Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ученӑй пӳлӗмӗнче темӗн тӗслӗ шӑнасем те пур, ҫавӑнпа вӑл илекенсем ыйтакан пур тӗсе тивӗҫтерме пултарни ҫинчен те каласа пачӗ.

Так как ученый располагал мухами всех цветов, то надеялся угодить на вкус любого потребителя.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак хушӑрах пирӗн ҫуртсемпе хамӑр таврара хӑйсен пултарулӑхӗпе пурҫӑн хурчӗсенчен нумай иртсе каякан хурт-кӑпшанкӑсем темӗн чухлех шутланаҫҫӗ; пурҫӑн хурчӗсем ҫип арлама кӑна пӗлеҫҫӗ пулсан, ҫак хурт-кӑпшанкӑсем вара ҫип арлама та, унтан тӗртме те пултараҫҫӗ.

Между тем в нашем распоряжении находится множество насекомых, неизмеримо превосходящих по своим способностям этих червей: шелковичный червь только прядет, а они и прядут и ткут.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хулара курнӑ ҫынсем пекех, хирте тӗл пулакан ҫынсем те темӗн пирки тӑрӑшнӑ пек таҫта васкаҫҫӗ, вӗсем темӗн ӗҫленӗ пек тӑрӑшаҫҫӗ; ҫак хушӑрах вӗсем ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлени нихӑш енчен те, нимрен те палӑрмасть.

У всех встречных озабоченные лица, все куда-то торопятся, чем-то заняты, как в городе, так и на полях, а между тем совсем не заметно, чтобы эта кипучая деятельность приносила какие-нибудь плоды.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл государство ырлӑхӗшӗн пайтах паха ӗҫсем тунӑ, вӑл ҫураласса та талантлӑ ҫуралнӑскер, питех те тӳрӗ ҫынччӗ, ӑна темӗн чухлӗ укҫапа та урах май ҫавӑрма ҫукчӗ.

Он оказал много весьма важных услуг государству, обладал большими природными способностями и отличался прямотой и честностью.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсене пӗлтермен пулсан, вулакан та, эпӗ малтан хам ӑнланман пекех, ҫак ҫынсем хама картлашкасем тӑрӑх утрав тӑррине, унтан вара король ҫуртне темӗн те пӗр хӑтланкаласа илсе кайнине ӑнланман пулӗччӗҫ.

Иначе ему, как и мне, было бы затруднительно понять те ужимки, с какими эти люди проводили меня по лестницам на вершину острова, а оттуда в королевский дворец.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем час-часах ман ҫинелле кӑтартса, пикенсех темӗн ҫинчен канашлаҫҫӗ.

Они о чем-то серьезно совещались, все время поглядывая на меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Темӗн чухлех! — кӑшкӑрса ячӗ Готтфрид.

— Ещё бы! — воскликнул Готтфрид.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Крюсе-майя вӗсем ҫинчен темӗн чухлӗ хӑрушӑ истори каласа панӑ.

Крёсе-Майя много рассказывала про домовых, и про их ужасные проделки.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Шалта хӗллеренпе юлнӑ кӗл темӗн чухлех.

Там было полно золы, оставшейся ещё с зимы.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сарайӗнче ларас чух выҫӑ вилес мар тесе Эмиль унта темӗн те пӗр хурса тултарнӑ.

Эмиль давно уже позаботился о том, чтобы не умереть с голоду в сарае.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Отвлеченнӑй идейӑсемпе философин тӗрлӗ вак ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе калас пулсан, эпӗ ҫав япаласем ҫинчен кӑшт та пулин ӑнлантарас тесе темӗн чул тӑрӑшни ахалех сая кайрӗ.

Что же касается отвлеченных идей и всяких философских тонкостей, то я напрасно старался дать им хоть малейшее понятие об этих вещах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хамӑн вӑрӑм халапа каласа пӗтерсен, его величество улттӑмӗш ауденцийӗнче эпӗ тапратса янӑ кашни тема тӗлӗшпех иккӗленӳсемпе ыйтусем темӗн чухлӗ каласа хучӗ.

Когда я окончил свое длинное повествование, его величество в шестой аудиенции высказал целый ряд сомнений и вопросов по каждой из затронутых мною тем.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана хама илес пулсан, эпӗ король куҫӗ умӗнче темӗн чул пӗчӗк курӑнатӑп пулсан та, ҫапах та хӑҫан та пулин аслӑ короле пӗр-пӗр пысӑк усӑ кӑтартасса ӗмӗтленетӗп, терӗм.

Конечно, что касается меня, то каким бы ничтожным ни выглядел я в глазах короля, я все же надеюсь, что рано или поздно мне удастся оказать его величеству какую-нибудь важную услугу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хамран нумай ҫӳлӗрех тӑракан ҫынсене хама хисеплеттерес тесе темӗн чул тӑрӑшни усӑсӑр пулать текен хуйхӑллӑ шухӑшсем ман пуҫа киле пуҫларӗҫ.

Это навело меня на грустные мысли о бесплодности всех попыток добиться уважения к себе со стороны людей, стоящих неизмеримо выше нас.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман ҫинчен темӗн те пӗр сӑмах илтнӗ халӑх портшез патне пухӑнатчӗ.

Народ, наслышавшись обо мне, всегда толпился вокруг портшеза.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑш дамисем мана курнӑччӗ те ман илем ҫинчен, эпӗ лайӑх выляни-хӑтланнисем ҫинчен тата ҫивӗч ӑсли ҫинчен темӗн те пӗр каласа сӑмах сарнӑ.

Некоторые из этих дам уже успели посмотреть меня и распустили необыкновенные слухи о моей красоте, хороших манерах и большой сообразительности.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Старик, вӑхӑтран вӑхӑт ман ҫине кӑтартса, ман хуҫана темскер пӑшӑлтатса кала пуҫласанах, эпӗ вӗсем темӗн усал ӗҫ тума шутланине сисрӗм.

Когда старик начал что-то шептать хозяину, указывая по временам на меня, я сразу догадался, что затевается что-то недоброе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Уявра савӑнас текенсемшӗн кунта темӗн те пур, цирк, ташӑ лаптӑкӗ, карусель, аттракционсем, пурне каласа та пӗтереймӗн…

А тех, кто хотел повеселиться, ожидали всевозможные увлекательные развлечения: цирк, танцплощадка, карусель, аттракционы — всего и не перечислишь…

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Салтаксем харӑссӑн утма пӑрахса стройпа таҫталла пӑрӑнчӗҫ кӑна, темӗн пысӑкӑш уй самантрах халӑхпа тулса ларчӗ.

Как только солдаты кончили упражняться и куда-то строем ушли, всё огромное поле вмиг заполнилось толпой.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та, темӗн чухлӗ шырасан та эмиль унта курӑнмарӗ.

Но, как они ни искали, обнаружить Эмиля там им так и не удалось.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех