Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленӗ (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗҫпӑшала вӗсем депора инструментальщик пулса ӗҫлекен Табельчук — Коля куккӑшӗ туса панӑ чертежсем тӑрӑх хатӗрленӗ.

Изготовлялось оно по чертежам, которые Коля-атаман заказывал своему деду, инструментальщику паровозного депо Табельчуку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Канма вырнаҫнӑ ҫӗрте пурте йӗркеллӗ: хӳшӗсем туса хатӗрленӗ, мӑрьерен тӗтӗмпе пӗрле хӗлхемсем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, хӳшӗсем юнашар, йывӑҫ лӑссисенчен тунӑ вырӑн ҫинче, кӳлсе ҫӳремелли йытӑсем канса выртаҫҫӗ.

На биваке все было в порядке: палатка поставлена, из трубы вместе с дымом вылетали искры, а рядом с палаткой на подстилках из хвои и сухой травы отдыхали ездовые собаки.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Чылай ҫӗрте ача ҫурални ҫинчен пӗлтерме ятарласа хатӗрленӗ карточкӑпа усӑ кураҫҫӗ.

Во многих местах есть обычай сообщать знакомым о рождении ребенка соответствующей карточкой.

Ача ҫурални // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӗсене ҫӑвартан чӗлхепе тӗксе кашӑк ҫине кӑлараҫҫӗ, ятарласа хатӗрленӗ савӑт ҫине хураҫҫӗ.

Их подхватывают ложкой, а с ложки перекладывают на блюдце.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тасатнӑ ҫӗрулмине ятарласа хатӗрленӗ турилкке ҫине хурса пымалла, унтан хӑвӑн турилккӳ ҫине илсе вӗтетмелле.

Очищенный картофель кладут на тарелку, поставленную для этой цели.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кун пек чухне ҫакна та шута илмелле: лартса панӑ апата ҫименни тиркенӗ пек туйӑнма пултарать, апат юлашки нумай пулни савӑт-сапана ҫума кансӗрлет, хатӗрленӗ апата усӑсӑр тӑкаклани пулать.

Во-первых, для того, чтобы не оставлять впечатление, что пища была невкусной; во-вторых, обильные остатки затрудняют сбор и мытье посуды; в-третьих, это перевод пищи.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кӗрекере ларнӑ чухне кил хуҫисене хурласа, вӗсем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тиркесе калаҫмаҫҫӗ.

Сидя за столом, не критикуют то, что на столе, и тех, кто за ним сидит или обслуживает сидящих.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Икӗ пӳлӗмре кашнинче пӗрер сӗтел хатӗрленӗ пулсан, кил хуҫи пӗрин хушшине, арӑмӗ теприн хушшине ларать е (ватӑрах) аслӑрах хӑнасене пӗр пӳлӗме, ҫамрӑккисене тепӗр пӳлӗме ушкӑнлаҫҫӗ.

Если сидят за двумя столами в разных помещениях, то хозяйка садится за один, а хозяин — за другой, или группируют гостей постарше в одну комнату, помоложе — в другую.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ӗҫме хатӗрленӗ чухне сӑрана кӗленче ӑшне ямалла, температури 8 — 10° ӑшӑ пулмалла.

Пиво подается к столу в бутылках при температуре 8-10°С.

Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӗлсе хатӗрленӗ менюсенче юлашки блюдӑсемпе пӗрле «типӗ» е хӑватсӑр хӗрлӗ эрех тата сӑра (ӑна ҫуллӑ чӑкӑтпа ӗҫме аван) параҫҫӗ.

В изысканно составленных меню к последним блюдам подают белое или легкое красное вино, а также пиво, которое подходит к жирным сырам.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пиҫи-пиҫми ҫӑмартана ятарласа хатӗрленӗ савӑтпа памалла, ӑна чей чашки е ҫӑкӑр турилкки ҫине лартмалла, ҫумне пӗчӗк кашӑк хумалла.

Если к завтраку подают яйцо всмятку, оно должно быть в специальной подставке, которую ставят на блюдце или на тарелку для хлеба.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтел ҫине лайӑх майланӑ, ун хушшинче ларма канлӗ пулсан ҫеҫ, тутлӑ пӗҫерсе хатӗрленӗ апата тулли кӑмӑлпа, киленсе ҫиме пулать.

Вкусно приготовленная пища доставляет наслаждение только тогда, когда хорошо накрыт стол и за ним удобно сидеть.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑнасем хӑйсемпе пӗрле тӗрлӗ эрехсем илсе килеҫҫӗ, вӗсем пӗр пек мар, пӗр-пӗринпе те, хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе те килӗшсе тӑмаҫҫӗ.

Чаще случается, что гости приносят разные марки напитков, которые не подходят друг к другу и не соответствуют подаваемой еде.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Анчах халлӗхе кивӗ хапха умӗнче тахҫан касса хатӗрленӗ кашталӑхран урӑх нимӗн те курӑнмарӗ-ха.

Но ничего кроме старых жердей, сложенных возле ворот, не обнаружил.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пикмӑрса валли хатӗрленӗ пӗренесене ҫӗр варринче турттарчӗҫ.

Заготовленные для дома Бикмурзы бревна вывозили в деревню глубокой ночью.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑйсем ӑс ҫитернӗ пек хатӗрленӗ яшкисем пурин те пиҫнӗ.

Кто как сумеет, варево их уже готово.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сергей килте туса хатӗрленӗ караса пӳрнипе тӗкӗнсе пӑхрӗ, каткасене чӑмӑрӗпе шаккакаларӗ, анчах кунта пурте тап-таса пулнӑ пирки, вӗсене алӑпа перӗнни вырӑнсӑр пек туйӑнчӗ; хурт-хӑмӑрсем мӗнле пурӑннине кӑтартакан плакатсем ҫине пӑхса илчӗ.

Сергей потрогал пальцем искусственную вощину, постучал рукой по кадушкам, но тут все выглядело таким чистым, что неудобно было прикасаться руками; поглядел на плакаты, рассказывающие, как живет пчела.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Ӑҫта вуласа ҫитнине паллӑ тума мӗнле те пулин хӑюпа е юри хатӗрленӗ картон татӑкӗпе усӑ кураҫҫӗ.

Для отметки места, где вы кончили читать, употребляют закладку.

Выставкӑра, музейре, библиотекӑра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑшпӗр чухне ҫынна мухтаса мӗн те пулин каламанни килӗшӳсӗр, сӑмахран, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хатӗрленӗ тутлӑ апат-ҫимӗҫе хаклама пӗлменни е вӑл тараватлӑ пӑхнине асӑрхаманни сӑпайсӑрлӑхпа юнашарах тӑрать.

В некоторых случаях невысказанный комплимент может граничить с невежливостью, например, если вы не сумеете оценить с любовью приготовленные хозяйкой яства или другие знаки ее внимания.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пачах урӑхла, хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе мухтаса эсир кил хуҫи хӗрарӑмне савӑнтарма пултаратӑр.

А похвалив домашний стол, вы доставите удовольствие хозяйке.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех