хуран кутне ӳкерчӗҫ, Чышкӑпа та патакпа Хӗне-хӗне пӗтерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех