Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атӑл леш енӗпе унталла та кунталла вырӑс ҫарӗсем ҫӳреҫҫӗ-ҫке ялан.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утлӑ ҫара кимӗсемпе леш енне каҫаратпӑр, вӑл Чалӑма сылтӑм енӗпе хӑпарать, ытти япаласене — пищальсене, апат-ҫимӗҫе, тумтире — кимӗсем ҫине тиетпӗр.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енӗпе апат ҫармӑссенчен ытларах сӑптӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑлӑн сулахай енӗпе ним мар ҫитме пулать те-ха, юрӗ, эс каланӑ пек, вырӑссене йӗкӗлтемӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку таранччен Иливан ялти хӑй пек каччӑсенчен пӗр енӗпе ҫеҫ «катӑк» пулнӑ: ыттисем пек улаха, вӑййа, тапӑсене ҫӳреймен, хӗрсем хыҫҫӑн чупайман.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку енӗпе Чӑваш ен Правительстви сахал мар ӗҫ тӑвать: ҫӗнӗ шкулсем ҫӗклесси, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтересси, ачасене шкулта паха вӗри апат ҫитересси, вӗсен канӑвне йӗркелесси тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Республика Пуҫлӑхӗн шучӗпе, чи малтанах ача-пӑчана тивӗҫлӗ ӳсме, тарӑн пӗлӳ илме, пултарулӑхне туптама, спорт тата ытти енӗпе аталанма хӑтлӑ майсем туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Газ енӗпе те тӗрлӗ ыйтусене татса панӑ, инфратытӑма аталантарса пырассипе те пур енлӗн пулӑшӑва тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Вӗсем халӑха хӑвӑрт ик енӗпе тӑратса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑлӑн сулахай енӗпе пыракан ҫар ҫыннисем путлӑхлӑ вырӑнсенче ҫар йышлӑ пӗтнине кура ҫыран хӗрринче пӗчӗк кимӗсем тупса сылтӑм енне каҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑвалла пӗр харӑсах виҫӗ ҫулпа хускалса кайрӗ нумай пин ҫынлӑ вырӑс ҫарӗ: утлӑ ҫар — Атӑлӑн сылтӑм енӗпе, ҫуран ҫар — сулахай ҫыран тӑрӑх, Галич ҫулӗпе, ҫар киммисемпе ладьясем — Атӑл варрипе.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Иливана ҫав тери шупка пек туйӑнчӗ, тӗнче ҫине пиччӗн енӗпе мар, тӳнтер енӗпе пӑхать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь та, ӑна пур енӗпе пулӑшса пыракан Владимир Воротынский те вӗсене ҫапӑҫӑва хутшӑнтарма васкамарӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс полкӗсен икӗ енӗпе вӗсене ӑнсӑртран тутарсем килсе ан тапӑнччӑр тесе чӑвашпа ҫармӑс тӗкӗрҫисем пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалейпе Шереметев отрячӗсем васкавлӑн пуҫтарӑнчӗҫ те Атӑл ку енӗпе Кучака сыхлама анса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак вырӑс ҫарӗ Атӑл икӗ енӗпе те каялла чакать.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пур енӗпе те чаплӑ мӑрса вӑл: хӑйӗн паттӑрлӑхӗпе те, хӑйӗн усал ӗҫӗсемпе те.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑш кайӑк хӑҫан, хӑш енӗпе усӑллине Палюк мучи те лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Лев Борисович пире ку енӗпе хӑй хӑҫантанпа ӗҫлени, мӗн чухлӗ кайӑк усраса, вӗсен пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пӗлнипе миҫе кӗнеке ҫырни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Ырӑ тӑвакансем гуманитари пулӑшӑвӗ пухас енӗпе хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ, мобилизациленӗ ҫынсен ҫемйисене пулӑшаҫҫӗ.

Волонтеры принимают активное участие в сборе гуманитарной помощи, оказывают поддержку семьям мобилизованных граждан.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех