Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Миҫе кӑна пымарӑм эп сан патна, сана курма май ҫуккишӗн мӗн чухлӗ асапланмарӑм!
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Килти ҫынсем пурте картишне хӑйсен ҫухалнӑ лашине курма сиксе тухрӗҫ.
17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем утпа пыракан пике ҫулне иккӗн икӗ енчен пӳлчӗҫ те ун пит-куҫне курма васкарӗҫ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑна хан улансемпе иҫниксем нумай уйӑрса панӑ, ку ҫарпа вара князь пӗтӗм ханлӑха тӗрӗслесе тӑрать, ҫулталӑкне икӗ хутчен — ҫуркунне, ҫӗршыв типсен, тата кӗркунне, мӗн пур тыр-пула пуҫтарса кӗртсен — ханлӑхри мӗн пур даругсене ҫитсе курма ӗлкӗрет.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Астӑватӑп, — терӗ Поджогин, — Нур-Салтан Василий Ивановича куҫҫульпе тархасларӗ, эп Хусанти ӗҫсене хутшӑнма шутламастӑп, унта хамӑн юратнӑ ывӑлӑма курма ҫеҫ каятӑп тесе ӗнентерчӗ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тем пек кӳренмелле пулсан та вӗсен Крым аскерӗсен мӑшкӑлне тӳссе курма тивет.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Саламлатӑп, саламлатӑп, ман шанчӑклӑ тусӑм, сана курма питӗ хавас, — терӗ хан ӑна ылтӑн вазӑри иҫӗм ҫырлипе пан улмие тутанса пӑхма сӗнсе.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Таркӑнсем тунӑ-и ӑна, сунарҫӑсем-и — пӗлме хӗн, анчах унта кирек мӗнле усал ҫанталӑкра пырса кӗрсен те — хӗлле-и, ҫулла-и — канма кӗнӗ темиҫе сунарҫӑ пикенсех халап янине е пӑсланса тӑракан тутлӑ какай шӳрпи ҫинине, е тата пӗр-пӗр аманнӑ ҫын хӑйӗн суранӗсене ҫыхнине курма пулать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл хӑй кунта тӑнине никам та асӑрхамасть пуль тесе шутланӑччӗ, анчах Ятламас амӑшӗ тахӑш вӑхӑтра курма ӗлкӗрнӗ те ӑна ун ҫинчен ывӑлне систернӗ.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Карамыш ашшӗ, Магмет-Эминь вӑхӑтӗнче Хусанта чаплӑ мӑрса шутланнӑскер тата ывӑлӗ Чалӑмран ярса тӑракан япаласене сутса пуйса кайнӑскер, Шигалей хана ӗнтӗ темиҫе хутчен те курма ӗлкӗрнӗ, хӑй те ун патӗнче йышӑнура пулнӑ.
4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупайпа Иливан шӑпӑрӗсене майлаштарса тытса пӗр-пӗрне хирӗҫ вырнаҫса тӑчӗҫ, Ахтупай — туй курма килнӗ ҫамрӑксем енче, Иливан — сӗтелпе юнашар.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пуҫлӑр! — кӑшкӑрчӗҫ туй курма килнӗ ҫамрӑксем хӑйсен тӳсӗмлӗхне ҫухатса.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Карамыш яланхи йӑлипе хыттӑн тата вӑкӑр пек мӗкӗрсе калаҫрӗ, ҫавӑнпа ун сӑмахӗсене туй курма килнисем те нумайӑшӗ илтсе юлчӗҫ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алӑк патӗнче, кӑмака ҫумӗнче — хӗрупраҫсем, вӗсем кунта мӗн пулса иртнине сӑпайлӑн, пӑртак вӑтанарах пӑхса тӑраҫҫӗ; хӗрсен ик айккипе тата кӑмака сакки ҫинче — каччӑсем, вӗсем пӗр вӑхӑтрах туй курма та, хӑйсем хушшинче шут тума та, хӗрсемпе ашкӑнкаласа илме те ӗлкӗреҫҫӗ; сентре ҫинче тата кӑмака хыҫӗнче — пӗве кӗменнисем е пачах вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӗрӗссипе, хӑнасемпе туй ҫыннисем йышлах та мар, курма пынӑ ҫынсем вара — лӑк тулли.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нургали иртсе ҫӳренӗ чухне ку яла ӳлӗмрен те кӗрсе тухма пулчӗ, Ахтупай та унӑн ял ятне лайӑх астуса юлчӗ — тен, пурӑнан пурнӑҫра унталла та ҫитсе курма тӗл килӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эп шӑп кӑна вӗсене курма кӗнӗччӗ.
14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнтах тата пӗр-пӗр хӳтлӗхре ака пуҫӗпе сӳре выртнине курма пулать.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юрӑ пӳртре ҫеҫ мар, чӳречесем уҫҫине пула тулта та хытӑ янӑрать, тарҫӑсем каялла-маялла чупса ҫӳрекен картишӗнче, юлан утсемпе тата вӗсене курма пуҫтарӑннӑ ҫынсемпе тулнӑ урамра, кунтан кӑн-кӑваккӑн курӑнса выртакан Атӑл ҫийӗнче илтӗнсе тӑрать.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Магмет-Эминь чирленипе усӑ курма тӑрӑшаҫҫех ӗнтӗ вӗсем.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.